К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ гастрольсене малашне ҫӗнӗ автобуспа ҫӳреме тытӑнӗ. Пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ культура учрежденине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев автобус уҫҫине тыттарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр юбилея 30-мӗшӗнче палӑртрӗ. Унта республика ертӳҫи те хутшӑннӑ. Вӑл театрӑн артисчӗсене саламланине эпир пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пулнӑччӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Театр валли 3 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан автобус уйӑрнӑ. Транспорта республика хыснинчи укҫипе туяннӑ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакансем ялти палӑкшӑн пӑшӑрханнине «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Александр Белов журналист пӗлтернӗ.
Ҫав ялтах пурӑнакансен пӗр пайӗ унта чиркӳ тума ӗмӗтленет. Тӗне ӗненекенсен ҫуртне хӑпартса лартма палӑк кансӗрлет имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка куҫарас сас-хура сарӑлнӑ иккен.
Сӑмах май хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер. Пӗлтӗрхи кӗркунне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Вера Титова журналист Иккассинче чиркӳ те пуласси, палӑка та тӗкӗнмессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гельметдинов калани тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ватӑ панулмисене касма тивнине, анчах палӑка куҫармассине ӗнентернӗ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявлать. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр сцени ҫинче артистсене саламланӑ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пур.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 1972 ҫулта Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтанпа уншӑн Чӑваш академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл вун-вун сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ, халӑхӑн юратнӑ артисчӗ пулса тӑнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Любовь Федоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла кӗлӗ кӗнекисем пичетленнӗ. «Кӗлӗ — пирӗн хӳтлӗхӗмӗр» брошюра кӑҫал улттӑмӗш хут тухнӑ. Хальхинче вӑл 5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Калӑпӑшӗпе пӗчӗк пулнӑран ӑна кӗсьере чиксе ҫӳреме те пулать. Унӑн редакторӗ тата куҫаруҫи — В.Г. Григорьев, ӳнерҫи — Н.В. Андреева.
«Критри Андрей святойӑн Аслӑ Канонӗ» кӑларӑма хатӗрленӗ чухне 1907 ҫулта Чӗмпӗр хулинче тухнӑ «Сборникъ молитвъ, песнопений и чтений изъ службъ Триоди постной» ятлӑ кӗнекепе усӑ курнӑ. Ку хыпара Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова пӗлтерет. Чӑвашла ку кӗнекене 3 пин экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — В.Г. Григорьев, ӳнерҫи — Н.И. Орлова.
Камсен юррисене янӑратать «Тӑван радио»? Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи эпир унчченхи хыпарсенчен пӗринче асӑннӑ «Киремет tv» ушкӑнра шӑп ҫак ыйту тавра пуҫ ватаҫҫӗ.
Постне вырӑсла ҫырнӑ-ха, ҫапах та эпир чӑвашла куҫарар: «Каллех Тӑван радио. Вырӑсла юрлакан, анчах Чӑваш Енре пурӑнакан юрӑҫсен ӑҫта каймалла?» — хурав шырать унта пӗри. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тӑван радиора» ытти каналпа та янӑракан Раҫҫей поп-музыки нумай, анчах хамӑр патри авторсен сахал.
«Тӑван радион» музыка редакторӗ Петр Вунберов радиостанцин тӗп формачӗпе килӗшӳллӗн вӗсен музыка архивне чӑваш тата вырӑс поп-музыки ытларах кӗнине ӑнлантарнӑ. Рэп-юхӑмӗллисем сахал лекнӗрен юрӑҫа вӑл урӑх радиостанцисемпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Киремет tv» вара «Тӑван радио» ют авторсен вырӑс рокне те, поп-рокне те ҫителӗклӗх янӑратать, хамӑрӑннисем валли вара вырӑн ҫук тесе ҫирӗплетет.
Ҫак кунсенче Саха (Якут) Республикинче регионсем хушшинчи «Биир кун» телекурав конкурс иртет. «Биир кун» тенине якут чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Пӗр хӗвел айӗнче» тени пулать.
Чӑваш Енрен унта Вероника Пинеслу юрӑҫ хутшӑнать. Конкурса хутшӑнакан тӗрлӗ регионти этнопоп юрӑҫсенчен чи маттурине эпир, куракансем, палӑртма пултаратпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртекен гала-концертра паллӑ пулӗ.
Чӑваш хӗрӗ Вероника Пинеслу «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах» (авторӗсем — Алина Тайпи тата Александр Быковский) юрра шӑрантарать. Уншӑн сасӑлас кӑмӑллисен 5577 номер ҫине «Шоу 3» тесе СМС ямалла.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Вероника Пинеслу Казахстанра иртнӗ Навруз-байрама хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Киремет tv» ушкӑнра концерт пуласси ҫинчен пӗлтернинче йӑнӑш кайнине сӳтсе яваҫҫӗ.
«Ҫак пӗр афишӑра кам миҫе йӑнӑш курать?» — тесе ҫырнӑ унта. Поста сӗнни виҫӗ йӑнӑш асӑрханине пӗлтерет.
Пӗр-пӗр саспалли сиксе юлнипе е саспаллисем вырӑнпа ылмашса ларнипе ҫыхӑннӑ йӑнӑш мар-мӗн унта. Юрӑҫсен хисеплӗ ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ. Чӑвӑш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсене: Сергей Кувшинова, Виталий Адюкова, Елена Османована — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тесе ҫавӑрттарса хунӑ. «Ҫак йӑнӑшлӑ афишӑна тӗнче курмалла Инстаграма вырнаҫтарма та именмеҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланать пост хуҫи.
Йӑнӑша сӳтсе явма «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алина Изман та хутшӑннӑ. Вӑл афиша пирки Кувшинов юрӑҫпа калаҫнӑ-мӗн. Хайхи юрӑҫ Петухова (вӑл камне пӗлместпӗр. — Т.Т.) ҫапла хатӗрленине пӗлтернӗ. «Халь вара вилмелле-и уншӑн? Маншӑн ҫавах: хуть заслуженный артист Америки тетӗр, хуть те мӗн ҫырччӑр», — хуравланӑ иккен хаҫатҫӑна юрӑҫ.
Шупашкара килнӗ май Мускаври Третьяков галерейин куравсен пайӗн ертӳҫи Нина Дивова Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Константин Яковлевпа тӗл пулнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем республикӑри музейсене тӗнчипе паллӑ галерейӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме майсем туса парасси пирки сӑмах вакланӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа музейсен пӗрлехи проектне пурнӑҫласси ҫинчен калаҫнӑ.
Нина Глебовна хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Енре музейсен ӗҫӗ-хӗлне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тунине палӑртнӑ, кунта искусство кулленхи пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине асӑннӑ. Ҫавна май вӑл Чӑваш Енпе, республикӑри музейсемпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата «Чӑвашкино» киностуди Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне пуҫарнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштаракан фильмсем ӳкерме палӑртать.
Ӗҫе пуҫӑниччен кинематографистсем тата «Чӑвашкино» киностуди халӑхпа канашласшӑн. Ара пӗр ӑс аван-ха, йышпа пухӑнса калаҫсан, сӳтсе явсан тата лайӑхрах-ҫке. Апла пулсан пурин те калаҫӑва хутшӑнма май пур.
Сӗнӳсене Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ҫак адреспа йышӑнать: 428027, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 12-мӗш А ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-927-667-93-23. Электрон пуштӑ —
soyuzcinemachuv@gmail.com.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче хӑна ҫурчӗсен шучӗ ӳссе пырать.
Хальхи вӑхӑтра унта 37 гостиница, 3 санаторипе курорт комплексӗ, 20 хостел тата хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 3 санатори хуларах пулсан республикӑн тӗп хулинчен 25 ҫухрӑмран ытла каймалла мар санаторисем — 15. Иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче апарт-отель текен хӑна ҫурчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа калакан ҫак вырӑн унти номерсем уйрӑм хваттер евӗрлӗ тенине пӗлтерет. Пуянсен чунне расналӑхпа килентерме бутик-отель те уҫӑлнӑ.
Шупашкар хулин Туризмпа информаци центрӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗснче отельсене пыракан сахалтарах. Авӑн уйӑхӗнче вара вӗсене талпӑнакансен шучӗ ӳсет. Пуш, ака, ҫертме уйӑхӗсенче те канакансем самай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |