Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те.
«Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ.
Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта.
Журналиста тапӑннӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах Ханты-Манси автономи округӗнче пулса иртнӗ. Унти бизнес-центрта Нижневартовскри «Мегаполис» каналӑн телеоператорӗ туризм фирмин вывескине ӳкерес тенӗ. Ҫавна асӑрхасан офисран турфирмӑн пуҫлӑхӗ чупса тухнӑ. Илья ятлӑ оператор тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, хайхискер камерӑна туртса илме пуҫланӑ. «Пӑвас патнех ҫитрӗ», — тенӗ ҫамрӑк ҫын мӑйӗнчи хӗрлӗ вырӑнсене кӑтартса. Усламҫӑ камерӑри флешкӑна туртса кӑларнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне ҫийӗнчех полицейскисене чӗнсе илнӗ.
Турфирмӑн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна журналиста ӗҫлеме кансӗрленӗшӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Ӑнланмалла мар ӗҫ-пуҫ ҫинчен кӗпӗрнаттӑра пӗлтернӗ.
«Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет.
Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать.
Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӗпӗрнаттӑрсен медиатанлаштарӑмне лекнӗ. Кун пирки Медиалогин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне кӑрлач уйӑхӗнчи пӗтӗмлетӳсене шута илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаев Элтепер тивӗҫне кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Апла пулин те темиҫе кун хушшинче вӑл палӑрма ӗлкӗрнӗ, медиатанлаштарӑма лекнӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Олег Николаев топ-4 списока лекнӗ. Пӗр уйӑхра унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 2576 хутчен асӑннӑ. Пӗтӗмӗшле танлаштарӑмра вара 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш ҫыравҫисен ячӗллӗ урамсем пулӗҫ-и? Асӑннӑ хулари «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова асӑрханӑ тӑрӑх, унта ҫыравҫӑсен ячӗллӗ пӗр урам та ҫук.
Калем ӑсти Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра 1983-2005 ҫулсенче пурӑннӑ Николай Ытарая аса илнӗ. Ҫав ҫурт ҫине мемориал хӑми те ҫакса хунӑ. Тутарстанра ҫуралнӑскер, унта профессионал ҫыравҫӑ пулса тӑнӑскер Чӑваш Енре хваттер илме ӗмӗтленнине ӑнланма пулать. Йывӑрлӑхпа ӳснӗ Николай Ытарай ача чунӗллӗ пулни унӑн хайлавӗсенче курӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл ача ҫуртӗнче воспитательте, клуб директорӗнче, учительте ӗҫленӗ. Талпӑнуллӑ ҫамрӑка райкомра асӑрхаҫҫӗ. Хусана комсомол путевкипе юриста вӗренме яраҫҫӗ. Пединститутра та вӗреннӗ вӑл. Анчах чунӗ те, алли те калем еннех туртӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ чӑваш ҫыравҫине халалласа урам ятне памалла тесе маларах асӑннӑ Ирина Павлова сӗннипе (ҫыравҫӑсем те, тен, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пулӗ) хула ертӳҫисем килӗшсен, чӑн та, аван пулмалла.
Ҫак самантра Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗринче ҫарамасланса ташланӑ Лиана Гавриловӑна «Россия 1» телеканалпа пыракан «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра кӑтартаҫҫӗ. Пӑтӑрмах, аса илтерер, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ.
Кӑларӑма 18-ти хӗре чӗннӗ. Вӑл хӑйне такам тем ярса панӑ, ҫавӑнпа хӑйне ҫапла тытнӑ тесе ӗнентерме хӑтланчӗ. Мӗн пулса иртнине астумастӑп тесе каларӗ пике. Куҫҫульне тӑтӑш шӑлчӗ вӑл.
Кӑларӑма хӗрӗн тӑванӗ («брат» терӗҫ. Те пиччӗшӗ, те шӑллӗ) те пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчен хӗрӗн амӑшӗ Ирина та килсе ҫитнӗ. Ун пек лару-тӑрӑва такам те лекме пултарать тесе шухӑшлать амӑшӗ.
Тележурналистсем Гавриловсен килӗнче те пулнӑ. Амӑшӗ те хӗрӗшӗн кулянать. Айванланнӑ, тем ярса панӑ пуль тесе каларӗ вӑл.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӑван чӗлхене вӗрентни йӑла-йӗркене упраса хӑварма пулӑшать тесе шухӑшлать. Олег Николаев наци чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫе малалла тӑсма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен ТАСС пӗлтерет.
«Чӗлхене упраса хӑварма тата аталантарма тӗллевлӗ мероприятисем ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӑлана кӗнӗ хаклавсене, культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑвармалла. Ҫапла майпа ҫынсен тӑван чӗлхене, чӑваш чӗлхине, тутар чӗлхине, мордва чӗлхине вӗренес килтӗи. Чӑваш Республикинче ҫак национальноҫсем самай йышлӑ», — ҫак шухӑша палӑртнӑ Олег Николаев.
«Пирӗн республика нумай нациллӗ. Республикӑра чӑвашсем — 60 ытла процент. Ку вӑл самай пысӑк процент», — тенӗ Олег Николаев.
Ӗнер, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтерерӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ИТАР-ТАСС информаци агентствин, «Комсомольская правда – Москва» хаҫатӑн тата «Мир» телерадиокомпанин Шупашкара, ЧР Правительство ҫуртне, килнӗ журналисчӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
МИХсенче ӗҫлекенсене республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫи команда йӗркелессипе тата регионта туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсем кӑсӑклантарнӑ.
Олег Николаев Правительствӑн хальхи структурине тӗплӗн тишкерсе хаклама палӑртнине пӗлтернӗ. Ҫак ыйтӑва вӑрах тӑхтамасӑр татса парасшӑн.
Аса илтерер: ӗнер ЧР Правительствине отставкӑна ячӗҫ. Ӗнерех ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева тата Светлана Енилина министра ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусенче палӑртнӑ тӑрӑх хакласан, ҫемҫе пукансене вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пушатнӑ.
Арсений Яйцов купӑсҫӑна пирӗн республикӑри культура ӗҫченӗсем пӗлеҫҫех-тӗр. Нумаях пулмасть вӑл «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗнче пулнӑ. Планерка вӑхӑтӗнче кӗтмен ҫӗртен кӗрсе тӑнӑ хӑнана калем ӑстисем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ. Вӑл купӑспа лезгинка, «Барыня», «Джими-Джими» тата ытти юрӑ кӗввине каланине ҫӑвара шыв сыпнӑн итленӗ. «Ҫумӑр ҫӑвать» юрра та («Юржи юреш» ҫапла куҫать иеккен вӑл ҫармӑсла) янӑратнӑ купӑсҫӑ.
65 ҫулхи Арсений Яйцов — РФ тата Мари Эл культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пулса хӑйӗн хӗрӳлӗхӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗскер 14 ҫӗршыва ҫитме ӗлкӗрнӗ. Темиҫе ҫул каялла вӑл ыр кӑмӑллӑх концерчӗсемпе ҫӳреме тытӑннӑ. Ача пахчисемпе йӗтем ҫинче те, пульницӑсемпе тӗрмесенче те концерт кӑтартнӑ.
Унӑн архивӗнче Людмила Зыкинӑпа, Евгений Леоновпа тата Анатолий Папановпа, Александр Розенбаумпа, Захар тата Анастасия Заволокинсемпе тата ыттисемпе ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксем хаклӑ реликви евӗр упранаҫҫӗ.
Тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине кӑмӑллаканскер валли Иван Христофоровӑн «Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ» юррине хӑй вӑхӑтӗнче ӑна ҫармӑсла куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |