Ытларикун, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, чӑваш ӑсчахӗсем Тутарстанри тӗпчевҫӗсемпе тӗл пулнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хыпарлать. Тӗлпулу Тутарстанӑн ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӗҫтешӗсемпе Хусанта иртнӗ.
Чӑвашран кӳршӗллӗ региона ЧПГӐИ директорӗ Пётр Степанович Краснов, директор ҫумӗ Геннадий Алексеевич Николаев, этнологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Виталий Петрович Иванов, социологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Иван Иванович Бойко, истори пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Владимир Николаевич Клементьев, ӳнер пӗлӗвӗн пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Михаил Григорьевич Кондратьев ҫитнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа панӑ, юлашки вӑхӑтра тунӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Хусанти ӑсчахсемпе ӑшӑ калаҫусем ирттернӗ хыҫҫӑн ЧПГӐИ тӗпчевҫисем Анатолий Константинович Самаренкинпа тӗл пулнӑ. Вӑл — Тутарстан Рсеупбликинчи Чӑваш наци культурин авторномийӗн президиум пайташӗ.
Аса илтерер, Тутарстанри институтпа Чӑваш Енри институт ӗҫтешӗсем пӗр-пӗринпе пӗрремӗш хут мар тӗл пулаҫҫӗ. Унччен малтан, 2017 ҫулта, тутар ӑҫчахӗсем Шупашкара килсе кайнӑччӗ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑччӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ял уявӗнче Раҫҫей чемпионки те пулнӑ. Асӑннӑ республикӑри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ корреспонденчӗ Ирина Трифонова пӗлтернӗ тӑрӑх, Рио де Жанейрори Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, ирӗклӗ кӗрешессипе Раҫҫей чемпионки Инна Тражукова ял уявне килни хӑйне пӗр сенсаци пулнӑ. Унта вӑл кукашшӗпе кукамӑшне Викторпа Зинаида Салифановсене 50 ҫул пӗрле пурӑннипе чысланӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Хулаҫырми ял кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Богоявлени чиркӗвӗнче ирхи литургипе пуҫланнӑ. Пуҫтарӑннӑ халӑха престол праҫникӗпе – Турра шыва кӗртнӗ ятпа, Кӑшарнипе, тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ.
Мероприятин официаллӑ пайӗ Культура ҫуртӗнче иртнӗ. Уунта пултарулӑх ушкӑнӗн концертне курса савӑнма, ал ӑстисен куравӗпе паллашма, ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнма май пулнӑ.
Ял пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансене, культура, социаллӑ сфера ӗҫӗнче палӑрнисене, ыркӑмӑллӑхҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет.
Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ.
Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл.
Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха.
2016 ҫулта «Раҫҫей Чӑваш пики» конкурсра ҫӗтернӗ Тутарстанри чӑваш хӗрне Ксения Романовӑна паян кун та укҫа паман имӗш. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче Ирина Кузьмина ҫырнӑ тӑрӑх, хӗре сцена ҫинче 30 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ, «анчах укҫи пике патне паянхи кун та ҫитмен».
Ксения Романова икӗ ҫул ӗнтӗ Чӑваш Конгресне ҫак ыйтупа шӑнкӑравлать, анчах кашнинче шантарнине кӑна илтет имӗш.
«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса Шупашкарта ирттерме тытӑннӑранпа тӗлӗнтерекенни ҫулран ҫул ытларах та ытларах. Раҫҫей регионӗсенчи пикесене ку конкурсра питӗ юратманни, унран ытла – кӗтменни палӑрать. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса та акӑ, «Чӑваш пики – 2016» титула хуҫинчен, Тутарстанри Ксения Романоваран, туртса илчӗҫ те Виктория Тихоновӑна (вӑл 2015 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи) пачӗҫ. Шӑпах ӑна 2016 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе пӗлтерсе жюрие лартрӗҫ. Йӑнӑшнӑ кӑна пуль текен шухӑш та пулчӗ малтан, анчах та йӗркелӳҫӗсем ятарласах ҫапла тунинчен тунмарӗҫ: «Пӗлтӗр Романова жюриреччӗ-ҫке, кашни ҫул ӑна лартсан тӗрӗс мар. 2015 ҫул хыҫҫӑн 2016 ҫула асӑнмасӑр 2017 ҫине сиксе кайни хитре маррипе ҫапла турӑмӑр», – терӗҫ пӗр вӑтанмасӑрах», — ҫырнӑ «Суварта».
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ «Эпӗ мар» юрӑ тавлашу ҫуратнине пӗлтерет. Ӑна Владимир Егоров юрӑҫ шӑрантарать. «Сӑмахӗсем те, кӗвви те хамӑн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор ҫак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хӑй ҫырнине ӗнентерет, ӑна вӑл 1996—1997 ҫулсенче юрланӑ...», — хыпарланӑ хаҫатра.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк «автор» юрра кӑшт кӑна урӑхлатнӑ, ҫапах та кӗввин тӗп пайне, сӑмахӗсене Никитинран «шӑйӑрнӑ» та ҫапла «Мана мар» юрӑ «Эпӗ мар» пулса тӑнӑ имӗш. Тава тивӗҫлӗ артист сӑмахӗсемпе, ҫак юрра юрлама унран никам та ирӗк илмен. Никитин хӑйӗн автор правине халӗ судра хӳтӗлес шухӑшлӑ».
Владимир Егоров Тутарстанри чӑваш журналисчӗсене ҫак юрӑ халӑхӑн пулнине каланӑ. «Сана мар» юрӑ халӑхра 70-мӗш ҫулсенчех анлӑ сарӑлнине ӗнентернӗ вӑл.
Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен: Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тӗмен облаҫӗнчен — ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат.
Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Тутарстанри пикене «Ӑслӑ чӑваш пики» номинацире палӑртнӑ.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн канашлӑвӗнче вӑл тӑрӑхри Чӑваш Киштек ялӗнче 1889 ҫулта ҫуралнӑ Георгий Савандеева хисеп туса асӑну хами уҫасшӑн. Йӑхташӑмӑр ҫуралнӑранпа килес ҫул 130 ҫул ҫитет.
Георгий Савандеев Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Тухӑҫ фрончӗн Реввоенсовет политотделӗнчи чӑваш уйрӑмне ертсе пынӑ. Чӗмпӗр губкомӗнче педагогсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитетӗнче яваплӑ ҫыруҫӑ пулнӑ. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ. 1937 ҫулта репрессие лекнӗ.
«Палӑклӑх пухӑнсан – бюстне те уҫма пулать», — ӗмӗтленеҫҫӗ Тутарстанри хастар чӑвашсем. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев та килӗшнӗ.
Тутарстанри Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнчи чӑваш хӗрарӑмӗ пӗр ирхине 8 сехет тӗлӗнче тӑванӗсем патне Нурлата тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтерет. Анчах та палӑртнӑ ҫӗре ҫитеймен, килне те таврӑнман-мӗн.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм — 64-ри Ольга Моисеева. Нурлат районӗнчи йӗрке хуралҫисемпе вырӑнти халӑх ӑна темиҫе кун шыраҫҫӗ иккен. Ольга Кузьминичнӑна малтанхи кун тӑванӗсемпе полици шыранӑ, тепӗр кун ҫӑлавҫӑсемпе волонтерсем ӗҫе кӳлӗннӗ, кинологсене те явӑҫтарнӑ. Вӗсем Хуралту – Нурлат ҫулне тӗрӗсленӗ, маршрут ҫывӑхӗнчи вӑрман йӑрӑмӗсемпе типҫырмасене, пусӑсене пӑхнӑ. Анчах хӗрарӑма тупайман. Вӑл чӗрӗ-сывӑ пуласса пурте тем пекех шанаҫҫӗ. Шыравҫӑсем алӑ усасшӑн мар.
Тутар Республикин вӗренӳ министерстви пулӑшнипе Пӑва хулинчи Р. Сагдеев ячӗпе хисепленекен шкулта кашни ҫулах ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев конференцийӗ, Шәҗәрәләр — нәсел агачы» (чӑв. Несӗл йывӑҫӗ), иртет. Кӑҫалхипе вӑл 5-мӗш хут пулчӗ. Ку конференцие хутшӑнма малтанах тӗпчев ӗҫне куҫӑмсӑр майпа хаклаҫҫӗ, ҫителӗклӗ баллсем пуҫтарсан куҫӑмлӑ тапхӑра чӗнеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен конкурса 3 ача ҫеҫ кайма тивӗҫ пулнӑ. Шупашкар хулинчи 33-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Бронникова Александра та (тепӗр иккӗшӗ Патӑрьел районӗн тутарӗсем) куҫӑмсӑр этапа хутшӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ертӳҫипе, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Алексеевна Диаровӑпа, Тутар Республикине Пӑва хулине куҫӑмлӑ тапхӑра тухса кайрӗҫ. 2-мӗш тапхӑра 134 вӗренекен тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Конференцире 4 секци ӗҫленӗ. Александра хутшӑнакан секцире пурӗ 54 вӗренекен пулнӑ. Вӗсем — 5–11 классенче вӗренекенсем.
Александра Бронникова «Манӑн ватӑ асанне — тыл ӗҫченӗ» темӑпа хӳтӗленсе призер ятне тивӗҫнӗ. «Маттур вӗренекене тата унӑн вӗрентекенне саламлатпӑр, малашнехи ӗҫсенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |