Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем.
Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.