Йӑршу юханшывне «Юрма» агрохолдинг сиен кӳни пирки эпир пӗлтернӗччӗ, тӗрӗслевҫӗсем 1 300 пулӑ виллине ун чухне тупнӑччӗ.
Шупашкар район прокуратури тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пулӑ Кӳкеҫ патӗнче, ҫавӑн пекех юхӑмӑн тата та анат енче те — Юртукасси ялӗ таранах — вилнине палӑртнӑ. Ҫак фактсене тӗпе хурса «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Район сучӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятие 8.2 статьяпа айӑпласа чи пысӑк виҫене — 250 пинлӗх штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра агрохолдинга административлӑ право тӗлӗшӗпе 7.6, 8.15, 9.2, 8.38 тата 8.13 статьян 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн, вӗсене пӑхса тухайман-ха. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ — РФ Пуҫиле кодексӑн 247 статьин 2-мӗш пайӗпе.
Ку инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнче пулса иртнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ кунхи ачине вӗри мунчара ҫӑвӑнтарнӑ-мӗн. Кайран, тепӗр кун ирхине, тӗпренчӗке япӑх пулса кайнӑ. Ҫавна кура ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ҫӑлса хӑварас тесе мӗнпур тухтӑрсем ҫине тӑнӑ пулин ачана ҫӑлса хӑварма май килмен», — тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ Олег Дмитриев. Пуҫ миминче юн ҫаврӑнӑшӗ япӑхланса кайнипе пӗчӗкскер вилет.
Ача ҫут тӗнчерен уйрӑлнишӗн амӑшӗ айӑплӑ тесе палӑртнӑ тӗпчевҫӗсем. Ун тӗлӗшпе асӑрханмасӑр ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче казахсен номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ыйтнине тӳрех пурнӑҫлама васкаман-ха вӑл — пӗрех лешсем ӑна чарнӑ-чарнах.
Унта ларса пыракан ҫынсен докуменчӗсене, вӗсем 94-ӗн пулнӑ, тӗрӗслеме тӑрсан хайхисем ҫапӑҫмах пуҫланӑ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисен хушшинче пирӗн ҫӗршыва саккунлӑ мар майпа килнисем 42 пассажир тупӑннӑ. Автобусра ларса пыракан мӗнпур пассажиртан пӗри таджик пулнӑ, ыттисем Узбекистанра ҫыннисем иккен. Автобус водителӗсем казах ҫыннисем-мӗн. Йӗрке хуралҫисемпе хирӗлнӗ вӑхӑтра пӗр инспекторӑн тумтирне ҫурса пӑрахнӑ тата жезлне хуҫса пӑрахнӑ имӗш. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑна полцин хушма нарядне чӗнсе илнӗ.
Халӗ ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӑхӑнманшӑн, ҫынсене саккунлӑ мар майпа пирӗн ҫӗршыва илсе кӗнӗшӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗр пассажир вара наркотик таврашне усӑ курнине палӑртнӑ.
Раҫҫее саккунлӑ майпа ирӗк илмесӗр Раҫҫее килнисене маларах Шупашкарта «Инди таварӗсем» курав вӑхӑтӗнче пысӑк йышпа тытса чарнӑ. Курав унччен тӗрлӗ регионта пулнӑ иккен, пирӗн патри миграци службин ӗҫченӗсем вара вӗсемпе кӑсӑкланнӑ.
Хыпарсемпе тӗнче тетелӗнче паллашакансен хушшинче Pussy Riot ушкӑна кӗрекен Надежда Толоконникова пирки пӗлмен ҫынсем ҫукрах пулӗ. Ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пуҫтахла ӗҫсемшӗн тытса чарнӑ, айӑплӑ тесе ҫурлан 17-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса лартнӑ.
Уйӑх каялла Лента.ру сайтра Надеждӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ — унта вӑл хӑйӗн прависене сӗмсӗррӗн пӑсни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫирӗп йӗрке тытнӑран вӑл хӑйне тепӗр тӗрмене куҫарма ыйтнӑ — Саранскри 14-мӗш колони ертӳҫисем ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗр вӑхӑт выҫӑ та тытнӑ.
Ӗнер, иккен, Надежда Толоконниковӑна тепӗр тӗрмене куҫарма йышӑннӑ — Мускавра вырнаҫнӑ Христос Ҫӑлавҫӑн храмӗнче «Богородица, Путина прогони» юрра шӑрантарнӑшӑн айӑпланакана Чӑваш Республикинчи 2-мӗш колонине вырнаҫтарасшӑн. Надеждӑна малтанхи тӗрмерен ӗнер илсе тухнӑ имӗш, анчах Улатӑра — 2-мӗш колони унта вырнаҫнӑ — ӑна хальлӗхе илсе ҫитереймен-ха иккен.
Ҫак кунсенче Элӗк районӗнчи Павлушкӑнь ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулхи ниҫта ӗҫлемен арҫына хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевӗ вӗҫленнӗ. Хайхи ҫынна хӑйӗн арӑмӗн сывлӑхне хытах хавшатса асӑрханнуллӑ пулмасӑр вӗлернишӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Йӗрлев тӗпчевӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнчи хайхи арҫын самай хӗренкеленӗ пулнӑ, те ҫакна пула вӑл урайӗнче выртакан 51 ҫулхи арӑмне хӗнеме тытӑннӑ. Вӑл аллӑпа та урапа та арӑмне пуҫран, хырӑмран тата ытти кӗлетке пайӗсенчен тапнӑ пулнӑ.
— Хытах ватнине пула хӗрарӑм кӑшт тӑхтасан вилсех кайнӑ. Упӑшки вара пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр ик кун ӗҫке ярӑннӑ, арӑмӗн вилли вара ҫенӗкрех выртнӑ. Икӗ талӑкран вара, ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхи арҫын хурал йӗркине шӑнкӑравлама хӑю ҫитернӗ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри йӗрлев комитечӗн пресс службинче.
Паянхи куна асӑннӑ пуҫиле ӗҫне Кросноармейски судне леҫме те ӗлкернӗ, унта вара тӳре йышӑну палӑртӗ.
Юпан 16-мӗшӗнче Октябрь 50-ҫуллӑх урамӗнче пурӑнакан кил хуҫи хӑйӗн йыттипе лавккана ҫул тытнӑ пулнӑ. Апат-ҫимӗҫ сутакан ҫурт-йӗре йытӑпа кӗме юраманнине кура вӑл килти чӗрчуна фойенче хӑварнӑ. Лавккаран тухсан вара йытӑ хуҫи хӑйӗн чӗрчунӗ вырӑнта ҫуккине асӑрханӑ.
Тепӗр кунхине хайхи арҫын йытта — Брюссель гриффонне — вӑрланӑ тесе хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑрра шырама тытӑннӑ, кам пулма пултарнине те тӗпчесе пӗлнӗ, пуҫиле ӗҫне те пуҫарса янӑ.
Республикӑрри ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх паян вара телейлӗ хыпар паллӑ пулнӑ, хайхи йытӑ хӑйӗх киле таврӑннӑ-мӗн.
Куллен тенӗ пек республикӑн тӗрлӗ лаптӑкӗнче пушар тухать. «Хӗрле автан» этем, хуҫалӑх пурлӑхне ним мар юрӑхсӑрлатать, пӗтерет. Ӗнер те, юпан 20-мӗшӗнче Республикӑри Раҫҫейӗн ИӖМ службинче ҫавӑн йышши пӗр пӑтӑрмаха регистарциленӗ.
— 15:37 сехетсенче хурал пайне Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пушар тухни ҫинчен пӗлтерӳ ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм асӑннӑ ялӗнчи 40 ҫул Ҫӗнтерӳ урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кил хуҫисен мунчине «ытама илнӗ» пулнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Республикӑри ИӖМ пресс-центрӗнче.
Пушар тухнӑ сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха. Пушара сӳнтерме ИӖМри 3 техника тата 6 ҫын хутшӑннӑ. Вут-ҫулӑмпа пурӗ пӗрлӗ 14 ҫын кӗрешнӗ.
Республикӑри СУ СКР пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 13-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче район пухӑвӗн депутачӗ Андрей Моряков хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫапӑҫса кайнӑ пулнӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл арӑмӗ патне сӑмахпа ҫеҫ мар вӑйпа та илсе ҫитерес тенӗ. Депутат арӑмне кӑкӑртан урапа тапнӑ, хыҫҫӑн ҫӳҫрен тытса крыльца ҫине илсе тухнӑ.
Тӑвай районӗнчи 1-мӗш суд участокӗнчи тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан тӳре 41 ҫулхи депутата арӑмне хӗненӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 7 пинлӗх штрафланӑ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ытларикун, ҫӗрле 1-сехетре Гагарин урамӗнчи урапа авӑрлавӗн станцийӗнче хирӗҫӳ пулсан иртнӗ. ВАЗ-2114 машшин хуҫипе унӑн пассажирӗ ҫул ҫинче тӑракан ӳсӗр ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупайман.
Ҫамрӑксем ҫула пушатманнине кура урапара ларакан пассажир сусӑрлатакан пистолет туртса кӑларса пеме тытӑннӑ, ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине кӗтсе тӑмасӑрах урапана ларса хӑйсен ӗҫӗсемпе вӑшлаттарнӑ.
Ҫамрӑксенчен пӗрине ураран суранланине кура полици ӗҫченӗсем хайхи урапа хуҫисене шырама пикеннӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫӳмӗнчи автовокзал патӗнче тытса чарнӑ, хайхисем Патӑрьел районӗнчи каччӑсем пулнине палӑртнӑ.
Пистолетпа перекенни урапа хуҫин юлташӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, лешӗ нумай пулмасть хӗсметрен таврӑннӑскер пулнӑ иккен. Халь ку ӗҫпе тӗпчев пырать.
Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ.
Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |