Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Антон Чеховӑн калавӗсемпе ҫырӑвӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсем «Пурнӑҫ темрен те паха!» кӗнекене кӗнӗ.
Кӗнекене Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» фонд тата Самарти «Садовый центр Веры Глуховой» компанисен ушкӑнӗ кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ.
Кӗнеке пысӑк тиражпа тухман — 1000 экземплярпа. Анчах ӑна вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа аслисем таранах алла тытса вулама пултараҫҫӗ.
Умсӑмаха Валерий Туркай «Чехова вуламаллах!» ят панӑ. Валерий Владимирович Антон Чеховӑн пултарулӑхне, унӑн хайлавӗсене тахҫанах килӗштернине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ку ӗҫе, унӑн калавӗсемпе ҫырӑвӗсене куҫарассине, тытӑннӑ. Кӑна хаваспах, тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ вӑл.