Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.
Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.
Agabazar // 3404.30.2859
2018.06.04 15:57 | |
Agabazar // 1777.21.0599
2018.06.04 18:29 | |
Игорь Поручиков "Ар" ятлӑ хаҫата ("Хыпар" ҫумӗнче) кӑларса тӑнӑ. | |

Инкек епле иртние куракансем пулнă-и? Регистраторпа çырса илейнĕ-и кам та пулин?