Голландинче ҫул ҫӳревпе пулнӑ ҫынсем Шупашкара заправкӑна кӗрсе тухнӑ.
Электрокарпа ҫул ҫӳрекенскерсен зарядки ларас патнех ҫитнӗ. Шупашкарта вӗсем «Чӑвашэнерго» предприятин заправки патӗнче чарӑннӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫутӑ зарядкин станцийӗ пирӗн республикӑра пӗртен пӗрре ҫеҫ-мӗн.
Шупашкарти электрозаправка станцийӗ тест мелӗпе ӗҫлет, ҫавна май машина аккумуляторне вӑл тулевсӗр зарядкӑласа парать. Запраквкӑпа усӑ курас тесен чип-карточка кирлӗ. Ӑна «Чӑвашэнергӑн» филиалӗнче тӳлевсӗр параҫҫӗ. Электромобиле регистрацилени пирки хут ҫеҫ ыйтаҫҫӗ.
Голландирен Германипе Финлянди витӗр килекенскерсем Хусанти, Елабугӑри, Ижевскри тата Пермьри ҫавӑн пек станцисене те ҫула май пахалассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри журналистсен шалӑвӗ пӗчӗк. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарнӑ та, ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Чи пысӑк ӗҫ укҫи илекен журналистсем Пермь крайӗнче пурӑнаҫҫӗ.
HeadHunter агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри журналистсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ҫапла, вӑтамран. Ку йышра пуҫлӑхсемпе вӗсен ҫумӗсем те, ахаль журналистсем те пур.
Мари Элта, Ӗрӗнпур тата Киров облаҫӗсенче калем ӑстисем пӗчӗк шалупа ҫырлахма тивет. Маларах асӑннӑ Пермь тӑрӑхӗнче уйӑхсерен вӑтамран 30-шар пире тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнче те журналистсен шалӑвӗ пирки хыпарланине вуланисенчен пӗри: «Патшалӑх МИХӗсенче ӗҫлекен журналистсене мӗншӗн пысӑк укҫа тӳлемелле вара? Тарҫӑсене никам та нумай тӳлемест», — тесе йӗпленӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Шупашкарти аэропорта ҫулсерен субсиди уйӑрнине пӗлтерет. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 2,5 хут нумайрах пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла майпа ун чух 5,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кӗмӗл Шупашкартан Ӗпхӗве тата Шупашкартан Питӗре каякан авиарейссен хакне чакарма кайнӑ. Кӑҫал 22,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал Шупашкара Росавиаци субсиди уйӑрмассине пӗлтернӗ.
2019 ҫулта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене ҫӳреме 60 ытла рейспа ҫӳреме субсиди парӗҫ. Списока Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 10 хула лекнӗ: Саранск (5 рейс), Хусан (18 рейс), Бугульма (5 рейс), Ӗпхӳ (9 рейс), Чулхула (6 рейс), Пермь (10 рейс), Ӗрӗнпур (3 рейс), Чӗмпӗр (1 рейс), Киров (1 рейс), Самара (10 рейс).
«Хам ҫуралнӑ кӗтес, чӑваш культури ҫинчен ҫӗр ҫинчи ҫынсем пӗлччӗр теттӗм яланах», — ҫапла пӗлтернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильм режиссерӗ Елена Рябцева «CinePromo» кинокомпание.
Асӑннӑ компани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче Раҫҫейӗн 20 ытла хулинче «Катарсис» пӗтем тӗнчери кинофестиваль иртет. Фестивале кӗртнӗ кинофильмсене Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Пермь, Киров, Ҫӗнҫӗпӗр, Екатеринбург, Псков, Владивосток тата ытти ҫӗрте кӑтартӗҫ. Фестиваль «Кинопроизводство со смыслом» (чӑв. Пӗлтерӗшлӗ кинопроизводство) ятпа иртет.
Асӑннӑ кинофорум программине кӗске метражлӑ икӗ фильм лекнӗ. Вӗсенчен пӗри — Елена Рябцева ӗҫӗ. «Юман» пирки эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх пӗлтӗмӗр. Фильм сюжечӗ Еленӑра (вӑл — ҫав ӗҫӗн сценарисчӗсенчен пӗри) тахҫанах ҫуралнӑ иккен. Экспедицие кайсан пӗччен пӗр хӗрарӑмпа паллашнӑ. Ывӑлӗшӗн тунсӑхлаканскер йыттине те ачин ячӗпе чӗннӗ иккен. Ҫав истори Елена чун-чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Сценарие ҫӗнетнӗ, контекста ылмаштарнӑ хыҫҫӑн «Юман» фильм ҫуралнӑ.
Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн малтанхи кунӗсем Пермьре тата Крымра пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кадетсене унта сбора илсе кайрӗҫ: 5-7-мӗш классене — Крыма, 8-11-мӗшсене — Перме.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пермьре ачасенчен хӑшӗсем хӑйсен воспитательне кӳреннӗ. Вӑл вӗсене тӗксе янӑ, усал сӑмахпа ятланӑ, япӑх сӑмахсемпе кӳрентернӗ имӗш.
Йывӑра илнӗскерсем Пермьри тата Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене ҫӑхавланӑ.
Воспитатель алӑ ҫӗклени тата сӑмахпа кӳрентерни пирки пӗлтернисен шутӗнче Чӑваш Енри сумлӑ та укҫаллӑ вырӑнсенче тар тӑкакан пуҫлӑхсен ывӑлӗсем пур-мӗн.
Шупашкарта вырнаҫнӑ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗнисен малтанхи кунӗсем ют хуласенчи сборсенчен пуҫланчӗҫ.
8-11-мӗш классенчи ачасем ӗнер Пермьри кадет корпусне тухса кайрӗҫ. Паян вара 5-7-мӗш классенчисем Крыма самолетпа ирхи 5 сехетре вӗҫсе кайнӑ. Шупашкарти аэропорта ачасенчен хӑшӗсем ирхи 2 сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Регистраци вӑхӑчӗ 2-рен 4-ччен пынӑ. Ҫавӑнпа ачасемпе вӗсене ӑсатакансен аэропорта ҫавӑн пек васкама тивнӗ.
Валентина Федорова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет кӗтекен 199 ачаран пӗрисем сак ҫинче ҫывӑх ҫынни ҫине пуҫ хурса тӗлӗрнӗ, теприсем лагере кайма ятарласа вӗреннӗ девиза ҫине-ҫине кӑшкӑрнӑ, виҫҫӗмӗшсем кофе ӗҫнӗ.
Яппунсен «Yunika» компанийӗ Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хӑпартма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Кун пирки асӑннӑ фирмӑн Раҫҫейри представителӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ май каланӑ.
Фирма ӗҫченӗсем республика тӗп хулинче нарӑсӑн 8-мӗшӗчченех пулӗҫ. Унччен вӗсем Чӑваш Енри строительство компанийӗсем хӑпартнӑ тата халь тӑвакан ҫуртсене ҫитсе курӗҫ, ку ӗҫ епле пурнӑҫланса пынине тишкерӗҫ, хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, яппунсен «Yunika» компанийӗ Раҫҫейре ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, ҫак тапхӑрта вӗсем Мускав, Пермь тата Ижевск хулисенче хӑйсен инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.
Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.
Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.
1-мӗш телеканалпа кӑтартакан «Наедине со всеми» кӑларӑм хӑни Надежда Павлова балет ӑсти пулнӑ.
Надежда Павлова балерина — СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 ҫул тултарчӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑннӑ.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ — Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Пурнӑҫри йывӑр самантсенче шӑпах вӑл ӑна ӑшӑ сӑмахпа, ҫул кӑтартнипе пулӑшнине те Надежда Павлова пытармарӗ.
Кӑларӑмра тем пирки те аса илчӗҫ: ачалӑха, пурнӑҫри йывӑр самантсене, ҫитӗнӗве, хӑйне ӑмсанакансене епле йышӑннине.
Ижевскра пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне чикансене сутнӑ. Ачана машинӑна лартнӑ та Пермь хулине илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗпренчӗкне 12 пин тенкӗпе сутнӑ. Унта ӑна 15 ҫулти арҫын ачана качча панӑ. Хӗрача кунашкал пурнӑҫа чӑтайман — тапӑртан тарнӑ. Вӑл халӗ Питӗрте пурӑнма пултарать.
Ку тӗлӗшпе следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев пырать. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ ача нумай ҫуратнӑ, вӗсене тивӗҫлипе пӑхмасть. Ҫавӑнпа вӑтам хӗрӗ Пермьрен шӑнкӑравласа япӑх пурӑнни пирки пӗлтерсен те, макӑрсан та вӑл пӗрре те кулянман.
Хӗрарӑм кун пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн унпа пӗлӗшӗсем калаҫма пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |