Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк.
Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ».
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне ҫулсеренех Ҫырупа тухать. Кӑҫалхине вӑл ҫитес эрнере, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшенче, шӑп та лӑп кӑнтӑрла вулӗ.
Ҫырупа паллаштармалли пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗҫ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енӗн Правительствин, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ҫывӑх вӑхӑтра тата малашлӑхра мӗн туса ирттермеллине палӑртӗ.
Савӑнӑҫлӑ пуху епле иртнине «Россия 24» телеканалпа, Наци телекуравӗпе пӑхма тата Чӑваш Енӗн Наци радиовӗпе итлеме май килӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те ҫав кун тӳрӗ эфирта трансляци пулассине шантараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Ку ӗҫе ахаль чухне ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑваттӑмӑр-ха та, ҫавах та кӑшт каярах тусан та пӑсмӗ тесе шутлатпӑр.
2017 ҫул малтанхинчен ҫӑмӑлрах пулчӗ. Укҫи-тенки енчен те, ытти тӗлӗшпе те. Енчен те унччен пирӗн сайта кунне 200-300 ҫын кӗретчӗ пулсан, 2017 ҫулта ҫак кӑтарту 300-500 ҫын таран хӑпарчӗ. Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр. Уйрӑм палӑртмалла — хыпарсене вулакансен йышӗ те самай ӳсрӗ. Енчен те 2016 ҫулта пӗр-пӗр хыпара 50-80 ҫын вулани питӗ пысӑк ҫитӗнӳччӗ пулсан, пӗлтӗр вара 300-500 таран вуланӑ хыпарсем те пулчӗҫ. Ку вӑл — сайт аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсем. Кӑҫал та ҫак ӳсӗме ҫухатас марччӗ тесе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр!
Пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан ҫитӗнӳ — хамӑр сайта МИХ (массӑллӑ информаци хатӗрӗ) пек регистрацилени. Паллах, ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн яваплӑх та ӳсрӗ, анчах усси ҫавах ытларах пулчӗ теме пулать. Пӗрремӗшӗнчен эпир ҫырусем ҫырса тӗрлӗ информаци ыйтса илме май илтӗмӗр.
Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ __/news/17834.html|пӗлтернӗччӗ_ . Хальхи вӑхӑтра кубокӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ иртет. Ӗнер Германинчи Оберхофра хӗрарӑмсем спринта чупрӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче те комментатор Чӑваш Енри биатлон центрӗ пирки аса илчӗ. Анчах вӑл хальхинче строительсене ӳпкелерӗ.
Тӗрӗссипе чӑрмавӗ — ҫӗрте. РФ харпӑрлӑхӗнчи вӑрманпа усӑ курма Раҫҫей Правительстви ирӗк пани кирлӗ пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӗре Шупашкарти олимп резервӗллӗ 2-мӗш спорт шкулӗн харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Что? Где? Когда?» ӑс-тӑн вӑййине Шупашкарти 18-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Тихонова ыйтӑвӗ телкеуравҫӑсен ушкӑннӗ вӑййӑн ӑстисене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗн ыйтӑвне вӑйӑ 5:5 шутпа танлашнӑ хыҫҫӑн пачӗҫ.
Ольга Тихонова хӑй ыйтӑвне 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Вӑл тӑсӑкла ҫемҫе теттепе ҫыхӑннӑ. Телевӑййа хутшӑнакансем ку тетте йӗлтӗре транспортра тӑхӑнтартмалли хатӗр тесе шухӑшларӗҫ. Анчах вӑл фонендоскоп (этемӗн шалти органӗсене итлесе пӑхмалли хатӗр) инструмента ачасенчен, вӗсем хӑрасран, пытарма шухӑшласа кӑларнӑ иккен.
Телекуравҫӑсен ушкӑнне кашнине 461 пин те 463-шер тенкӗ тивӗҫрӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти Ольга Тихоновӑна та.
Хусан ҫывӑхӗнчи Залесный поселокӗнче пурӑнакан Николай Губанов мечӗтре сурӑх пуснине вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Николай Губанов «ҫитмӗлтисен шутне ҫак уйӑхра кӑна кӗнӗ-ха», хыпарлать Константин Малышев. Тахҫанах асатте тата кукаҫей ятне илтнӗскерӗн тӗп хулара пурӑнма тытӑнни те пайтах пулать, ӗҫӗ те ҫӑмӑлли пулман иккен.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче вӑл Хусанти 2-мӗш профтехучилищӗре вӗреннӗ. Ҫартан таврӑнсан ҫул-йӗр техникумне пӗтерет те «Казаньстройтрансӑн» автогаражӗнче слесарьте ӗҫлеме пуҫлать. Унтан бригадирта, механикра, участок пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ӗҫе тирпейлӗ пурнӑҫланӑран ӑна тутарсем сурӑх пусма чӗнеҫҫӗ иккен, вырӑнти мечете кайса та ҫак ӗҫе пурнӑҫлать вӑл.
Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух.
Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ.
Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ.
«Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ.
«Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура.
Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ.
Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» телепроекта иртнӗ вырсарникун, раштав ууйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр ача хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ-ха.
«Ҫӑлтӑрсем тата Галактика пирки вӑл йӑлтах пӗлет. паян вӑл хӑй те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑрӗ. Вӑл планета пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗлет», — ҫапларах паллаштарчӗ Шупашкарти 110-мӗш ача пахчине ҫӳрекен пилӗк ҫулти Максим Казынкинпа кӑларӑм ертӳҫи Максим Галкин.
Планетӑсем юрӑ юрлакан мультфильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ача планетӑсемпе космос ҫинчен мульфильмсем пӑхма, кӗнекесемпе тата карттӑсемпе паллашма пуҫланӑ. Халӗ вӑл ӑслӑлӑх фильмӗсемпе кӑсӑкланать.
Кӑларӑма ачана амӑшӗ Катя тата ашшӗ Сергей илсе пынӑ.
Швецинчи Эстерсунд хулинче иртнӗ Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, хӗрарӑмсем 7,5 километра спринта чупнӑ чух Дмитриев Губерниев телекомментатор Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта |пӗлтернӗччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ, сӑмах май, тепӗр кунне ҫырнӑччӗ. Дмитрий Губерниев каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче Францинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӗрарӑмсем спринта тухсан Дмитриев Губерниев каллех Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине Раҫҫейӗпех калаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ телекомментатор.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Элтепер битлон центрӗ тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Укҫа уйӑрнӑ иккен, анчах ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ саманта пула строительство урӑх вӑхӑта куҫнӑ — биатлон центрне килес ҫул хута ярасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |