Паян — Анатолий Миттов художникӑн, живописецӑн, графикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ. Паллӑ датӑна «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче Геннадий Иванов-Орков ӳнер тӗпчевҫи аса илтернӗ май паллӑ, ҫав вӑхӑтрах кӗске ӗмӗрлӗ ӳнерҫӗн хура-шурӑ сӑнӳкерчӗкне тата унӑн хӑш-пӗр ӗҫне вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Миттов 1932 ҫулта Канаш районӗнче Сиккассинче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ун пирки хыпар вырнаҫтарнӑ: паллӑ ҫынсен ҫуралнӑ кунӗсен баннерӗнче Анатолий Миттов ячӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Малтан Шупашкарти ӳнер училищине, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов...
Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха».
Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ.
Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
«Замечательные люди Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем») кӗнекесен ярӑмӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланнӑ — Чӑваш кӗнеке издательстви Юрий Артемьев паллӑ литературовед Константин Иванов поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке хатӗрлени пирки пӗлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чӑв. Константин Иванов: пурнӑҫӗ, шӑпи, вилӗмсӗрлӗхӗ) ят панӑскер вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн кун-ҫулне тӗплӗн уҫса парать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн пултарулӑхне тишкернӗ май Юрий Артемьев тӗнче культурипе ҫыхӑнтарса уҫса пама пӑхнӑ тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Кӗнекене хатӗрленӗ май автор архив хучӗсемпе, фактсемпе, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Автор пирки каласан, вӑл — СССР писательсен союзӗн пайташӗ, критик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 1941 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче, М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫлекенскер вырӑс тата тӗнче литературин, халӗ вара вырӑс литературин кафедрине ертсе пырать.
Канаш районӗнчи Сиккассинче РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Николай Бабанов художникӑн юбилей каҫӗ иртнӗ. Ӗмӗрне культура ӗҫӗнче тӑрмашса ирттернӗскер ҫут тӗнчене килнӗренпе сакӑр теҫетке ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Сиккассинчи культура ҫуртне вӑл 47 ҫул хушши ертсе пынӑ. Ҫук, алӑк ҫӑрине уҫса хупнипех ҫырлахман вӑл. 1961 ҫулта культурӑн халӑх университетне (хӑй вӑхӑтӗнче ун пеккисем те пулнӑ-мӗн) ертсе пыма тытӑннӑ. Халӑх университечӗсен ректорӗсен хушшинче республикӑра чи лайӑххисен шутне кӗнӗ вӑл. Культура ҫурчӗ ҫумӗнче ӳнер мастерскойӗ те уҫнӑ. Николай Михайлович ӗҫӗ нумай енлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ ӑна пӗлекенсем.
Ӑна юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗсемпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (19)
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Ӑренпур хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван ялӑм юрлать» фестиваль-конкурс иртнӗ. Чӑваш Енрен унта Канаш районӗнчи Сиккассинчи «Салам» вокал ансамблӗ хутшӑннӑ.
Унта хутшӑнакансен тӑван тӑрӑхӗнчи мӗн авалтан пыракан юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шоркина ертсе пыракан «Салам» «Тӑрна», «Уй варринче», «Тӳттӗл» чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Композиторсен произведенийӗсене илсен, ушкӑн Аркадий Ӗҫхӗл сӑввипе Филипп Лукин ҫырнӑ «Вӑйӑ юррине» куракансен умне кӑларнӑ. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Салам» юррисене куракансем кӑна мар, жюри те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Конкурса хутшӑннипе пӗрлех ансамбль Ӑремпур облаҫӗнче вырӑнсене тухса ирттернӗ концертсене те хутшӑннӑ-мӗн. «Вокал ансамблӗсем» номинаципе «Салама» иккӗмӗш степеньлӗ дипломпа чысланӑ.
Нина Прокопьевна 1912 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗн Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта Шемяков Петр Егоровичпа пӗрлешсе ун патне Сиккасси салине пурӑнма куҫнӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем 9 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Нина Прокопьевна колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Паянхи кун та кинемей ҫулсене пӑхмасӑр пит варвар. РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «1941-1945 ҫҫ.. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене кил-ҫуртпа тивӗҫҫтересси пирки» (2008, 05, 07 № 714) Шемякова Нина Прокопьевнӑна 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канашра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ.
Хальлӗхе кинемей хӗрӗн ҫӗмьипе ялтах пурӑнать.
Ҫавра датӑпа саламлама Нина Прокопьевнӑна районтан пысӑк делегаци килнӗ. Канаш районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Софронов юбиляра чун-чӗререн саламларӗ, вӑл кинемее РФ Президенчӗ В. Путин ярса панӑ салам ҫырӑвне вуласа пачӗ. Сиккасси администрацийӗн тӗп специалисчӗ Л. Мурзукова саламласа парнепе пачӗ. «Салам» ансамбль хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.
Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.
Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:
♥ Канаш ен пики – 2012 — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);
♥ Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);
♥ Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);
♥ Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);
♥ Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |