Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Тутарстанри Руслан Айсин политолог «Азатлык» радиона панӑ интервьюра наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки ҫӗршыв ертӳҫи каланин сӗмне урӑхларах курать. Ун шучӗпе Мускав малтан Пушкӑртстана хӗснӗ, халӗ Тутарстана хӗсесшӗн.
Наци чӗлхине вӗрентесшӗннисене пусарас шутпа урӑхла юхӑм пуҫлӗҫ: вырӑс чӗлхине шкулта вӗрентнине хӗсеҫҫӗ тесе ашшӗ-амӑшӗ шӑв-шав ҫӗклӗ, вӗсене информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшӗҫ.
Тутарстанри политолог шухӑшланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан ертӳҫи Рустам Хамитов федералсене халех парӑннӑ: вӑл пушкӑрт чӗлхине ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне шута илсе вӗрентмелле тенӗ. Тутарстанра та Мускав хистенине пӑхӑнма пултараҫҫӗ.
...РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева регионсенче патшалӑх чӗлхи тесе ҫирӗплетнӗ наци чӗлхисене вӗрентни ачасен правине пӑсмасть тени шанчӑк парсан кӑна...
Тутарстанри усламҫӑ Ҫӗрпӳ районӗнче чутах экологи катастрофи туман. Хусанта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын Янсакасси ялӗнче ҫӑм сӑрлас ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл хром кӗрекен ҫумалли хутӑшпа усӑ курнӑ. Шӑпах ҫав сиенлӗ япала тавралӑха вараланӑ та.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи акаччен сиенлӗ хутӑшсем канализаци пӑрӑхӗ витӗр юрӑхсӑра тухнӑ тасатмалли сооруженисене лекнӗ. Унтан вара инҫех мар вырнаҫнӑ ҫырмана юхнӑ.
Ҫапла майпа усламҫӑ 700 тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ. Усламҫа ҫакӑншӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.
Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.
«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.
Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ.
Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.
Ытларикун, утӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра ППЭ мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Темиҫе кун маларах Владимир Путин чӗлхесене (сӑмах республикӑсенчи вырӑс мар чӗлхесем пирки пырать) ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки каланӑран кӳршӗре ППЭ мӗнле иртни чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ. Сӑмах май, Тутарстанрисем Раҫҫей Президенчӗн сӑмахӗсене хӑйсем ҫине илнӗ, Йошкар-Олара вӑл имӗш шӑп та лӑп тутарсем пирки каланӑ пулать. Аса илтерер, Тутарстанра тутар чӗлхи валли шкулсенче вырӑс чӗлхи валли пекех эрнере 5-шер сехет уйӑрнӑ (пирӗн республикӑрах чӑваш чӗлхин сехечӗсем самай сахалрах). Хӑшӗ-пӗри шухӑшӗпе ҫакӑ вырӑс чӗлхине вӗренме кансӗрлет.
Тутарстанри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ программинче вӗсем нимӗн те улӑштармӗҫ, малтанхи пекех вӗрентӗҫ. ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ те Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пӗрре те катӑкрах мар. Сӑмахран, Питӗрти шкул ачисемпе танлаштарсан, лайӑхрах та. Мускаврисенчен вара 0,03 балл кӑна кая юлса пыраҫҫӗ. Ку вара статистикӑри йӑнӑш виҫинчен иртмест.
Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов журналистсене республикӑри вӗренӳ тивӗҫлӗ шайра пыни пирки каласа панӑ.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗн хастарӗсем кӳршӗри Хусанта пулнӑ, Садри Максуди палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Чӑваш хастарӗсем Хусана ҫитсе тутар ҫамрӑкӗсен «Азатлык» хастарӗсемпе тӗл пулнӑ, кӳршӗлле вырнаҫнӑ республикӑсенчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ, ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем Садри Максуди палӑкӗ патне ҫитсе чечек хунӑ.
Максудов Садретдин Низаметдинович — тутартан тухнӑ юрист, патшалӑх ӗҫченӗ тата халӑх хастарӗ. Вӑл 1878 ҫулта Хусан уесӗнчи Ташсу ялӗнче ҫуралнӑ. Пахчисарай медресӗнче, Хусанти вырӑс вӗрентӳ шкулӗнче, Париж университечӗн юридици факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Идель-Урал штачӗ вӑхӑтӗнче ӑна Милли Идарэ председателӗ пулма шанса панӑ, большевиксем килсе ҫитсен Финляндине тарнӑ. Ун хыҫҫӑн Францире пурӑннӑ, 1924 ҫулта Ататюрк ӑна ҫӗнӗ Турци патшалӑхне хатӗрлеме чӗннӗ. Садри Максуди Анкарари юридици шкулӗн никӗслевҫи шутланать.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ.
Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург.
Чӑваш Енре шкул пӗтернӗ яш-хӗрӗмпе хӗр-упраҫ хамӑр республикӑри аслӑ шкулсене суйласшӑнах мар. Вӗсенчен пӗр пайӗ ют регионсенчи вӗренӳ заведенийӗсене кӗме, урӑх хулана талпӑнать.
Абитуриентсем юта ӑнтӑлнине Экономикӑн аслӑ шкулӗн ӑсчахӗсем асӑрханӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫакӑн пек кӑткӑс лару-тӑру тата тепӗр тӑватӑ регионта — Псков, Улатимӗр, Тверь, Вологда облаҫӗсенче — сисӗнет.
Экономикӑн аслӑ шкулӗн ӑсчахӗсем эпир маларах асӑннӑ федерацин пилӗк субъектӗнче ҫамрӑксем хӑйсем патӗнчи аслӑ шкулсенче вӗренесшӗнех маррине ҫеҫ мар, тӑван тӑрӑхра ӗҫлесшӗнех маррине те палӑртнӑ.
Аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра, Мускавра тата Мускав облаҫӗнче, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче, Орлов облаҫӗнче ӗҫлеме яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хирӗҫ мар, вӗсенче кӑмӑлтан юлаҫҫӗ.
Кӑҫал «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ Шупашкар районӗнче, «Золотой колос» (чӑв. Ылтӑн пучах) ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте ӗҫлет. «Тантӑш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Чулхула, Ӗрӗнпур, Сарӑту, Тӗмен облаҫӗсенчен, Мускавран килнӗ 39 ача икӗ эрне канать. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмрисем: арҫын ачасемпе хӗрачасем 4—10-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ.
Уйлӑха Шупашкарти 33-мӗш шкулӑн учителӗ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателӗсем — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный шкулӗн учителӗ Татьяна Петрова тата Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн учителӗ Александр Степанов тесе хыпарланӑ хаҫатҫӑсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче.
«Ырӑ ир», «тавтапуҫ», «апачӗ тутлӑ пултӑр», «ырӑ каҫ» сӑмахсене те ачасем тӑван чӗлхепе калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |