Пӑтӑрмахсем
![]() ulyanovsk.express сайтри сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Следовательсем ял ҫыннисенчен ыйтса пӗлнӗ. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ. Вӑл 69 ҫулта пулнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем ҫакна уҫӑмлатӗҫ: хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ е ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |