Чӑваш Енре хӑрушӑ преступнике шыраҫҫӗ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче 30 ытла ҫынна вӗлернӗ-мӗн.
Арҫын пӗччен пурӑнакан 75–90 ҫулсенчи хӗрарӑмсене тапӑннӑ. РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискер вӗсен шанӑҫне кӗнӗ, хӑйне социаллӑ служба е урӑх тытӑм ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хӗрарӑмсем ӑна хваттере кӗртсен арҫын вӗсене пӑвма тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, пурлӑхне вӑрламан вӑл.
Арҫын 20–35 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ — ҫутӑ, куҫӗ тӗттӗм мар. Хура куртка, ҫавӑн тӗслех шӑлавар, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсен унӑн фоторобочӗ ҫеҫ пур. Ҫак арҫынна йӗрке хуралӗ тахҫантанпах шырать. Следствие ҫак арҫын кам пулнине уҫӑмлатма пулӑшнӑ ҫынна 1 миллион тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Елчӗк районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. унта 18 ҫулти пикене урапа ҫапса хӑварнӑ.
Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 23 сехет те 45 минутра пулнӑ. Елчӗк тата Аслӑ Елчӗк ялӗсен хушшинче 18 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ҫамрӑкскере вилмеллех амантнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Lada Priora урапа водителӗ хӗр ҫине кӗрсе кайнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Каярахпа ӑна йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Руль умӗнче ларакан 29 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Иккассинче пурӑнакансене ялта чиркӳ тӑвас ыйту икӗ ушкӑна пайласа янӑ. Авал чиркӳллӗ ял пулнӑскерте храм тӑвассине пӗрисем ырласа та хӑпартланса йышӑннӑ пулсан теприсем ку шухӑшпа килӗшесшӗн мар. Килӗшеҫҫӗ те пуль-ха, тен, анчах вӗсем чиркӳ Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк вырӑнӗнче хӑпарса ларма пултарассине хирӗҫ-мӗн.
Вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра районтисем те, чиркӳ вырӑнӗпе ыйту татӑлманнине ӗнентереҫҫӗ иккен-ха. Ҫынсенчен хӑшӗсем ҫапах та палӑк патне кирпӗч турттарса килнине кура сисчӗвленсе кайнӑ. «Эпир чиркӗве хирӗҫ мар, анчах ӑна урӑх тӗлте хӑпартмалла», — шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.
Ыйту мӗнлерех татӑлса пӗтессине вӑхӑт кӑтартса парӗ. Чиркӗве хӑпартма тӗп спонсор пулса ҫав ялти Сергей Анисимов пулӑшасшӑн. Ӗҫе нимелле пурнӑҫласшӑн.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче рейс автобусӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, никам та вилмен. Ҫапах аварире виҫӗ ҫын суранланнӑ.
Пӑтӑрмах «Ҫӗрпӳ — Чӗмпӗр — Яманчӳрел» ҫулӑн 7-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Ларгус» урапан 56 ҫулти водителӗ, ӳсӗрскер, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Хусантан килекен автобус водителӗ унпа пырса ҫапӑнас мар тесе сылтӑмалла пӑрӑннӑ та ҫул хӗррине тухса кайнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Салонри 15–28 ҫулсенчи ҫынсем суранланнӑ. Вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ панӑ та киле янӑ. Палӑртмалла: аварире айӑплӑ ҫынна унччен те водитель правинчен хӑтарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кӗпере шыв илсе кайнӑ.
Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Нурӑсра пурӑнакансене маларах вӑхӑтлӑх кӗперпе каҫарма тытӑннӑччӗ. Ҫурхи шыв-шур вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпере шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран ҫуран ҫӳрекенсем валли вӑхӑтлӑх кӗпер тума йышӑннӑран вӑхӑтлӑх тесе урӑххине ӑсталанӑччӗ.
Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне хӗненӗ. Эдуард Мочалов ятлӑ ҫав ҫынна ҫӗркаҫ, Муркаш районӗнче, тытса ислетнӗ пулать. Ун чухне «Взятка» хаҫат редакцине тапӑннӑ имӗш, асӑннӑ МИХ редакторне вара хӗненӗ-мӗн.
Пӑтӑрмах пирки правӑна сыхлакан органсене заявленипе тухнӑ тесе anticor_21 блогер хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче ҫырнӑ.
Хаҫат редакцине вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗри ертсе пыракан ушкӑн ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе вирхӗнсе кӗнӗ пулать. Редакци чӳречине кӗленчепе персе пӗтернӗ, хаҫат учредительне тата редакторне, маларах каланӑ Эдуард Мочалова хӗненӗ имӗш. Шар курнӑ этем ҫак пӑтӑрмаха хӑйӗн статйисем такамсене килӗшменнипе сӑлтавлать-мӗн.
Вӑрнар район администрацийӗнче унти прокуратура хута кӗнипе ҫамрӑк специалиста каялла ӗҫе илнӗ.
Аслӑ шкул пӗтернӗ ҫав ҫамрӑка муниципалитет службине, район администрацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайне, ертсе пыракан специалист-эксперта илнӗ чухне хайхи каччӑпа 3 уйӑхлӑх сӑнав вӑхӑчӗ тесе килӗшӳ тунӑ. Кайран ӑна, сӑнав тапхӑрне тухайман тесе, муниципалитет служащийӗнчен хӑтарнӑ.
Ку факта район прокуратури тӗрӗсленӗ те тӳре-шара ӗҫ саккунне пӑснине асӑрханӑ. Тин кӑна (ҫулталӑкран каярах) аслӑ шкул пӗтернӗ, специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнӑ ҫынпа сӑнав вӑхачӗ палӑртма юрамасть иккен.
Йӗркене пӑснӑ пай пуҫлӑхне 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, каччӑна ӗҫе тепӗр хутчен илмелле тунӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш Енри 20 ҫулхи каччӑ шар курнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутри чӳречене ҫума хӑпарса кайнӑ. Анчах тем сӑлтава пула йӑтӑнса аннӑ.
Ҫулне кура унти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан студент мар-ши теме те пулать пек, анчах тӗрлӗ интернет-ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ вӑл хулана ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унти стройкӑра тӑрӑшнӑ.
Дунай проспектӗнчи 7/7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра чӳрече ҫунӑ чух ӳкнӗ каччӑна рабочисем ҫывӑхри вакуна илсе кайнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинине шӑнкӑравланӑ.
20-ри ҫамрӑка тухтӑрсем Васкавлӑ пулӑшӑвӑн наукӑпа тӗпчев институчӗн пульницине вырттарнӑ. Пӗҫҫине хуҫнӑскере, катасуран (шурӑ халатлисем ҫапла диагноз лартнӑ) илнӗскере реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫын ҫӗре хӑйсен харпӑрлӑхне илес ыйтупа вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхне, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ҫитнӗ. Хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ҫавсем сӑмахпа кӑна мар, ҫыру ҫырсах ӑнлантарнӑ.
Ял территорине кӗрекен вырӑнта уйрӑм ҫурт хӑпартас е уйрӑм хушма хуҫалӑх аталантарма ҫӗр илес шухӑшпа ҫын заявлени ҫырса парсан яваплисен ҫавӑн пирки хаҫатра пӗлтерӳ пичетлемелле. Капла тума РФ Ҫӗр кодексӗн 39.18-мӗш статйи хистет. Утӑ уйӑхӗнчи заявлени вара Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче чылайччен вырӑнтан хускалмасӑр выртнӑ - пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑна пӗлтерӳ кун ҫути курнӑ. Ҫапла хӑтланни йӗркеллӗ маррине асӑрхаттарса район прокурорӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе нумаях пулмасть хут шӑрҫаланӑ.
Элӗк районӗн сучӗ 30 ҫулти арҫынна 4 уйӑх ӗҫлеттермелле тунӑ. Ирсӗрскер 10 ҫулти арҫын ачана хӗненӗ.
Суд ҫирӗплетнӗ, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын кӑрлач уйӑхӗнче пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Хайхискер пӗрле эрех йӑтса килнӗ.
Килӗнче ачасем те пулнӑ. Кӳршисен ачи те ҫав вӑхӑтра каҫнӑ. Арҫын малтанах пӗчченех эрех ӗҫнӗ. Унтан ӳсерскер 10 ҫулти арҫын ачана эрех сӗннӗ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Арҫын урса кайнӑ та ачана хӗнеме тытӑннӑ.
Арҫын ҫаврӑннипе усӑ курса ача тухса тарма пултарнӑ. Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 4 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |