Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗ «Музыкӑри Нарспиана» курав уҫать. Унта «Нарспи» поэмӑна халалланӑ музыка хайлавӗсемпе паллашма май килӗ.
Вулавӑшӑн нотӑпа музыка фондӗнче вырӑс тата чӑваш композиторӗсен «Нарспи» поэма валли ҫырнӑ кӗвӗ сахал мар упранать. Ҫӗнӗ курава пичет тата медиа-кӑларӑмсенчен те йӗркелӗҫ. «Нарспие» тӗрлӗ чӗлхепе пичетленипе те унта паллашма май килӗ.
1940 ҫулта, тӗслӗхрен, Ленинградри В. Иванишин композитор «Нарспи» опера ҫырнӑ. Иванишинӑн пуххисем, В.Кривоносовӑн «Хорсемпе арисем» тата ытти экспонатсем те ҫынсене тыткӑнласса шанаҫҫӗ. Ленинградри И. Пустыльник композитор та 1952 ҫулта чӑваш литературин классикӗн шедеврӗ тӑрӑх опера хайланӑ. Ӑна 1958 ҫулта Ленинградри нота пичечӗн типографийӗнче 1958 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ. 18 страницӑллӑ кӗнекере Нарспи арийӗ, Нарспипе Сетнер дуэчӗ вырӑсла тата чӑвашла пичетленнӗ. Чӑваш текстне И. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ.
Чӑваш композиторӗ Г. Хирбю ҫырнӑ «Нарспи» оперӑна 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ лартнӑ.
Кураври мӗнпур хайлава асӑнса та пӗтерес ҫук. Ӑна ҫитсе курмалла. Курав нарӑс вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Специалистсем Шупашкарти ҫурт-йӗр Раҫҫейре чи хаклисен йышӗнче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври 46 хула йышӗнче вӑл 6-мӗш вырӑн йышӑнать-мӗн.
2014 ҫулта иккӗмӗш йышши ҫуртсен хакӗ 9% ӳснӗ иккен. Ҫӗнӗ хваттерсем 4,3 процент хакланнӑ. Шупашкарта иккӗмӗш йышши хваттерсен пӗр тӑваткал метрӗ 48690 тенкӗпе сутӑнать, ҫӗнни — 45287 тенкӗ.
Паллӑ ӗнтӗ: чи хаклӑ хваттерсем — Мускавра. Унта пӗр тӑваткал метршӑн 217730 тенкӗ тӳлемелле. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, унтан — Сочи.
Ставропольте чи йӳнӗ хваттерсем: 1 тӑваткал метрӗ — 37713 тенкӗ. Брянскра — 40676 тенкӗ, Чӗмпӗрте — 42652 тенкӗ.
Ҫапла, Сурхури тӗлӗнчех курнӑҫнӑ-ха, анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр те. Айхи тусӗсем тӗлпулни пирки республикӑн Культура министерстви паян пӗлтерчӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн тусӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем республикӑн наци вулавӑшне пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан (Мускавран, Питӗртен, Хусантан) ҫитнисем кӑна мар, Швецири хӑнасем те пулнӑ.
Пуҫтарӑннисем Г. Айхин, Б. Пастернакӑн, В. Хлебниковӑн, А. Крученыхӑн, А. Мирзаевӑн, Д. Воробьевӑн сӑввисене каланӑ май гитарӑпа каланине итленӗ, Айхин ҫырса илнӗ сассипе киленнӗ.
Вулавӑшра Айхин икӗ кӗнекин хӑтлавне те йӗркеленӗ. Пӗри — пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Айхи кунне ирттернӗ май кун ҫути кӑтартнӑ «Семь стихотворений» ятли, тепри — «Книга горизонта». Юлашкинчен асӑннине купӑс евӗр кӑларнӑ.
Шкулсемпе ача-пӑча пахчисем тӗрлӗ конкурса хутшӑннипе никама та тӗлӗнтереймӗн. Ҫав самантсем шалӑва та витӗм кӳнӗрен те вӗрентекенсемпе воспитательсем хастар-тӑр. Шкулсемпе шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем хастар.
Акӑ, иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Санкт-Петербург хулинче «Пуласлӑх шкулӗ» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионӗнчи 200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Форум вӑхӑтӗнче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 вӗренӳ организацийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Пӗтӗм тӗнчери пахалӑхпа маркетинг академийӗ йӗркеленӗ иккен.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчен хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Шупашкарти «Ачалӑх утравӗ» 201-мӗш тата «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» 7-мӗш ача уйлӑхӗсем тата вӗсен ертӳҫисем Ирина Никитина тата Наталия Спиридонова пур. Пуҫлӑхсене «Ҫулталӑк заведующийӗ — 2014» хисеплӗ ят панӑ. «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» ача уйлӑхӗ «Вӗренӳре, аталанура тата воспитанире мультимедийлӑ информациллӗ технологисене пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан» номинацире палӑрнӑ.
Сӑнсем (2)
Чӑвашла чей ӗҫеҫҫӗ тени килӗшӳллӗнех янӑрамасть пулӗ те (ара, пирӗн халӑхӑмӑр кӑпӑклӑ сӑра вӗретессипе мӗн авалтан ӑста пулнӑ-ҫке), ҫапах та Питӗрте чӑвашла чей ӗҫнӗ. Кун пирки асӑннӑ хулари чӑвашсен ассоциацийӗ те, «Росбалт» информаци агентстви те хыпарлаҫҫӗ.
Проекта асӑннӑ информагентство йӗркелесе янӑ. «Питӗр сӑнӗсем» ят панӑскерӗн тӗллевӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр тӗп хулинче тата Раҫҫейре тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑннине кӑтартасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Проект девизне те шухӑшласа тупнӑ. Вӑл ҫапларах янӑрать: «Расна пулин те пӗрле пурӑнар».
Чей ӗҫме йӳтӗмпе пухӑнакан мероприятие кашни эрнере тӗрлӗ халӑх ҫыннисене йыхравлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче, ав, чӑвашсене чӗннӗ.
Санкт-Петербургри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Владимир Живовпа пырса ҫитнӗ чӑвашсем чей ӗҫме пухӑннӑ аслӑ классенчи шкул ачисемпе журналистсене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарнӑ. Сӗтел ҫинче чейпе пӗрлех хуплу пулнӑ.
Сӑнсем (2)
Чӳк уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра студентсен пӗрлешӗвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри IV «Хастар» слечӗ иртмелле. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелет.
Слет программине студентсен пӗрлешӗвӗсене хӑтлассине, студентсен хӑй тытӑмлӑхне, ҫамрӑксен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене ӗҫлеттерес ыйтупа ҫавра сӗтел йӗркелессине, мастер-классемпе тренингсем кӗртнӗ. Ҫаксем ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеттерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Слетӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ май федераци проекчӗсемпе программисене студентсене явӑҫтарассине ҫӗнӗ мелсем кӗртессине, пӗрлехи пысӑк проектсем хатӗрлессине, ушкӑнпа йӗркелессине аталантарассине, аслӑ шкулсемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессине тата ыттине палӑртнӑ.
«Хастар» слета Шупашкарти, Питӗрти, Тольяттинчи, Ижевскри студентсен пӗрлешӗвӗсем кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.
Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.
Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.
Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать.
Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ.
«Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ.
Раҫҫейӗн Спорт министерстви регионсенче вӑй-хал культурипе спорта аталантарнипе смотр-конкурс йӗркеленӗ. Унта ултӑ кӑтартӑва шута илнӗ иккен: физкультурӑпа массӑллӑ спорт, ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорчӗ, пысӑк ҫитӗнӳсемлӗ спорт, хӑнӑхмалли физкультурӑпа спорт, пурлӑхпа техника бази, физкультурӑпа спорта укҫа-тенкӗ хывасси.
2 миллионран сахалтарах ҫын пурӑнакан тӑрӑхсем хушшинче пирӗн республика иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Калуга облаҫӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
82 региона илсен Чӑваш Ен Пушкӑрт Республики, Калуга облаҫӗ тата Краснодар енӗ хыҫҫӑн пӗтӗмӗшле рейтингра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мускав, сӑмах май, — 16-мӗш вырӑнта, Питӗр хули — 26-мӗш.
Улатӑрти Наталья Судникович художник никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗн шайӗнче хакланӑ. Ӑна пухӑмҫӑсен халӑхсем хушшинчи общество союзӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Асӑннӑ пӗрлешӗве 2007 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл пухӑмҫӑсен тӗрлӗ вак пӗрлешӗвӗсене, обществисене, клубӗсене, кружокӗсене, ушкӑнӗсене пӗтӗҫтерет.
Судникович художник ирӗк панипе тата укҫаллӑ ҫынсем пулӑшнипе 2010 ҫулта унӑн ӳкерчӗкӗсенчен кӗсьене чикмелли календарьсем кӑларма тытӑннӑ. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартнӑскерсенче шӳтлӗ ӳкерчӗксене кура вӗсене филотаймистсем (ку вӑл календарьсемпе кӑсӑкланнине пӗлтерет) хаваспах туянма тытӑннӑ. Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче календарьсен пиратла копийӗсене те пичетлеме тытӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра Судниковичӑн автор ӗҫӗсемлӗ икҫӗре яхӑн календарь пичетленнӗ. Ҫынсем Улатӑр, Хусан, Питӗр хулисене сӑнланисене уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |