Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях хирӗҫленӗччӗ. Халӗ те хӑшӗ-пӗри ӑна тӳлесшӗн мар. Анчах юпа уйӑхӗнче тӳлеменшӗн пени хушма тытӑнсан чылайӑшӗ хускалчӗ. Халӗ тӳлекенсен йышӗ нумайланса пынине палӑртаҫҫӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Медведев саккун проектне хатӗрлеме хушнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ватӑ ҫынсем капюсавшӑн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултарӗҫ.
Проекта Финанс, Строительство тата Ӗҫ министерствисем хатӗрлӗҫ. Вӗсем ҫӑмӑллӑхсене палӑртӗҫ.
Ҫавӑн пекех премьер-министр палӑртнӑ тӑрӑх, Правительство регионти влаҫсене пӗччен пурӑнакан 70 ҫултан аслӑрах ҫынсене юсав укҫин 50 процентне саплаштарма сӗннӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех.