Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен (ӗҫӗ-пуҫӗ вӑраха тӑсӑлни тӗлӗнтерет пек те, анчах маларах асӑннӑ управленин сайтӗнче ҫавӑн пек ҫырнӑ) пулса иртнӗ. Сакӑр ҫулхи хӗрача такам кӑштӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ те арҫыннӑн сӑнне астуса юлнӑ пулать. Ача туалета кайма тесе тухсан пулӑшма ыйтса чӗннӗ.
Тӗпчевҫӗсем Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Уйлӑха вӑл хӑй тӗллӗн кӗнӗ теҫҫӗ.
Ача ҫумне ҫулӑхнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗклӗнех кӗрсе тухма май килекен уйлӑхра ӗҫлекенсен тимсӗрлӗхне те компетентлӑ органсем хак пама шантараҫҫӗ.
Республикӑра — каллех инкек. Каллех шывра ҫын путса вилнӗ. Хальхинче пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнче пулнӑ.
17 ҫулти каччӑ, Ыхракасси ялӗнче ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра пӗве хӗрринче пулнӑ. Унӑн виллине ял ҫыннисем курнӑ, часрах шывран туртса кӑларнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑкскер 20 метр сарлакӑш, 4 метр тарӑнӑш пӗве урлӑ ишсе кайма хӑтланнӑ. Анчах мӗн пулнӑ унпа? Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр пӗвере арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл тӑватӑ ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер пӗве хӗрринче ун чухне пӗчченех пулнӑ. Пӗве Кӑкшӑм урамӗнче вырнаҫнӑ.
Ача пӗчченех шыва кӗрсе кайнӑ. Вӑл путма тытӑннӑ чухне ҫывӑхра никам та пулман. Халӗ кун тӗлӗшпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Ача мӗнле путса вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ тата шыравпа ҫӑлав служби ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ачана шывран тӳрех кӑларнӑ, мӗншӗн тесен водолазсене вырӑна тухма чӗнмен.
Аҫтӑрханти суд приставӗсем Чӑваш Енри усламҫӑн карапне арестленӗ. Карапа унӑн хуҫи — ӑна пӗр организаци тытса тӑнӑ — пысӑк парӑма кӗрсе кайнине кура тытса чарма йышӑннӑ. Шывра ишсе ҫӳрекен ҫав хатӗр хакне малтанласа 18 миллион тенкӗ тӑрать тесе хакланӑ.
Аҫтӑрхан тӑрӑхӗнчи Советски районӗнчи суд приставӗсем патне Чӑваш Енри ӗҫтешӗсем тухнӑ. Вӗсем тавар турттарассипе тӑрӑшакан фирма кредитпа пысӑк парӑма кӗрсе кайнине, анчах укҫана тӳлеме хыпӑнманнине пӗлтернӗ.
Инҫетри регионти суд приставӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене ӑнланнӑ, суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртес ӗҫ пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем парӑмлӑ предприятин салукри пурлӑхне — Аҫтӑрханти карап тӑвакан производство пӗрлешӗвӗн территорийӗнчи груз турттармалли карапа арестленӗ.
Ӗнер кӳршӗллӗ Тутарстан территорийӗнче пирӗн тӑрӑхран каякан «Акконд» хапрӑк фурине «Вольво» урапа пырса ҫапӑннӑ. Инкек кӑнтӑр тӗлӗнче пулнӑ. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан «Вольво» хирӗҫ килекен ҫулпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ чух пысӑк тиевлӗ урапа ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пиллӗккӗн вилнӗ.
12 сехет те 20 минутра пулнӑ инкеке ӳкернӗ видео тӗнче тетелне лекнӗ. ProKazan.ru интернет-кӑларӑм вырнаҫтарнӑ роликра «Вольво» ҫул-йӗр правилине пӑсни курӑнать. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке Тутарстан президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Эдуард Хайруллин хӑй куҫӗпе курнӑ. Вӑл инкеке ӳкерсе илсе «Твиттерта» вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ регионти Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳ номерӗллӗ ҫӑмӑл урапа Пушкӑртстана кайнӑ пулнӑ.
Кӑҫал ҫын пуйӑс айне лекнӗ тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Хальхинче «Ҫӗмӗрле — Вӑрнар» перегонра ватӑ хӗрарӑм сарӑмсӑр вилнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑм пассажир пуйӑсӗ айне лекнӗ. Вӑл инсульт пулнӑ хыҫҫӑн ӑс-тӑнне ҫухатнипе аптӑрани паллӑ.
1934 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫӳрекен вырӑна мӗнле лекнине хальлӗхе никам та пӗлмест. «Мускав — Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗ айне лекнӗ кинемей Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнче 8 ҫулти ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ӗнер унта «Газель» урапапа мотоблок пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Элӗк – Ишек» ҫул ҫинче 20 сехет 17 минутра пулнӑ. Шупашкартан Элӗке ҫула тухнӑ «Газель» мотоблок хыҫӗнче пынӑ. Руль умӗнче 48 ҫулти арҫын ларнӑ.
Водитель дистанцие пӑхӑнман — мотоблок ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире мотоблок ҫинче ларса пынӑ 8 ҫулти арҫын ача вӑйлах суранланнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ. Аварире тепӗр икӗ ҫын аманнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине, унпа пулнӑ хӗрарӑм вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Тӳре-шара урапа рулӗ умне ларман тесе хытах туннине пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео та аван ҫирӗплетет. Министерствӑра ӗҫлекенпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑм Борис Атаманова хӳтӗлесе ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тем пекех тавлашни те арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырассинчен хӑтарайман. Унтан та ытларах: тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтнипе ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси служба тӗпчевӗ пуҫарнӑ. Паянах министр ҫумне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки ЧР правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Пӑтӑрмахӗ, аса илтерер, Шупашкар кӳлмекӗнче пулса иртнӗ. «Шевроле Нива» урапа рулӗ умӗнчи арҫын машинӑна епле тытни тӗлӗнтернӗрен ҫак пӑтӑрмаха курнисем ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ йӗрке хуралҫисемпе тӳре-шара епле калаҫнине кӳнтеленсем видеокамерӑпа ӳкерсе илнӗ.
Хӗрӗнкӗ арҫынпа пӗрле пулнӑ хӗрарӑм: «Ку вӑл провокаци», — тесе пуҫ ватать, йӗрке хуралҫисене кам чӗннине пӗлме ӑнтӑлать. Хӗрарӑм шучӗпе пӑтӑрмах Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫее" ура хурас тенипе ҫыхӑннӑ.
Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси тӗпчев ирттерет-мӗн. Служба тӗрӗслевне ирттерме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |