Ҫу уйӑхӗнчи уявсенче Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пирӗн пата килекен пуйӑссен шучӗ нумайланӗ.
Шупашкартан хушма пуйӑссем ҫу уйӑхӗн 2, 3, 7, 8, 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗҫ, Мускавран хушма рейс ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Сӑмахран, 228/227-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12:55 сехетре хускалӗ, Мускава тепӗр кунхине 03:20 сехетре ҫитӗ. Вӑлах Шупашкартан Мускава ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 22:45 сехетре хускалӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫу уйӑхӗн 13:10 сехетре пулӗ. Расписание хушма рейссем те кӗртнӗ. Вӗсемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулсен сайтӗнче паллашма пулать.
Хӗрлӗ Чутай районӗн арҫынни Мускавран килме тухсан ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Щелково автовокзалӗнче киле килме билет туяннӑ. Анчах Чӑваш Ене ҫитеймен.
Дмитрий Бахметьев Мускавра 10 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл 29-та. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Дмитрий ку таранччен кун пек ҫухалса ҫӳремен.
Дмитрий патне шӑнкӑравласа ҫитме ҫук, телефонӗ ҫутӑ мар. Ҫухалнӑ чухне унӑн пӗрле хура чӑматан пулнӑ.
Дмитрий Бахметьева курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку тивӗҫе Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл ӗҫрен кайнӑ.
Аса илтерер: 50 ҫулти Светлана Губанова ку должноҫе килнӗренпе ҫулталӑк та ҫитмен. Вӑл – Мускавран. Ун пирки тӗнче тетелӗнче информаци сахал. Вӑл НТВ телеканалта малтан – журналистра, унтан продюсерта ӗҫлени паллӑ.
Хальлӗхе директор тивӗҫӗсене Марина Макарова пурнӑҫлать.
Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн ассоциацийӗ Шупашкар мэрӗ пулнӑ Алексей Ладыкова Раҫҫейри чи лайӑх мэр тесе палӑртнӑ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫсейри муниципалитет форумӗ иртнӗ. Унта Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин элчисем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, сенаторсем, муниципалитет ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Форумра тӗрлӗ номинаципе чысланӑ. Алексей Ладыкова "Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ертӳҫӗ" номинацире палӑртнӑ.
Палӑртмалла: Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацине 10 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Республикинчи тулли праваллӑ элчи.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫынна Мускаври яшсем улталанӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар арҫынни тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче электрон сигарет сутасси ҫинчен пӗлтернине курнӑ. Тавара туянас тесе вӑл банк картти ҫине 15 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Анчах тавар илесси пулман.
Йӗрке хуралҫисем халӗ Мускаври икӗ яша тытса чарнӑ. Ҫавсем асӑннӑ мелпе ҫӗршывӑн тӗрл регионӗнчи ҫынсене улталанӑ. Ҫамрӑксене Мускаври йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шупашкар арҫыннине улталанӑ тӗслӗхпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине ярса панӑ.
Чӑваш каччи 1941. «Крылья над Берлином» ҫар драминче ӳкерӗннӗ. Фильм режиссёрӗ – Константин Буслов.
Ҫав ӗҫри летчиксенчен пӗрин сӑнарне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа каччи Владимир Тяптушкин калӑпланӑ.
Владимир Тяптушкин Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Мускаври Пӗчӗк театрта ӗҫлет. Чӑваш каччи спектакльсенче вылять, кинора ӳкерӗнет.
«1941. Крылья над Берлином» фильма, сӑмах май каласан, кинотеатрсенче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ.
Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Алексей Игнатьев шапашран килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа Мускавран тухассине каланӑ. Анчах киле паянхи кун та ҫитеймен.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл каллех шӑнкӑравланӑ, анчах палламан номертен. Ун чухне Алексей ҫул укҫи куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Алексей Мускавра электрогазосварщикре 5 ҫул официаллӑ майпа ӗҫленӗ, ку таранччен унашкал лару-тӑру пулман. Вӗсем халӗ Алексей патне те, вӑл ӗҫлекен организацие те шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ.
Арҫынна "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш алфавичӗн тата пӗрремӗш чӑваш букварӗн авторӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫавна Мускаври чӑвашсем паян Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫинче пухӑннӑ. Йышра Иван Яковлевӑн тӑхӑмӗ Сергей Некрасов та пулнӑ.
Унта пухӑннӑ ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсем Иван Яковлева асра тытнине, ӑна сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Волшебный шаг Надежды Павловой» (чӑв. Надежда Павлован асамлӑ тӗнчи) курав уҫӑлӗ. Ӑна СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халалланӑ.
Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ.
«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |