Ҫапла, Сурхури тӗлӗнчех курнӑҫнӑ-ха, анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр те. Айхи тусӗсем тӗлпулни пирки республикӑн Культура министерстви паян пӗлтерчӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн тусӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем республикӑн наци вулавӑшне пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан (Мускавран, Питӗртен, Хусантан) ҫитнисем кӑна мар, Швецири хӑнасем те пулнӑ.
Пуҫтарӑннисем Г. Айхин, Б. Пастернакӑн, В. Хлебниковӑн, А. Крученыхӑн, А. Мирзаевӑн, Д. Воробьевӑн сӑввисене каланӑ май гитарӑпа каланине итленӗ, Айхин ҫырса илнӗ сассипе киленнӗ.
Вулавӑшра Айхин икӗ кӗнекин хӑтлавне те йӗркеленӗ. Пӗри — пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Айхи кунне ирттернӗ май кун ҫути кӑтартнӑ «Семь стихотворений» ятли, тепри — «Книга горизонта». Юлашкинчен асӑннине купӑс евӗр кӑларнӑ.
Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял вулавӑшӗ «Слакпуҫӗнчи сӑвӑҫ» ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Светлана Михайлова библиотекарь вулавӑша пухӑннисем валли хатӗрленӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин классикӗ» электрон хӑтлавпа паллаштарнӑ.
Мероприятие хутшӑннисем паллӑ сӑвӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллашнӑ. Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланипе вӗҫленнӗ.
Мероприяти иртсе кайни Константин Иванов пирки вулавӑш маннине пӗлтермест. Унта халӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин никӗслевҫи» курав-портрет ӗҫлет. Унта та поэтӑн тӗрлӗенлӗ пурнӑҫӗпе паллашма май пур.
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.
Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн «Салам» ушкӑнӗ ҫак кунсенче хӑйӗн 15 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уява артистсем тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерта 35-ӗн хутшӑнчӗҫ. «Саламҫӑсене» уяв ячӗпе Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, Кӑкшӑмри вулавӑш ертӳҫи Н.П. Бундина, ялти «Родничок» ача пахчи ертӳҫи Л.Ю. Ястребова, «Заветы Ильича» колхозӑн профком председателӗ В.В.Князева саламларӗҫ. «Салам» ансамблӗн ертӳҫи баянист А.В.Шаров, Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн ертӳҫи Е.А.Шарова, ансамбль солисчӗсем Ирина Семенова, Елена Орлова, Алина Федорова, Надежда Мурзина, Елена Яковлева Кӑкшӑмӑм ял администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
«Салам» ансамбль 15 ҫул хушшинче чылай фестивальте, «Акатуйра» малти вырӑнсене йышӑннӑ. 1999–2014 ҫулсенче ҫулленех Хисеп Хучӗсем, Тав сӑмахӗсемпе Тав хучӗсемпе Дипломсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. «Саламҫӑсене» Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта тата ытти ҫӗрте те куракансем яланах кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Салам» ансамблӗ «На завалинке» тата «Поченарочка» ушкӑнсемпе пуянланнӑ. Ку ушкӑнра Пӑчанар ялӗнче пурӑнакан пенсионерсем халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтараҫҫӗ.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2013 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача пахчисене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Культура ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Григорьев, «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗх председателӗ А.Кузнецов тата ытти сумлӑ хӑна хутшӑннӑ.
Концертра чи лайӑх юрӑсене шӑрантарнӑ. Унта «Мариинский» халӑх театрӗ, культура ҫурчӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем, «Салампи» ансамбль, «Звездный» ташӑ ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Григорьев хӑйӗн сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсене тав тунӑ, вӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе чылай мероприяти ирттернине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал районти юбилейлӑ 65-мӗш Акатуйра алӑ тытса чи вӑрӑм сӑнчӑр йӗркеленӗ, Андриян Григорьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявланӑ.
Сӗнтӗрвӑррисемшӗн кӑҫалхи ҫул тухӑҫлӑ иртнӗ темелле. Ӗсмелти тата Ҫичӗпӳрт ялӗсенчи культура ҫурчӗсем 400 пинлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Паллах, ҫаксем йӑлтах район ҫыннисене савӑнтарнӑ.
Мероприяти вӗҫленес умӗн уява килнисем Культура ҫулталӑкӗнче Литература ҫулталӑкне куҫнӑ. «Чипер кай, культура ҫулталӑкӗ! Килех, Литература ҫулталӑкӗ!» — кӑшкӑрнӑ залра ларакансем.
Чӑваш Енре Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна май республикӑри районсенче концертсем йӗркелеҫҫӗ. Владимир Путин Раҫҫейре Культура ҫулталӑкне обществӑна культура ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, культурӑпа истори еткерне сыхласа хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчи клуб музейӗнче Культура ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӳллӗ концерчӗ иртнӗ.
Ҫак кун Апаш клубне ку тӑрӑхри пур пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ: «Ивушка» хор ушкӑнӗ, «Импульс» ташӑ ушкӑнӗ, «Шурӑ акӑш» хор ушкӑнӗ, «Ӳнер сӑмахӗ» клуба ҫӳрекенсем тата Апашри халӑх театрӗ.
Концерт халӑха килӗшнӗ. Ку кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинчен те паллӑ пулнӑ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче культура ҫулталӑкне официаллӑ майпа хупнӑ. Районти чи лайӑх художество пултарулӑх ушкӑнӗсем, солитсем ҫав ҫӗнӗ репертуарпа куракан умне тухнӑ. Культурӑпа кану центрӗнчи фойере вара Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан буклетсен, сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене те илсе пынӑ.
Паллӑ ҫынсем тенӗрен, Патӑрьел тӑрӑхӗ Геннадий Айхие, Митта Ваҫлейне, Василий Давыдов-Анатрине, Алексей Талвира, Авраам Бурундукова, Юхма Мишшине, Раиса Сарпине тата ыттисене парнеленӗ.
Культура ҫулталӑкӗнче районта самай ӗҫ туса ирттернине палӑртса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче культура учрежеднийӗсене юсаса ҫӗнетнине те, чиркӳсемпе мечетсене юсанине те, музейсене аталантарнине те, пултарулӑха аталантарма условисем туса панине те.
Районта тӗрлӗ халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑннине палӑртнӑ. «Шӑнкӑртам вулавӗсем», «Ураза-Байрам», «Мавлюд» уявсем ирттерни те ҫавнах ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ ялсене тухса ҫӳресе халӑха савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗн культура ҫуртне Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Концерт халӑх пултарулӑхӗн уйӑхлӑхӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ҫапла майпа ку тӑрӑхрисем Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе ӑна хупнӑ.
«Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗн ӳнер ертӳҫи — Луиза Митрофанова, аккомпаниаторӗ — Илья Степанов.
Концертра сцена ҫинче юрӑсем, такмаксем, шӳтсем янӑранӑ, ташланӑ. Куракансем вӗсен пултарулӑхӗпе киленсе мӗн концерт вӗҫленичченех хыттӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна чӑннипех сумлӑ ӗҫ тесе хакламалла. «Чӑваш литературин антологийӗ. Драматурги» кӗнекене тӗрлӗ вӑхӑтри авторсен ӗҫӗсем кӗнӗ.
Тӗрлӗ жанрлӑ драма хайлавӗсем шутӗнче Спиридон Михайлов (Янтуш), Гурий Комиссаров (Вантер), Михаил Акимов, Мӗтри Юман, Энтри Турхан, Федор Павлов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Михаил Акимов-Аруй, Георгий Тал-Мӑрса (Зайцев), Николай Ефремов, Михаил Юрьев, Петр Осипов, Николай Айзман, Ехрем Еллиев, Александр Кӑлкан (Антонов), Ефим Никитин, Ираида Петрова (Нарс), Василий Ржанов, Николай Терентьев, Геннадий Терентьев, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Геннадий Медведев, Александр Пӑртта (Степанов), Николай Сидоров, Николай Угарин, Марина Карягина ӗҫӗсем пур.
Кӗнекен ум сӑмахне филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов тата филологи наукисен кандидачӗ Е.Р. Якимов ҫырнӑ. Кӗнекене Е.Р. Якимова пухса хатӗрленӗ. Художникӗ — В.Н. Гончаров. Кӗнекене 2300 тиражпа пичетленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |