Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Ларура
Ларура

Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне малашне йышӑнма тӑратнӑ Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пӑхса тухнӑ. Ларӑва хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атӑлҫи Федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота, Раҫҫей патшалӑх думинчи Чӑваш Республикинен тӑратнӑ депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн представителӗ Владимир Слуцкер, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Ларӑва онлайн-майпа тӗнче тетелӗнче та сӑнама май пурччӗ.

Сасӑлава пурӗ 43 депутат хутшӑннӑ. 37-ӗшӗ Михаил Игнатьев малашне Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнассипе килӗшнӗ, 5-ӗшӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗри хӑй шухӑшне пӗлтермен. Ҫапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра Кабинет Министрӗн Председателӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнӗ.

Малалла...

 

Н.В. Фёдоров — хальхи президент
Н.В. Фёдоров — хальхи президент

Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» сайчӗнчи пресс-релизран пӗлме пулать. Патшалӑх Думин председателӗ Борис Грызлов пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен президенчӗн пуканӗ ҫине ларма виҫӗ ҫынна тӑратнӑ:

* Суслонова Нина Владимировна, Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗн председателӗ. 1960 ҫулта Иркутск облаҫӗнче ҫуралнӑ;

* Тихонов Руслан Кронидович, Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федераци президенчӗн Чӑваш Республикӑри тулли праваллӑ представитель аппарачӗн тӗп федераллӑ инспекторӗ. 1955 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ;

* Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен кабинечӗн председатель ҫумӗ. Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ.

Николай Фёдоров хӑйне ҫак списока кӗртме ыйтман.

 

Виҫҫӗшне танлаштарсан Нина Суслонова ларас шанчӑк пысӑкрах.

Малалла...

 

Суслонова Нина Владимировна
Суслонова Нина Владимировна

Пӗлетӗр пулӗ, Сергей Гапликова Мускава чӗнсе илнине пула Министрсен Кабинечӗ ертӳҫисӗр тӑрса юлнӑ. Ку вырӑна Николай Фёдоров президент Суслонова Нина Владимировнӑна ертсе пыма сӗннӗ. Нина Владимировна 2005 ҫултанпа Чӑваш Республикин сывлӑха упрас тата социаллӑ аталану Министерствӑна ертсе пырать, хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин, Председателӗн, ӗҫне туса пырать. Ҫитес вӑхӑтра Патшалӑх Канашӗ ун кандидатурине пӑхса тухмалла.

 

Суслонова Нина Владимировна 1960 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Мамаканта ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӗве Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта илнӗ (ашшӗ-амӑшӗ кунта ГЭС тума килнӗ). 1984 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2000 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекен министерствӑна ертсе пыма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Паян Н.В. Фёдоров Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министрне, Наталья Володинӑна ӗҫӗнчен кӑларнӑ. Малашне ку вырӑна унӑн ҫумӗ Роза Лизакова йышӑнӗ.

Наталья Володинӑна министӑр вырӑнне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче лартнӑ. Унччен те вӑл правительсвӑра ӗҫленӗ: 2002 ҫулта вӑл информаци политикин Минестерствине ертсе пынӑ, 2003-2004 ҫулсенче — президент Администрациӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Юлашки, виҫҫӗмӗш хутӗнче, Правительствӑра вӑл ҫур ҫулталӑк патнелле ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш наци конгресӗ сӗннипе унӑн хастарӗсем пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх аталанӑвӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн уйрӑмах витӗм кӳрсе ӗҫлекен влаҫ тытӑмӗн пайӗсемпе — Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин, экономика аталанӑвӗн, суту-илӳ министрӗсемпе Н.И. Володинӑпа, Г.П. Черновӑпа, И.Б. Моторинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. «Ҫавра сӗтел » хушшинчи калаҫӑва Чӑваш Республикин вице-президенчӗ, культура министрӗ Н.И. Володина уҫнӑ тата ертсе пынӑ. Тӗп сӑмах ытларах Николай Егоров профессорӑн «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ «Чӗлхе пур чухне — халӑх пур» статьи пирки пынӑ. Калаҫӑва хутшӑннӑ май Галина Чернова, Иван Моторин министрсем, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Геннадий Архипов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, ЧНК Ваттисен канашӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов, Никифор Наумов ӑсчах, статья авторӗ Николай Егоров профессор (Admin: ӑна хӑйне унта чӗнмен пек сас-хура пур.

Малалла...

 

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вӑл пухура пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Валерий Андреев ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса унпа килӗшнӗ. Ҫапла май Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗн вырӑнӗ пушанса юлнӑ. Валерий Андреев ку вырӑна хӑй ирӗкӗпех пӑрахса кайнӑ.

Депутатсем хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑнмалли конкурса ҫирӗплетнӗ, комиссине кӗрекен ҫнсене суйланӑ. Конкурса иртериччен вара хула пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Вениамин Артемьев туса пырӗ. Вӑл малтан хула пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Маларах эпир сире А. Аблякимова Президент Администрацийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнчен пушатни пирки пӗлтерсеччӗ. Чӑваш Ен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ку вырӑна малашне Анатолий Шарапов адвокат йышӑнӗ. Анатолий Шарапов хальччен адвокатсен Мускав коллегине ертсе пынӑччӗ, вӑлах Н. Фёдоров фондне йӗркелекенӗ тата ертӳҫи шутланать.

 

Регнум агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Шарапов Анатолий Александрович 1951 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Черебаево ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Сарӑту юридици институтне пӗтернӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Паянхи Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ Энвер Аблякимов Чӑваш Ен президенчӗн Администраци пуҫлӑхӗн вырӑнне пушатни ҫинчен пӗлтернипе пуҫланчӗ. Пӗрремӗш министр вырӑнне йышӑнакан Сергей Гапликов Энвер Аблякимов ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнне куҫни ҫинчен пӗлтерсе ӑна чечек ҫыххи тыттарчӗ. Э. Аблякимов ӗҫтешсене пӗрле ӗҫленишӗн тав туса пӳлӗмрен тухрӗ.

Аса илтеретпӗр, Энвер Аблякимов ку вырӑна 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑнса. Унччен 1994-2001 ҫулсем хушшинче вӑл Чӑваш Ен правительствине ертсе пынӑччӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ.

Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.

 

Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ:

* «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%;

* РФКП — 11,6%;

* РЛДП — 8,2%;

* «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%;

Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Персона
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, [190]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫу, 29

1924
100
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
1934
90
Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ.
1955
69
Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1988
36
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2010
14
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть