Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Пелепейри 15-мӗш вӑтам шкулта «Шаг в науку» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конферецийӗ иртрӗ. Шкул ачисем тӗрлӗ предметсемпе тӗпчев ӗҫӗсем хатӗрленӗ.
Вӗрекенсем «Тӑван чӗлхе» секцийӗнче пушкӑрт, тутар, чӑваш чӗлхипе хатӗрленӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе Семенова Валерия (6в класс) «Асран кайми тӗлпулусем» («Незабываемые встречи с Я.Ухсаем»), Прокофьева Анастасия (8 акласс) «Пелепей тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ ҫыннисем» темӑсемпе хатӗрленнӗ. Компетентлӑ жюри ӗҫсене хакланӑ. Семенова Валерия (вӗрентекенӗ Михайлова Ирина Ильинична) 1 степеньлӑ Диплома тивӗҫнӗ.
Тата пысӑк ҫитӗнӳсем сана, Валерия!
Ыран, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти «Mega-Galaxy» кану центрӗнче ҫулсерен иртекен «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа тата Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне кашни тӑрӑхран икшер хӗр хутшӑнӗ — Чӑваш Республикинчен, Тутарстанран, Пушкӑртран, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Перӗм облаҫӗсенчен, Мускавран. Пурӗ 10 хӗр: Алиса Королева (Чуваш Ен), Виктория Локтева (Чуваш Ен), Аида Чентаева (Тутарстан), Милана Ильдюганова (Тутарстан), Наталья Антонова (Пушкӑртстан), Наталья Павлова (Пушкӑртстан), Екатерина Кудякова (Мускав), Лариса Максимова (Мускав), Елена Васильева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Анастасия Ахмерова (Чӗмпӗр облаҫӗ).
Ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать. Кану-ӑмарту хаваслӑ иртессе пӗрре те иккеленес ҫук.
Инди юрӑҫи Дипендра Мани тата «Янташ» ушкӑнӗ (ертӳҫи А. Никитин композитор) Пушкӑртстана гастрольпе кайӗҫ. «Урал сасси» хаҫат вӗсен маршрутне пӗлтернӗ:
Юпан (октябрӗн) 23-мӗшӗ — Авӑркас районӗ‚ Толбазӑ ялӗн культура ҫурчӗ;
24-мӗшӗ — Ӗпхӳ хули‚ «Моторостроитель» культура ҫурчӗ;
25-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура ҫурчӗ;
26-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ.
Концертсем 19:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Билет хакӗсем 130-200 тенкӗ.
Кӗрхи кунсен тунсӑхне илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа пусарар. Килсемӗр!
Кумертаури ача ҫуртӗнче «Ачалӑха ырӑпа ӑшӑтар» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Унта Кумертау хула округӗн администрацийӗн представителӗсем‚ хулари предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Вӗсем ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ.
Кумертау администрацийӗн пуҫлӑхӗ Борис Беляев тата акцие хутшӑннӑ ытти участниксем малтан ача ҫуртӗнчи чи кӗҫӗннисен ушкӑнӗсенче пулса курнӑ. Унта пӗчӗкскерсемпе кӗр уявӗ ирттернӗ. Вӑтаммисем хӑйсен пултарулӑхне спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ пулсан‚ чи аслисем Республика кунне халалланӑ уяв картинче савӑннӑ.
Хӑнасем ача ҫурчӗн воспитанникӗсене нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ‚ парнесем панӑ.
Уяв хыҫҫӑн Попечительсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ача ҫуртӗнче юсав тата тирпей-илем ӗҫӗсем ирттерессине сӳтсе явнӑ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пелепей тӑрӑхӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Пӗтӗм чӑваш чунлӑ халӑх Слакпуҫнелле ҫул тытрӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кунта Яков Гаврилович Ухсайӑн 100 ҫулхи юбилейне халалласа сумлӑ хӑнасем, ял-йыш пухӑнчӗҫ. Ухсай музейӗ, унӑн вил тӑпри, Кӗсле ту, ялти кермен, шкул — ҫак кашни вырӑнта Ухсай самахӗ янрарӗ, юрӑ-ташӑ кӗрлерӗ.
100 ҫул иртрӗ, тепӗр поэт ҫак асамлӑ ҫӗр ҫинче ҫураласса шанатпӑр!
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанӑн Ермеккей районӗ регионти тӗрлӗ культурӑсен тӗп центрне ҫаврӑнчӗ. Ҫулсерен ҫак тӑрӑх Ик регионӗнче пурӑнакан халӑхсен «Земля предков» (чӑв. «Асаттесен ҫӗрӗ») фестивальне ирттерет. Кӑҫал шучӗпе вӑл — вуннӑмӗш. Регион пӗлтерӗшлӗ уявра асӑннӑ тӑрӑхри ял Канашӗсен «Килӗшӳпе туслӑх ялӗ» наци ҫурчӗсене курма пулчӗ. Унта пушкӑрт‚ вырӑс‚ тутар‚ удмурт‚ украин тата мӑкшӑ халӑхӗсен культурисемпе паллаштарчӗҫ. Эрехӗррипе Хурамал ял хутлӑхӗсен ҫуртӗнче вара чӑваш кӗписем‚ тӗрленӗ тата шӑтӑкла ҫыхнӑ япаласем‚ палас тӗртмелли хатӗр‚ ҫатан‚ хӑмла хунавӗсем‚ ҫил арманӗ тата ыттине курава тӑратнӑччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ чӑвашлӑх тени кашни утӑмрах туйӑнчӗ.
Республикӑн 12 районӗнчи тата Эрӗнпур облаҫӗнчи хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхне Культура ҫуртӗнче компетентлӑ жюри хакларӗ. Кунта та тӗрлӗ халӑх ташши‚ юрри-кӗвви янӑрарӗ. Шел пулин те‚ чӑваш ушкӑнӗсенчен фестивальте Пелепейри «Илем» фольклор ансамбле ҫеҫ курма пулчӗ.
«Пире кунта килӗшет», — теҫҫӗ «Туслӑх» ача-пӑча лагерӗнче канакансем.
Пушкӑртстанӑн Чӑваш культура пӗрлӗхӗ тата Авӑркас район администрацийӗ тӑрӑшнипе утӑн 11-мӗшӗнче Пишкайӑн ялӗнче ҫиччӗмӗш ҫу ача-пӑчасен «Туслӑх» профильлӗ лингвистика лагерӗ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.
Районти тӗрлӗ ялтан кунта 25 ача канать. Кӗске вӑхӑт хушшинче вӗсем туслашма‚ лагерь пурнӑҫӗн йӗркине хӑнӑхма ӗлкӗреҫҫӗ. Вӑхӑт савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртет‚ мӗншӗн тесен кашни кун мероприятипе пуян. «Юр кумкки»‚ «Теприне пар»‚ «Манӑн кил — манӑн крепость» вӑйӑсем‚ паллашу каҫӗ‚ ача-пӑча фольклор уявӗ… — ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ ачасен тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Лагерь программинчи мероприятисем‚ тӗпрен илсен‚ тӑван тавралӑхпа‚ чӑваш халӑх историйӗпе‚ йӑла-йӗркепе‚ кӑмӑл-сипетпе‚ культурӑпа тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Вӗсен хушшине Шурӑ Ту ҫине экскурсие‚ Чӑваш Хурамалӗнчи краеведени музейне кайни‚ халӑх алӗҫ ӑстисемпе‚ А.С. Савельев-Сас ҫыравҫӑпа тӗл пулни‚ Нептун кунӗ‚ чи лайӑх сочиненипе сӑвӑ‚ «Лагерь мисӗ» конкурсӗсене‚ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ ялан пултаруллӑ ачасене чысланипе вӗҫленет. Ҫак кун кашнин ҫитӗнӗвне шута илеҫҫӗ‚ тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи наградӑсем Тав хутӗнчен пуҫласа Гран-при таран пулчӗҫ‚ вӗсене 32 ача илме тивӗҫрӗ.
Чи хаклисенчен пӗри — Татьяна Ванюшина ячӗпе хисепленекен Дипломпа преми. Ӑна ҫамрӑк ӑсчаха ӗмӗрлӗхе асра хӑварас тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Алиса Яковлевна Федорова пуҫарнӑ. Сӑмах май каласан‚ иртнӗ ҫулта тӑван халӑх патриочӗ Василий Никитин ячӗллӗ Дипломпа преми йӗркеленӗччӗ.
Т. Ванюшина ячӗпе хисепленекен Диплома тата укҫан премие 24 ача тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче чи пултаруллисем — Виктория Аймакова‚ Екатерина Ермолаева‚ Екатерина Спиридонова‚ Александр Сидорочев‚ Анастасия Петрова‚ Иван Яковлев.
Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗ тата Чӑваш халӑх ӑсчахӗ В.М. Тарасова ачасене чаплӑ парнесемпе чысларӗҫ. Халӑх ӑсчахӗ Дарья Яковлевана пин тенкӗлӗх Гран-при‚ Канаш вара Ангелина Захарована Чӑваш Республикинчи чӗлхепе культура лагерьне канма кайма путевка парса хавхалантарчӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Пушкӑртстанра пӗрре мар пулнӑ. Чи пысӑк йышпа (70 ҫынна яхӑн) 1990 ҫулта чӑваш литература классикӗ К. Иванов 100 ҫул тултарнӑ чухне килнӗччӗ. Апла пулсан Шупашкар артисчӗсене Пушкӑртстан килӗшет‚ хӑй патне туртать‚ куракансем те вӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ. Шӑпах ҫак сӑлтавсене тӗпе хурса ансамбль пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче — ака пуҫламӑшӗнче республикӑна гастроле килме палӑртнӑ.
Кӗскен пӗлтерсен вӗсен маршручӗ ҫапла пулӗ:
● Пушӑн 28-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 29-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ;
● Пушӑн 30-мӗшӗ — Федоровка ялӗ‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 31-мӗшӗ — Толбазӑ ялӗ‚ Культура керменӗ.
● Акан 1-мӗшӗ — Пишпӳлек районӗ‚ Пӑслӑк ялӗ;
● Акан 2-мӗшӗ — Мияки районӗ‚ Тимеш ялӗ;
● Акан 3-мӗшӗ — Чекмагуш районӗ‚ Юмаш ялӗ;
● Акан 4-мӗшӗ — Ермеккей ялӗ‚ Культура керменӗ.
Концертсем 19 сехетре (Ермеккейре — 16.00) пуҫланаҫҫӗ.
Ҫтерлӗре пултарулӑх артисчӗсен ҫӗнӗ йышӗ чӑмӑртансах пырать. «Урал сасси» хаҫат та вӗсем ҫинчен чылай ҫырать. Ак, нумай пулмасть, «Эреш» ятлӑ фольклорпа театр студийӗ концерт кӑтартса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.
Программӑна иртнӗ ҫулах хатӗрленӗрен унӑн тӗп шӑнарне «Нарспи» поэмӑн содержанийӗпе ҫыхӑнтарнӑ — хайлавӑн уйрӑм йӗркисем халах юррисемпе черетленсе пычӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑр сӑввисене Геннадий Челпир вуласа пычӗ.
«Эреш» ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти хӗр упраҫ юрлать — шкул ачинчен пуҫласа пенсионерсем таранах. Вӗренекенсенчен хулари 32-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Элиза Федорована палӑртмасӑр иртме ҫук. Федоровсем килте те чӑвашлах калаҫаҫҫӗ иккен. Элиза вӗренекен шкулта та тӑван чӗлхене расписани тӑрӑх вӗренсе пыраҫҫӗ. Юрлама вара хӗр пӗрчи амӑшӗнчен‚ хор солисткинчен Елена Федороваран вӗреннӗ пулмалла. Унӑн уҫӑ сасси те‚ хӑйне сцена ҫинче мӗнлерех тыткалани те куракансене тӑвӑллӑн алӑ ҫуптарчӗ.
Концерта хутшӑннисем пурте тав сӑмахне тивӗҫрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |