«Хыпар» хаҫат редакторӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Анчах вӑл йӗркесем – мухтав юрри мар.
Сӑмахӗ мӗн ҫинчен пынине пӗлес тесен сӑвӑри темиҫе йӗркене илсе кӑтартар:
«Иванов министӑр мӗн кӑна курман-тӑр!..
Вӑл карьера тунӑ хура тар тӑкса.
Кирлӗ чух — пуҫ тайнӑ, кирлӗ чух — йӑл кулнӑ,
Кирлӗ чух — вӑл сутнӑ ӑшшӑн йӑл кулса».
Е тата ҫакӑн пек куплет пур унта:
«Иванов министӑр хӑй те пит тунмасть-тӑр —
Сахал мар вӑл хуҫнӑ ҫыннӑн кунҫулне.
Шеллеме пӗлмен вӑл, каҫарма пӗлмен вӑл.
Халь те аркатать вӑл ҫын ӑраскалне».
Республика хыснинчен укҫа илсе тӑракан хаҫат редакторне калем илсе ҫакӑн пек содержаниллӗ сӑвӑ ҫырма, ӑна Информаци политикин министерствинче тӗп редакторсемпе иртекен канашлура тыттарма мӗн хистенине министрпа редактор хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр.