Ӗнер Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Ку ирхине 7 сехет те 45 минутра пулнӑ. 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура пынӑ. Унччен те пулман — пассажирсем пӑшалтан пенӗ сасӑ илтнӗ. Ҫав вӑхӑтра машина хӑвӑрт иртсе кайнӑ.
Троллейбусӑн икӗ чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, пассажирсем суранланман. Троллейбус чарӑннӑ. Салонри ҫынсем тухнӑ, транспорта вара депона илсе кайнӑ.
«Про Город» хаҫатӑн сайтӗнче ҫынсем ку хыпара хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе маршрутка водителӗ тунӑ. Хальлӗхе ҫакна официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Ку ӗҫе уҫӑмлатӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнчи пӗр арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫулла сиксе тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пулнӑ чух иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫавӑн чухне ҫиллине шӑнӑҫтараймасӑр арҫын хӗрарӑма хӗнеме тапранса кайнӑ. Йывӑр сурана пула хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ. Хӗрарӑмӑн виллине киле таврӑнсан ывӑлӗ асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Хӗрарӑмӑн вилӗм сӑлтавне палӑртас тесе йӗрке хуралҫисем тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ.
Ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ арҫына Шупашкар район сучӗ 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ. Хаяррине хыпса лартнӑ ҫав этем чиркӳре хӑйне тытнӑ хӗрарӑм патне сӗмсӗррӗн кӗрсе тӑнӑ. Ҫапла, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 66-ри хӗрарӑм килне саккуна пӑсса пырса кӗнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна никам та кӗтсе тунсӑхламан.
Хӑнара хӑна пек тытас вырӑнне вӑл хреснамӑшӗ ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран хирӗҫ тӑнипе ҫеҫ ирӗксӗрӗн пуҫтахланма май килмен. Тахӑш самантра хӗрарӑм чееленме шут тытна: хресна ывӑлне кухньӑран шыв ӑсса килме ыйтнӑ. Меллӗ самантпа усӑ курса вӑл чӳречерен тухса кӳршисем патне тарнӑ.
Суд арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш салтакӗн виллине тупнине, ӑна 3 уйӑх шыранине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти ҫамрӑк унта контракт мелӗпе службӑна кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Жерженовӑн ӳтне Хӗрлӗ Чутай районне илсе килнӗ. Ӑна палласа илмешкӗн Мускав облаҫне амӑшӗ тата тӑванӗ кайнӑ.
Тӑванӗсене вилнине ӗнентерекен хут панӑ. Унта каччӑ мӗншӗн вилнине палӑртайманнине пӗлтернӗ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ-и е вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗ Владимир Муравьев каланӑ тӑрӑх, каччӑн малти пилӗк шӑлӗ пулман.
Ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнчи масар ҫине пытарӗҫ. Ун умӗн суд-медицина экспертизи ирттересшӗн, мӗншӗн тесен тӑванӗсен хальлӗхе уҫӑмланман ыйту нумай.
Халӗ тӗнче тетелӗнче япала сутакан нумай. Анчах ултавҫӑсем те тӗлӗрмеҫҫӗ, хӑйсем валли тупӑш тумалли майсем шырасах лараҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм та ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫамрӑк хӗрарӑм патне пӗр ҫын шӑнкӑравланӑ та ӗне илесси пирки пӗлтернӗ. Арҫынпа йӑлтах калаҫса татӑлнӑ вӑл, лешӗ унӑн карточки ҫине кӑштах укҫа куҫарма шантарнӑ. Ҫапла майпа арҫын хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ. Хӗрарӑм вара вӗсене никама та пӗлтермелле маррине шута хумасӑр йӑлтах каланӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑн карточки ҫинчен 6 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Шупашкарта пӗр ҫемьере инкек пулнӑ. 2 ҫулти ача пуля ҫӑтса янӑ та сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав районӗнче пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тетте пӑшалти пуля ачан пырне ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Пӗтӗмпех уҫӑмлатма тивӗ.
ШӖМ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: тетте туяннӑ чухне аслисен питӗ тимлӗ пулмалла. Ача пилӗк ҫул тултариччен вак-тӗвек япалаллӑ тетте туянма сӗнмеҫҫӗ. Халӗ хутаҫ ҫине тетте хӑш ӳсӗмри шӑпӑрлансем валли пулнине те палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтерет.
Йӗрке хуралҫисен куҫне шкул ертӳҫи кӑҫалхи ҫулла лекнӗ. Пакунлисене кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, хулан урӑх районӗнче пурӑнакансем хайсен ачисене 4-мӗш гимназие вырнаҫтарас тенипе шкул директорӗ усӑ курма шут тытнӑ. Полицейскисем хӗрарӑма ашшӗ-амӑшӗ 85 пин тенкӗлӗх виҫӗ хутчен сӗтев панине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма халӗ килте арестлесе усрама йышӑннӑ.
Канаш хулинче 40 ҫулти хӗрарӑм хуняшшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Кинӗпе 61 ҫулти ашшӗ пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ. Черкке хыҫҫӑн черкке пушатнӑҫемӗн кӗленче тӗпне те тухнӑ тӑвансем.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм эрех ҫитменнине кура хирӗҫсе кайнӑ. Хуняҫана хаярри сахалтараххӑн туйӑннӑ имӗш — кинне вӑл лавккана хӑвалама пуҫланӑ. Лешӗн вырӑнтан та хускалас килмен, арҫын хӑйӗннех пенӗ. Тарӑхса кайнӑ кин алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Унпа вӑл пӗрре кӑна яшлаттарнӑ, анчах суран вӑйлах пулнӑ, арҫын часах вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Куславкка район прокуратури вырӑнти муниципалитет устава регистрациленине тӗрӗсленӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче районӑн Депутатсен пухӑвӗнче муниципалитетӑн тӗп документне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнса пурӑнас пулсан, ӗҫлӗ хута ылмаштарсан 15 кунта ӑна ҫӗнӗрен регистрацилемелле. Ҫавӑншӑн явапли — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Куславккасем вара хӑнт та туман — регистрацилеме шутламан та курӑнать.
Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура район администрацине асӑрхаттарса ҫырнӑ. Пӗрех улшӑну пулманнине кура район администрацийӗн пуҫлӑхне прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокурор сӑмахне ӑша хывман пуҫлӑха 2 пин тенкӗлӗх штрафланине Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускав облаҫне контракт мелӗпе хӗсметре тӑнӑ салтак ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫав кун вӑл каҫхине амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та урама уҫӑлма тухни пирки каланӑ. Кун хыҫҫӑн Владимиртан сас-хура пулман.
Тепӗр кунхине амӑшӗ патне полк командирӗ шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗ чаҫре ҫукки пирки пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче салтакӑн виллине ҫар чаҫӗнчен инҫех мар тупнӑ. Кӗлетки ҫӗрнӗ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче ҫар удостоверенийӗ пулнӑ. 18 ҫулти каччӑ мӗнле вилнӗ? Следовательсем халӗ ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |