Раҫҫейӗн Ҫыхӑну, информаци технологийӗсен тата массӑлла коммуникацисен сферине тӗрӗслесе тӑракан службин республикӑри управленийӗн ертӳҫи пулма Татьяна Евдокимована ҫирӗплетнӗ. Хушӑва, сӑмах май, ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви кӑларать.
Роскомнадзорӑн Атӑлҫи федераци округӗнчи Управленйиӗн ертӳҫи Анатолий Селезнев ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паллаштарнӑ. Тӗрӗсрех, Михаил Васильевичшӑн Татьяна Евдокимова ҫӗнӗ ҫын мар-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Президент Администрацийӗнче те ӗҫленӗ. Наци радиовӗнче директорта, Наци телерадиокомпанийӗнче ертӳҫӗ ҫумӗнче ӗҫленӗ. Татьяна Львовна, сӑмах май, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте 1959 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ.
Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн паянхи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫлӑхсен ӗҫне халӑх шухӑшне тӗпе хурса палӑртма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ хутра йышӑннӑ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе ятарласа ыйтӑм йӗркелемелле. Ӑна ҫулталӑкра пӗрре ирттерӗҫ. Ыйтӑма хутшӑнакансен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тата халӑха тӗрлӗ пулӑшу кӳрекен тытӑмсем — транспорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ӑшӑпа, ҫутӑпа, газпа тата шывпа тивӗҫтерекенсем, ҫул-йӗре тытса тӑракансем пирки тӗнче тетелӗ урлӑ хаклама май туса парӗҫ. Ыйтӑма Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче тата мунициаплитетсен сайтӗсенче вырнаҫтарӗҫ.
Халӑх хакланине сӑнавҫӑсен комиссийӗ хаклас пирки ӗнентереҫҫӗ. Енчен те халӑхӑн 30 процентӗнчен ытларахӑшӗ маларах асӑннӑ органсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр-тӑк вӗсен ертӳҫисен тӑрӑшӑвне те ҫӳлтисем начар тесе пӗтӗмлетӗҫ. Вӑл е ку пуҫлӑхпа ӗҫ килӗшӗвне тӑснӑ чух халӑх хаклавне тӗпе хумалла.
Шупашкарта гражданла хӳтӗлев объекчӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун пирки тӗп хулара иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Гражданла оборонӑн хӳтлӗх сооруженийӗсене ҫынсене харӑссӑн пӗтерекен хӗҫ-пӑшалтан пытанма хӑй вӑхӑтӗнче тунӑ. Кӑҫал ҫавсене яваплисем тӗрӗслесе тухӗҫ. Ҫавсене халӗ мӗнле тӗллевпе усӑ курнине те палӑртӗҫ. Кайран ҫавсен паспорчӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Гражданла хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑрун объекчӗсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ревизилеме тытӑнӗҫ. Ӗҫе утӑ уйӑхӗччен вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла сооружение пахаламалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчишӗн хаксене хӑпартни пирки, унпа килӗшменнипе митинга пухӑнма шут тытни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӑха пушӑн 1-мӗшӗнче шӑматкун пухма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах, «ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, тӳре-шара чӑрмав кӳрес тесе ҫав куна ача пахчисенче Ҫӑварни уявлама шут тытнӑ иккен. Амӑшӗсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх пӗлтӗр ҫак уява ача пахчисенче канмалли мар кунра ирттернӗ, кӑҫал вара шӑматкуна куҫарнин сӑлтавӗ шӑп та халӑха пухӑва ярас маррипе ҫыхӑннине кӑтартать имӗш.
Халӑх пухӑвне йӗркелекенсенчен пӗри — Наталия Смирнова — ӗнентернӗ тӑрӑх пухӑва ирттереҫех. Ирӗк паракан хута хула влаҫӗсем алӑ пуснӑ-пуснах йӗркелӳ коммитечӗ унта тӗрӗсмарлӑхпа килӗшмен пур ашшӗ-амӑшне те кӗтет.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатин спикерӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе килӗшӳллӗн аппарата вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Валерьян Викторов ертсе пырӗ.
Валерьян Николаевич 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Канаш хулинче ҫуралнӑ, патшалӑх ӗҫченӗн карьерине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тытӑннӑ. 1993 ҫулта вӑл Федераци Канашне суйланнӑ, ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорӗпе Лев Кураковпа пӗрле депутата суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вице-президент кандидачӗпе Леонид Прокопьевпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри калаҫнӑ тӑрӑх, суйлав умӗн Валерьян Николаевич чӑваш чӗлхине вӗренме тытӑннӑ. Хӑй халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл чӗлхене юрӑхлӑ пӗлет. Пӗрремӗш турта Викторов сасӑсен 18% пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ (Николай Федоровпа Лев Кураков хыҫҫӑн). Иккӗмӗш турта Элтепӗр вырӑнне Николай Федорова (халӗ РФ ял-хуҫалӑх министрӗ) суйланӑ.
Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн Валрьян Викторовӑн «Мускав» страници пуҫланнӑ. 1994 ҫулта Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 1996 ҫулта РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ.
Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ.
Чӑваш Республикинче министрсем улшӑнаҫҫӗ. Хальхинче улшӑну пурлӑхпа финанс ведомствисене пырса тивнӗ.
Светлана Енилина халӗ финанс министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать, Ирина Устенко вара унӑн вырӑнӗнче — пурлах министрӗ (хальлӗхе тивӗҫсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать).
Ҫӗнӗ министрсем тӗлӗшпе каларнӑ Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Светлана Енилина министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулнине тата финанс министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланине кӑтартакан документа алӑ пуснӑ. Паян вара Ирина Устенко Пурлӑх министерствине ертсе пынине калакан Хушӑва ала пуснӑ.
Светлана Енилинӑшӑн ку — ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ виҫҫӗмӗш ведомство. 2003–2010 ҫулсенче вӑл ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, 2010 ҫултанпа вара пурлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ирина Устенко 2010 ҫултанпа Светлана Енилинӑн ҫумӗ пулнӑ.
Паян Канаш районӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ. Йӗлтӗр тупӑшӑвне республикӑри 16 ушкӑн хутшӑннӑ.
Йӗлтӗрҫӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров ӑшшӑн саламланӑ. Спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ хыҫҫӑн вӑл тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсем Эдуард Александровпа Ирина Кошкина, Россельхозбанкӑн ертӳҫи Ирина Письменская, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн тӗп директорӗн ҫумӗ Олег Мартышин старта тухнӑ.
Паян, хӗвеллӗ тата сивӗ шӑматкун, ӑмӑртакансен йышӗнче ытларах арҫынсем пулнӑ. Вӗсем вӑйлӑ, паттӑр пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ.
Тупӑшу ял хуҫалӑх комплексӗсен ертӳҫисен чупӑвӗпе пуҫланнӑ. Финиша республикӑри Патшалӑх техтӗрӗслевӗн инспекциӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев пӗрремӗш ҫитнӗ. «Букет Чувашии» организаци ертӳҫи Дмитрий Круглов унран темиҫе ҫеккунт ҫеҫ юлнӑ. Олег Мартышин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ытти чупура та ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Хӗрӳ тупӑшу пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 11,4 пин ҫын ӗҫлет. Ҫакӑ республикӑра тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансен пӗтӗмӗшле хисепӗн 2 проценчӗ пулать иккен. Тӳре-шарана вӑрҫма чылайӑшӗ юратать те, ҫак цифрӑна пӑхсан пуҫлӑхсен йышӗ нумаях та мар пек.
Сӑмах май, маларах асӑннӑ хисепрен 80,6 проценчӗ патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнче тар тӑкать. Саккун кӑларакансен йышӗ — 11,4 пинтен 1 проценчӗ чухлӗ.
Шалу пирки каласан, патшалӑх органӗсенче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 31,3 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ку вӑл Чӑваш Енри вӑтам шалуран 48 процент нумайрах иккен. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ уйӑхсерен вӑтамран 17,8 пин тенке ларать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |