Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ПЕнза

Пенза хулинче иртекен Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиади ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Спартакиадӑн юлашки тапхӑрӗнче вара пирӗн ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Марина Сизова (тренерӗ — С.В. Смирнова) 100 метр тӑршӗ чупура — 11.98 секунд кӑтартупа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнисӗр пуҫне, хӑйӗн ӑмӑртури кӑтартупа республикӑра ҫӗнӗ рекорд лартнӑ.

Пысӑк кӑтартусене 200 метр тӑршшӗ чупура Кристина Перова (тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.Т. Егорова) та тунӑ. Вӑл дистанцийӗ 24.80 секунд кӑтартупа вӗҫлесе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 1 500 метр дистанцире япӑх мар кӑтартусене Алевтина Арбузова (тренерӗ — И.И. Углев) тунӑ, ун кӑтартӑвӗ — 4:31.89 — кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме май панӑ. Тата тепӗр пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева (тренерӗсем — Н.А. Захаровпа Г.И. Архипова) «кӗмӗле» тивӗҫнӗ.

Ентешсен спортри ҫитӗнӗвесене сӑнаса пынӑ майӑн чун чӑнах та хӗпертет. Пирӗн спортсменкӑсене малашлӑхра та ҫӗнтерӳ картлашкинче яланах тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑма сунас килет.

 

Чӑваш пикисен маттурлӑхӗ чӑнахах та тава тивӗҫ. Вӗсен спортри ҫитенӗвӗ республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн спортсменкӑсемпе эпир тивиҫлипех мухтанма пултаратпӑр.

Ытларикун, утӑн 22-мӗшӗнче Пенза хулинче VI Раҫҫейри вӗренекенсен ҫуллахи Спартакиадӑра ирӗклӗ мелпе кӗрешнипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унта 46 килограмм таран йывӑрӑ категоринче пӑхӑр медале Вӑрнар районӗнчи АҪСШра вӗренсе тухнӑ, халӗ ЧУОР-СДЮСШОР-5 студенки Иванова Анастасия ҫӗнсе илнӗ.

Настьӑна тата унӑн тренерӗсене — Егорова Д.Г. тата Львова Ю.Г. — медале ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, спортра малашлӑхра та ҫитенӳсем тума сунатпӑр.

 

Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ
Конкурса Николай Архипкин хӑй те хутшӑннӑ

Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.

Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ.

Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 06

1905
120
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
51
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
15
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй