Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Елчӗкре пӗр рабочи канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ чухне тӑпра айне пулнӑ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш траншейӑра пулнӑ чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ, хӗстерсе лартнӑ.
Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ-ха, анчах тепӗр икӗ эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Следстви хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес тӗллевпе предприятирен документсене илнӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа следстви органӗ предприяти директорне айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ.
Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ.
Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ.
Паян 13 сехет те 45 минутсенелле Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчи (вӑл Мускав проспектӗнчи 45 ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫынсене урама хӑваласа кӑларнӑ. Сӑлтавӗ вара тахӑшӗ хӑйӗн рюкзакне манса хӑварнинче пулнӑ. Кутамккапа юнашар выртнӑ телефона пула унта сирпӗнме пултаракан япала пулма пултарасси пирки ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ, ҫынсене ҫиелти тумсӑрах сивӗ урама хӑваласа кӑларнӑ. Часах пушар машинисемпе васкавлӑ пулӑшу тата полици машинисем пырса ҫитнӗ.
Юрать-ха, пӑлхану сӑлтавсӑрах пулни палӑрнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх кутамккара нимӗнле сирпӗнӳ хатӗрӗ те пулман, часах хуҫи те тупӑннӑ.
Пӗлме: паян Шупашкарта сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури — 4 градус сивӗ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑранпа вӑхӑт иртрӗ. Йывӑр суранланса пульницӑна лекнӗ ҫынсен шӑпи еплерех-ши? Аса илтерер: авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Канашран Мускава кайма тухнӑ микравтобус ҫине самосвал кӗрсе кайнӑ. Водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме йышӑннӑ.
Авари вырӑнӗнче 11 ҫын тӳрех вилнӗ. Тепӗр 6 ҫынна, суранланнӑскерсене, пульницӑна ӑсатнӑ. 5 ҫынна сиплесе киле янӑ ӗнтӗ. Шел те, тепӗр 1 ҫын пульницӑра куҫ хупнӑ. Ҫапла майпа авари 12 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Аварире вилнисен тӑванӗсене 250 пин тенкӗ тӳленӗ, суранланнисене вара – 50 пин тенкӗ.
Шупашкарти аэропорта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн ятне пама пултарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, аэропортсене хисеплӗ ят парасси ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Ҫакӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Великие имена России» (чӑв. Раҫҫейӗн аслӑ ячӗсем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пулса пырать. Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫӗ ята суйласа илнӗ.
Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем Хусанти Тутарстана никам ятне те парасшӑн мар иккен. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем пикет ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки центр президиумӗн ертӳҫи Фарит Закиев пӗлтерни тӑрӑх «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ.
Хусанти аэропорта Муса Джалиль, Габдулла Тукай е Андрей Туполев ятне пама суйласа илнӗ. Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта «Хусан» тени питех те килӗшуллӗ, ку вӑл тутар тӗнчин центрне пӗлтерет.
Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.
Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ.
Ӗнер, чӳк уӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Коллеша ялӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ялти ҫыннах пулнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Арҫын 58 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку енӗпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнчи кӑтартусене илес тӗк, Чӑваш Енре 26 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче вырӑнти агрофирмӑн склачӗ ҫунса кайнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
16 сехетре складра пушар тухнине асӑрханӑ. 500 тӑваткал метра яхӑн йышӑнакан тимӗр ангарта тырӑ типӗтнӗ. Ҫавӑнтах ял хуҫалӑх техники ларнӑ: икӗ самосвал тата икӗ трактор.
Шел те, складри 5 тонна тырӑ ҫунса кӗлленнӗ. Унта ӗҫлекенсем пушарта шар курман. Тӑватӑ транспортран пӗр грузовике ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
63 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш енри следстви управленийӗ хыпарлать.
Следстви верси тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрӗнкӗ арҫын Элӗк районӗнчи пӗр ялта хӑй кӑштах палланӑ хӗрӗн килне кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнаканскер ашшӗ еткерлӗхе хӑварнӑ пӳртне килнӗ. Эрех сыпнӑ арҫын пикене пӳрте сӗтӗрсе кӗнӗ, унта хӑмсарса, куҫне чиксе шӑтарассипе хӑратса эрех ӗҫтернӗ, унтан мӑшкӑлланӑ, киревсӗр ытти ӗҫ те тунӑ. Кӑштахран хӗр тухса тарнӑ, тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Лешсем полицие систернӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче хайхи арҫыннӑн путсӗрле тепӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл 61 ҫулти ентешӗн икӗ аяк пӗрчине ҫапса хуҫнӑ.
Сӑмах май, ун пирки 6 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 1976 ҫулта вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ, 1999 ҫулта ҫынна вӗлернӗ. Ытти ӗҫӗсем те хӑрушӑ: хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ, ҫынна пусмӑрланӑ... Пурӗ пӗрле тӗрмере вӑл 28 ҫул ларнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче пулнӑ. Ҫав кун вӑл 61 ҫулти пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ, кӗҫӗнни аслине пуртӑпа пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула тӳрех вилнӗ. Шӑллӗ пиччӗшӗн виллине картишре чавса чикнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл психаитри пульницинче сипленнӗ, ҫавна май судпа психиатри экспертизи ирттерӗҫ. Пуҫиле ӗҫе маллала тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |