Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ Вячеслав Колесникова ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ. Ҫав хут 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑну вӑйне ҫухатнине пӗлтерет.
Вячеслав Колесников Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтерсе унтан «Промышленноҫ тата гражданла строительство» специальноҫпа тухнӑ. Тата вӑл хӑй пирки темле Наци хӑрушсӑрлӑхӗн, оборонӑн тата право йӗркин академийӗнче юриста вӗренни ҫинчен пӗлтернӗ. 2006 ҫулччен вӑл ӑҫта тар тӑкни уҫӑмлах мар. Асӑннӑ тапхӑртан «Чӗрӗлӳ» компанисен ушкӑнӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вячеслав Колесникова хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем баптист тесе пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти приставсен ҫурчӗ ҫинче Чӑваш Республикин ялавӗ вӗлкӗшет. Анчах вӑл… кутӑн май ҫакӑнса тӑнӑ-мӗн. Паянхи ирхи 9 сехетчен. Паян ялава йӗркеллех ҫакнӑ-мӗн.
Ялав кутӑн ҫакӑнса тӑнине Алексей Свеклов асӑрханӑ. Вӑл нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкара тусӗсем патне хӑнана килнӗ. Ӑна чӑваш паллипе ҫапла хӑтланни шутсӑр килӗшмен.
Управлени ертӳҫин ҫумӗ Антон Антонов каланӑ тӑрӑх, паян 9 сехетре ҫакна тӳрлетнӗ. Ӑна ҫакнӑ чухне унти ӗҫчен кутӑн пулнине асӑрхаман тен.
Чӑваш Енӗн тӗпчевҫисем республикӑн Экономика министерствин пайӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм-пуҫлӑх, унӑн ывӑлӗ тата паллаканӗ каварлашса преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӳре-шара пуканне йышӑнаканскер пысӑк виҫепе сӗтев илнине виҫӗ тӗслӗх палӑртнӑ. Унӑн паллаканӗпе ывӑлӗ ку енӗпе хӗрарӑма пулӑшса пынӑ пулать.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртмен 18–19-мӗшӗсенче хӗрарӑм-пуҫлӑх маларах каланӑ паллаканӗпе хӑйӗн ывӑлӗ пулӑшнипе фирмӑсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнчен 200 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Ку укҫашӑн министерствӑри хӗрарӑм фирмӑна хура тата тӗрлӗ тӗслӗ тимӗр тирпейлессипе ӗҫлеме ирӗк пама пулнӑ. Унччен кӑҫалхи пуш тата ҫӗртме уйӑхӗсенче хӗрарӑм ҫавӑн пек ирӗк панишӗн тепӗр икӗ коммерци организацийӗн ертӳҫисенчен 100-шер пин тенкӗ сӗтев илнӗ теҫҫӗ.
Халӗ ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.
Етӗрне районӗн малашне хӑйӗн гимнӗ кӑна мар, ялавӗпе гербӗ те пулӗ. «Паянхи кун историре ҫырӑнса юлӗ», — тесе хыпарлаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче Депутатсен районти пухӑвӗнче районӑн тепӗр икӗ элемне йышӑнни пирки. Ун пек лару утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Элеме илсен районта унччен гимн пулнӑ-ха. Ӑна 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ. Гимнӑн сӑмахне ҫыраканӗ тата кӗввине хываканӗ пӗр ҫынах — Николай Александров композитор. Района гербпа ялав та кирли пирки Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ Елена Шлепнева сӑмах пуҫарнӑ. Унӑн шухӑшне райадминистарци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата район пуҫлӑхӗ — Депутатсен районти пухӑвӗн ертӳҫи Александр Краснов ырласа йышӑннӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче гербпа ялав проектне палӑртма конкурс ирттерме йышӑнӑн. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗ премипе хавхалантарма пулнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ тесе Анатолий Данилов ӳнерҫӗ-художникӑн, педагогӑн тата ӑсчахӑн проектне йышӑннӑ. А. Данилов унччен Элӗк район гербӗпе ялавне, Хӗрлӗ Чутай район ялавне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ялавне хатӗрленӗ.
Сӑнсем (7)
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗччен пурӑнакан пенсионерсене капюсав тӳлевӗнчен хатарма сӗнеҫҫӗ.
Кун пек сӗнӗвех Самарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри капюсав операторӗсен съездӗнче пӗлтернӗ. РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис каланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынсен тӑванӗсем ҫук тӑк, хваттере приватизациленӗ пулсан вӑл пур пӗрех хула харпӑрлӑхне юлӗ. Эппин, пенсионерсене капюсавран хӑтарса ҫак ыйтӑва муниципалитет ҫине тиемелле.
Сӑмах май, Раҫҫейре хальлӗхе нумай хваттерлӗ 5 пин ҫурта юсанӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тепӗр 25 пин ҫурта юсама палӑртнӑ. 2016 ҫулта вара 1 миллион тӑваткал метра юсав тумалла.
Дмитрий Медведев премьер-министр хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 17 миллион тенкӗ те 334 пин те 800 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва правительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫак укҫапа ялсенче ҫулсем сарӗҫ. Вӑл хытӑ сийлӗ пулӗ. Ҫакна «Ялсене 2014–2017 ҫулсенче аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. 2015 ҫулта субъектсем валли 4,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Правительствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурте усӑ куракан ҫул-йӗр тӑршшӗне пысӑклатма май парӗ.
Субсидие 52 регион валли уйӑрӗҫ. Ҫав шутра Мари Эл — 117,9 миллион тенкӗ, Тутарстан — 307 миллион тенкӗ, Киров облаҫӗ — 275 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗ — 210, 9 миллион тенкӗ.
Шупашкар ҫыннисем хула тӳре-шарин ӗҫне тиркеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Ҫапах та 2014 ҫулхипе танлаштарсан хула влаҫӗсен ӗҫне «лайӑх» тесе хаклакансен йышӗ чакса кӑмӑлсӑррисен йышӗ самайланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне «Социос-М» социологсен халӑх организацийӗ пырса тухнӑ.
Хула тӳре-шарин ӗҫне лайӑхпа палӑртакансен шучӗ ҫулталӑкра 5 процент чакнӑ. Пӗлтӗр республикӑн тӗп хулине ертсе пыракансен ӗҫӗ шупашкарсен 27 процентне тивӗҫтернӗ, кӑҫал — 22 процентне. Кӑмӑлсӑррисем пӗлтӗр 44 процент пулнӑ, кӑҫал 51 процента ҫитнӗ. «Япӑх» тесе татса калакансем те йышланнӑ. Унччен 12 проценчӗ апла шухӑшланӑ, халӗ 15 проценчӗ ҫавӑн пек тӗв тунӑ. Шупашкарта пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫын хула тӳре-шарин ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр иккен.
Сӑмах май каласан, ним калама аптӑракансем пӗлтӗр 17 процент тупӑннӑ, халӗ 12 проценчӗ кӑна шухӑшне палӑртма тӑхтаса тӑрать иккен.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье 1894 ҫулта тунӑ баракра пурӑнать. Екатерина Мифтуханова пӗлтернӗ тӑрӑх, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ҫурт харпӑрлӑхӗн докуменчӗсем ҫук. Район администрацийӗнче ҫурта федераци программине кӗртме е юсав тума шантараҫҫӗ.
Ектарина Мифтухановӑн виҫӗ ача: 8, 5 тата 1 ҫултисем. Ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман-мӗн. Кӑмака хутмалла. Газ ҫук. Канализаци, паллах, ҫук. Виҫҫӗмӗ ачишӗн вӗсене Куславкка районӗнче ҫӗр илмешкӗн сертификат панӑ. Анчах лаптӑк патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн балансӗ ҫинче-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсем усӑ кураймаҫҫӗ, ҫурт та лартаймаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Павлов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт «РЖД» АУО балансӗ ҫинчен района куҫнӑ. Халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ҫитес ҫул ҫурта федераци программине кӗртсе тепӗр ҫурта куҫарӗҫ е юсав тӑвӗҫ. Ҫапла каланӑ Валерий Павлов.
Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ.
Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур.
Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать.
Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (8)
ЧР Сывлӑх министерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ. Савӑнмаллиех. Ведомство ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсем нумайрах пурӑнма тытӑннӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫыннӑн пурнӑҫӗ 2 ҫул вӑрӑмланнӑ. Нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ вара 20 процент нумайланнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 64 ҫын 100 ҫула парӑнтарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова хӑйӗн «Республикӑри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки» патшалӑх докладне тунӑ чухне сывлӑх тытӑмне ҫӗнетни пилӗк ҫулта ҫын вилеслӗхне 8 процент чакарма май панине палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и — ҫапах республикӑра тухтӑрсем пурпӗрех ҫитмеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |