Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

хумханакан кӗпер
хумханакан кӗпер

Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Волгоград хулинче ҫӗнӗ кӗпере хупма тивнӗ — те вӑйлӑ ҫиле пула, те расчетсем тунӑ чухне йӑнӑшсене пула кӗпер хумханма тытӑннӑ. «Вести 24» инҫекурав каналӗпе кӑтарнӑ хыпарта хумсен ҫӳллӗшӗ пӗр метра ҫитни курӑнать.

Кӗпер хумханӑвӗ пирки Раҫҫей президенчӗ патне те ҫитернӗ, Дмитрий Медведев кӗпере кам проекланине, мӗнле хӑпартнине тата усӑ курнине тӗрӗслеме хушнӑ.

Кӗпере пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫнӑ пулнӑ. Уҫнӑ чухне Раҫҫейри федераллӑ ҫул-йӗр агентсвин пуҫлӑхӗ Сергей Потапов кӗпере пысӑк хак панӑ: «По качеству работ, использованным технологиям, готовности объекта к вводу в эксплуатацию волгоградский мост – лучший из 4-х мостов, которые будут в ближайшее время введены в строй в России. Волгоградский мост выполнен на «отлично» (Хальхи вӑхӑтра хута кӗртме палӑртнӑ Раҫҫейри 4 кӗпере илсен пахалӑхӗпе, усӑ курнӑ технологисемпе, хута кӗртме хатӗрлесе ҫитерни тӗлӗшӗпе Волгоградри кӗпер — чи лайӑххи. Волгоградри кӗпере «чаплӑ» паллӑ пама юрать).

Кунашкал чи паллӑ пӑтӑрмах 1940 ҫулта Такома-Нэрроуз кӗперпе пулса иртнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/05/21/bridge/
 

Смоленск облаҫӗнчи Ҫурҫӗр ҫар аэродромне аннӑ чухне Польша президенчӗн, Лех Качиньские илсе ҫӳрекен Ту-154 самолёт ҫӗр персе аннӑ. «Россия 24» инҫеканал 96 ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтерет, самолётра вӗҫнӗ ҫынсенчен пери те чӗрӗ юлман.

Самолётра Лех Качиньский хӑй те пулнӑ, арӑмӗпе пӗрле. Унсӑр пуҫне ҫак катастрофӑра чылай паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ: Рышард Качоровский, Януш Куртыка, Славомир Скшипек тата ыттисем те. Вӗсем пурте Катыньте ирттерме палӑртнӑ асӑну мероприятине ҫул тытнӑ пулнӑ.

Ҫак пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн Польша Министрӗсен Кабинечӗ пухӑнса президент ӗҫне тума Бронислав Коморовскине шанса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.mail.ru/incident/3640339/
 

пӑтӑрмаха лекнӗ танк
пӑтӑрмаха лекнӗ танк

Ananova информаци агентстви Кӑнтӑр Корейӑра ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки пӗлтерет. Каҫхи вӗрентӳрен таврӑнакан корей танкисчӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑн урлӑ каҫнӑ чухне руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ тет.

Ыйха юратакан (те ывӑннӑ-ха ӗнтӗ) пурӗ икӗ машина таптаса лапчӑтнӑ тет тата ҫул хӗрринчи икӗ йывӑр тиев машинине ҫӗмӗртнӗ тет. Танкӗ пӗр магазин ҫурчӗ умне пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ чарӑннӑ тет.

Пӑтӑрмах машинсемпе ҫурсене кӑна сиен кӳнӗ, танкиста шута илмесен урӑх ҫынсем аманман. Пӗр ҫынни хӑйӗн телейне кура ҫеҫ суранланман тет — танк гусеници ларан ҫын вырӑнӗ енне ҫӗмӗрсе кайнӑ. Пӑтӑрмаха лекнӗ танкист пуҫне ҫурнӑ тата кӑкӑрне амантнӑ — ӑна пульница ӑсатнӑ.

Хыпарҫӑ-агентство пӗлтернӗ тӑрӑх танкист магазин ҫурчӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑраннӑ тет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/02/25/tank/
 

Fox News канал пӗлтернӗ тӑрӑх Колумбире Неватӑ Тел Уила ятлӑ вулкан ӗҫлеме пуҫланӑ, вырӑнти пуҫлӑхсем хӑрушӑ тапхӑр пуҫланни пирки пӗлтернӗ. Инкек-синкекрен хӑтарас тесе вырӑнта пурӑнакан чылай халӑха хӑруш вырӑнтан куҫарнӑ. Хальлӗхе ҫуртсем ишӗлни пирки хыпар тухман-ха.

 

Неватӑ Тел Уила — Колумбире вырнаҫнӑ чи ҫӳллӗ ӗҫлекен вулкан. Вӑл Пӑкӑтран (выр. Богота) 270 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Юлашки хут вут-хӗмне пӗлтер ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗрӗхтернӗ. Ун чухне вут-хӗм пӗрӗхнине пула Пайӗспа Симпула юханшывсем ҫырантан тухнӑ, кӗперсемпе ҫулсем ишӗлнӗ. Пӗлтӗр вӑл вӑхӑтра пурӗ 3,5 пин ҫын хӑйсен вырӑнне пӑрахса кайма тивнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Химпром предприятинче ӗнер 20 сехет каҫхине пӗр цехӗ сирпӗнсе кайнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн пушар пуҫланнӑ. Пушарне 23 сехет тӗлне сӳнтернӗ пулин те таврара ҫынсем усал шӑршӑ сарӑлни ҫинчен пӗлтернӗ. Экологсем пӗлтернӗ тӑрӑх нимӗнле сиенлӗ газ та сывлӑша лекмен, лару-тӑру япӑхланман. Роспотребнадзор вара хӑш-пӗр веществосем сывлӑшра юрӑхлӑ шайран ытларах пулнине палӑртнӑ: дифосфор пентаоксид ПДК-ран 5,33 хут пысӑкрах пулнӑ, углерод оксичӗ 1,8 ПДК, азот диоксичӗ 2,5 ПДК пулнӑ.

Ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсем пурте пушарниксем, пушара ахаль тумпа сӳнтерме кӗнӗ пирки сиенленнӗ. Шупашкарта ку пӑтӑрмах пирки ыйтса пӗлмешкӗн хӗрӳ телефон та уҫнӑ: (8352) 44-14-28

 

Страницӑсем: 1 ... 397, 398, 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, [407]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне финанс операцийӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ. Мӗнле те пулин ӗҫе укҫа хывас тетӗр пулсан шӑпах ҫакна пурнаҫламалли вӑхӑт. Кил-терӗшри ӗҫсемпе аппаланӑр - халӗ вӗсем ывӑнтармӗҫ. Фитотерапи усӑллӑ пулӗ. Эрне вӗҫӗнче кӗтмен хыпарсем илетӗр.

Кӑрлач, 14

1947
78
Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ.
1982
43
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть