
Чӑваш ҫыравҫисем вилӗмсӗр вӗрентекенӗмӗре, аслӑран та аслӑ Иван Яковлева асра тытаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи скверти Иван Яковлевӑн палӑке умне чӗре чечек хума пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: паллӑ педагог, писатель 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Чечек хунӑ ҫӗре республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, студентсем, преподавательсем, общество хастарӗсем те хутшӑннӑ.

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

Тутарстанри Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче ҫӗнӗ пӳрт лартӗҫ. Вӑл авалхи пӳрт пек пулӗ. Унта музей уҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку вырӑнта тахҫан малтан Петӗр Хусанкай пурӑннине ҫак чул ҫинчи плитана вуласа пӗлме пулать. Ӑна вырнаҫтариччен поэт ҫурчӗ пулнӑ тӗле килен-каян ҫак ятарласа лартнӑ чӑрӑш тӑрӑх пӗлнӗ. Ҫывӑхри хыр йывӑҫӗ вара кунта сӑвӑҫ пурӑннӑ чухнех ӳснӗ».
Сиктӗрме ялӗнчи Иван Казанков аслӑ поэт ҫуртне ҫӗнетмеллех тесе шутланӑ май унта ӗлӗкхи ҫурта аса илтерекен кивӗ пура лартнӑ. Ӑна кӑҫалах туса пӗтерсе пӳртре Хусанкай музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Афанасьев ҫыравҫӑ /1925–1985/ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Вулавӑшӑн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫыравҫӑ Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вырӑсла, удмуртла, тутарла лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чухне шкул ачисене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.
Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ. Вӑлах пухӑннисене ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем, Алексей Андрияновичӑн тӑванӗсем пуҫтарӑннӑ. Ҫыравҫӑн хӗрӗ Лира Белякова ашшӗне ӑшӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫал та «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑрлӑхӗ) халӑхсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кашни кунах мар-ха.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Мелодии российского кино» программӑпа Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗ сцена ҫине тухӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Пушкӑртстанри филармонин камера оркестрӗ «Времена года в Буэнос-Айресе» концерт кӑтартӗ. Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрте пурӑнакан ентешӗмӗр Данил Прокопьев JUAN HORLENDIS BAND ушкӑнпа тата Регина Каргина вокалистпа килсе ҫитӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче фестиваль хупӑнӗ.

Нумаях пулмасть Хусанта «Стиль жизни – Культурный код» (чӑв. Пурнӑҫ стилӗ — культура кочӗ) халӑх пултарулӑхӗн этно-Fashion фестивалӗ иртнӗ. Унта халӑх пултарулӑхӗн тата декораципе прикладной ӳнер ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла дизайнерсем пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра Тутарстанран, Мусквавран, Екатеринбургран, Липецкран, Красноярскран, Якутскран, Удмурт Республикинчен, Самараран тата Кировран. Унсӑр пуҫне Кӑркӑстанран, Турцинчен, Малайзирен, Китайран, Казахстанран, Узбекистанран.

Хусанти чӑваш хӗрачи Сочи хулинче иртнӗ «У самого чёрного моря» (чӑв. Хура тинӗс хӗрринче) халӑхсен хушшинчи конкурса хутшӑннӑ.
Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата ют ҫӗршывсенчен пӗчӗк талантсем хутшӑннӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чӑваш урӑмӗнче вӗренекен Стефания Чаркина ҫӗнсе илнӗ.
Пӗчӗкскер «Линка-линка» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.

Тутарстанри Нурлат хулинче чӑваш туйӗ иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вадим Егоровпа Марина Маланьеван пӗр ҫемьене чӑмӑртаннӑ. Ҫырӑнтару уявне каччӑпа хӗр чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӑванӗсем те ҫамрӑксенчен юлман, ҫапла капӑрланса туя кайнӑ.
«Сувар» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасене «Ҫеҫпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем савӑнтарнӑ.
Чӑваш туйӗсене йӗркелесси Нурлатри Туслӑх ҫурчӗн «Этносвадьба. Национальный колорит» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать иккен. Чӑваш туйне виҫӗ хутчен ирттернӗ.

Тутарстанри Сиктӗрмере паян Уяв иртнӗ. Ҫавна май унта Чӑваш сӑри фестивалӗ те иртнӗ.
Унта пулса курнӑ Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш сӑри» фестиваль лапамне хаклӑ хӑнасем пырса курнӑ.
«Ачак сӑрине вӗретекен «Вирьял» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи - Лев Иванов)
авал чӑвашсем мӗнле сӑра туни, мӗнле савӑт-сапапа усӑ курни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пурне те тӗлӗнтернӗ. Хӑшӗсем кун пек савӑтсен ячӗсене те ас тумасть».

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Хӗрлӗ лапамра 15 сехетре пуҫланӗ. Уява ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ коллективсем ҫеҫ мар, Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербургри, Чулухлари, Пушкӑртстанри, Мари Элти тата Тутарстанри коллективсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен коллективӗсем те унта хутшӑнӗҫ.
