Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ.
Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ.
Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш.