Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗ тепӗр пултаруллӑ ҫынна ҫухатрӗ — ҫут тӗнчерен Чӑваш халӑх артистки Елена Шорникова уйрӑлса кайрӗ.
Шорникова Елена Васильевна 1912 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Уйкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Шупашкар театр техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылянӑ.
Театрта пурӗ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Ҫамрӑк та илӗртӳллӗ хӗрсен сӑнарӗсене нумаях паман Елена Васильевнӑна, тӗрлӗ халӑх хӗрарӑмӗсен ролӗсене выляма тивнӗ. Паллах, хӗрсен ролӗсем те пулнӑ ӗнтӗ: «Кушарти» Лисук, «Аслатири» Катерина, «Лиза Коротковӑри» тӗп сӑнар тата вӗренсе тухнӑ чухнехи чи пӗрремӗш пысӑк роль — Виринея.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |