Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна 7 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ хулан Кӑнтӑр районӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ача пахчи умӗнчен утса иртекен хӗрачана арҫын асарханӑ та ҫӗклесе илсе ҫын ҫӳремен вырӑна — гаражсем патне — йӑтса кайнӑ. Йӑтса чупнӑ вӑхӑтра итлемесен, пӑхӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Хытах сехӗрленсе ӳкнӗ ача хирӗҫ чӗнмен. Хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пурнӑҫласан арҫын тарса ҫухалнӑ. Апла пулин те ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд йышӑнӑвӗпе арҫынна ун чухнех ирӗксӗр хӑварнӑ, халӗ вӑл суд пуласса кӗтет.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнче амӑшӗпе хӗрне машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав кун 18 сехет те 20 минутра автобус Канаш районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнуран иртсе ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑннӑ. Салонран 48 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 16-ри хӗрӗ тухнӑ та автобус хыҫнелле кайнӑ, айккинелле пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасантан Нурӑс еннелле «Лада Веста» пынӑ. Водитель ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хӗрарӑмпа хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Красноармейски районӗнчи 24-ри каччӑ ларнӑ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле 2 сехет те 40 минутра Канашри Лермонтов урамӗнче пурӑнакан арҫын темӗн ҫатӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Ҫурт ҫунать-мӗн. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр 6 ҫулти ывӑлне тата 37-ри арӑмне чӳречерен урама илсе тухнӑ, хӑй вара каялла кӗрсе ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшнӑ.
Пушарнӑйсем килсен арҫынна урама илсе тухнӑ. Вӑл ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне 40 ҫулти ҫемье пуҫӗ аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман, сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманшӑн тухнӑ.
Палӑртмалла: ирнӗ талӑкра Шупашкарта икӗ пушар алхаснӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Арманкасси ялӗнче Ананьевсен килӗнче пушар тухнӑ. Шел те, ҫулӑм ҫурта, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫемье килсӗр тӑрса юлнӑ.
Пушарта выльӑх-чӗрлӗх те ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра хуҫисем килте пулман. «10 ҫулта ӗҫлесе илни йӑлтах пӗтрӗ. Нимӗн те тӑрса юлмарӗ», - каласа кӑтартнӑ ҫемье пуҫӗ Анатолий.
Ананьевсене пулӑшу кирлӗ. Инкекре алӑ тӑсакансем пур-ха: ҫынсем япаласем килсе панӑ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн та тупӑннӑ. Ҫапах ҫири кӗпе-йӗмпе тӑрса юлнӑ ҫемьене татах пулӑшу кирлӗ. Ананьевсене мӗнпе те пулин пулӑшас тетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-927-991-81-82 (Марина Геннадьевна).
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Монолит Плюс» строительство фирмин пуҫлӑхне тата унчченхи прорабне судпа айӑпланӑ, пӗлтӗрхи кӗркунне строительство ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ чухне компанире ӗҫлекен икӗ ҫын тӑпра айне пулса вилнӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ирхине фирма директорӗ прораба ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ прроект ҫуккине пӑхмасӑрах шыв канализацийӗ хума хушнӑ. Хуҫа сӑмахӗнчен иртеймесӗр прораб ку ӗҫе тума 41 тата 49 ҫулсенчи икӗ арҫынна шаннӑ. 10 сехет тӗлӗнче тӑпра йӑтӑнса аннӑ та арҫынсем ун айне пулнӑ. Виҫӗ метр тарӑнӑшӗнчискерсене туртса кӑларса ҫӑлса хӑварма май килмен.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн фирма директорӗн тата прорабра ӗҫленӗскерӗн икӗ ҫул ӗҫлесе татма тивӗ, унсӑр пуҫне вӗсен шалӑвӗнчен 5% тытса юлӗҫ. Компани пуҫлӑхӗн вара 2 ҫул хушши строительство тытӑмӗнчи предприятисене ертсе пыма юрамасть.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче шкул ачи машина кустӑрми айне лекнӗ. Кун тӗлӗшпе административлӑ тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Ирхине 8 сехет те 20 минутра «Энӗш» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче, пулнӑ ку. 9-мӗш класс ачи Мересьев урамӗнче ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Анчах вӑл малтан транспорт килнипе килменнине лайӑх пӑхман. Ҫав вӑхӑтра «Фольксваген Транспортер» машина ҫывхарнӑ.
Водитель тӑрук чарӑнса ӗлкӗреймен, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта ӑс пухакан арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Аварире ача суранланнӑ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ лавккаран пӗр каччӑ хӑйӗн кӗсйине пилӗк бритва станокӗ чиксе илсе тухнӑ. Ҫакна суту-илӳ учрежденийӗнче вырнаҫтарнӑ видеокамера ӳкерсе юлнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхи 5 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Лавккари сӑнав камеринче упранса юлнӑ видеофайла пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк ҫын бритва вӑрланӑ вӑхӑтра шурӑ йӗрлӗ хура курткӑпа пулнӑ.
Каласа хӑвармалла, сӑнӳкерчӗкре сӑнланнӑ яша паллакансене тата ҫав вӑхӑтра лавккара пулнӑ ҫынсене Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем 89176683032 е 89997560533 телефон номерӗсемпе шӑнкӑрлавласа каласа кӑтартма ыйтаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем Шупашкар хулинче наркопритон тупса палӑртнӑ. Тара илнӗ хваттере наркотикпе ашкӑнакан ҫынсем кашни кунах пуҫтарӑннӑ, унта наркӑмӑш хатӗрлесе тутаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар облаҫӗнчи арҫын Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хваттер тара илнӗ, хайӗн пекех наркотикпе туслисене унта кулленех кӗртнӗ, пурте пӗрле вӗсем дезоморфинпа иртӗхнӗ. Ухтару вӑхӑтӗнче наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне пӑхса тӑракан уйрӑмӑн полици ӗҫченӗсем наркӑмӑшлӑ япаласене, ӑна хатӗрлеме усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, хайхи арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна притон йӗркеленӗшӗн тата наркотиксене пысӑк калӑпӑшпа упранӑшӑн явап тыттарасшӑн.
«ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 11 сехетсенелле Шупашкарта Канаш район ҫынни 9 хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх вӑл унта «Алста» управляющи компанинче платник пулса ӗҫленӗ, ҫурт тӑррине вара юр тасатма хӑпарнӑ.
Пӑтӑрмах 324-мӗш стрелок дивизийӗн 4-мӗш ҫуртӗнче пулса иртнӗ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ, анчах тухтӑрсем арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Улатӑр районӗнчи Ахматово ялӗнче тухнӑ пушара сӳнтерсен ҫуннӑ япаласен айӗнче ҫын виллин пайӗсене тупнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Пушкин урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушара асӑрханӑ ентешӗсем кун пирки пушар хуралне тӳрех пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ вӑхӑта вут-ҫулӑм кил хуҫалӑхне тавраллах ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме икӗ техника тата вунпӗр ҫын хутшӑннӑ. Апла пулин те пӳрте те, ытти хуралта та упраса хӑварма май килмен.
Палӑртса хӑвармалла, пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫунӑк айӗнче ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнӑ. Ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тата вут мӗншӗн тухнине пӗлес тӗллевпе халӗ специалистсем тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |