Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ.
Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ.
«Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель.
Севастопольте чӑвашсем палӑк лартас шухӑшлӑ. Ҫакӑн валли укҫа та пухма пуҫланӑ. Анчах ҫак палӑк ячӗ хӑш-пӗр ҫынсене килӗшмест иккен. Сӑмахран, Владимир Болгарский, Крымра лартма палӑртнӑ палӑка «Кӗтекен Анне» (Ожидающая мать) ят парса вырӑнлӑрах тесе Фейсбукра пӗлтернӗ. Хальлӗхе Севастопольти палӑкӑн ячӗ — «Хуйхӑракан анне» (Скорбящая мать). Вӑл палӑка 1941–44 ҫулсенче Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнса лартасшӑн. Кӳлепе авторӗ — Владимир Нагорнов.
Владимир Болгарский — чӑвашсен паллӑ меценачӗ. Мускавра пурӑнса ӗҫлекен пирӗн ентеш Хӑнакурти асӑну палӑкӗ валли укҫа хывнӑччӗ. Халь вӑл чул палӑк Хӑнакур патӗнче вырӑн тупнӑ, туристсем кӗнӗ ҫӗртре вырнаҫнӑ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кӑҫал ҫула 30-мӗш хут тухӗ. Ҫӗнӗ чунҫӳрев ҫурлан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те 12-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чунҫӳревҫӗсем кӑҫал Аслӑ Арапуҫра (Митта Ваҫлейӗн вилтӑпри ҫине кӗрсе тухӗҫ), Турханта (Кокель музейӗпе паллашӗҫ), Ҫӗньялта (Геннадий Айхине сума сӑвӗҫ) чарӑнӗҫ, Тикеш хулашне кӗрсе тухӗҫ. Ун хыҫҫӑн вӗсен ҫулӗ Чӗмпӗр урлӑ Хура тинӗс хӗрринчи Хӑнакур хулине выртӗ. Севастополе ҫитнӗ хыҫҫӑн каялла Шупашкаралла таврӑнӗҫ.
Чунҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленков — Ултиар — пӗлтернӗ тӑрӑх автобусра тата тепӗр 10 вырӑн пур. Кӑмӑлӑр пур пулсан ҫул хакӗ — 10-12 пин. Хура тинӗс хӗрринче 1 эрне ирттерӗҫ.
Ыйтусем пулсан Ултиарпа 8-927-667-93-23 номерпе ҫыхӑнма пулать.
Чӑваш Ен ҫӗршыври таса регионсен шутне кӗнӗ. Экологи танлаштарӑмне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пирӗн республика ҫӗршывра экологи енӗпе чи таса 10 регионтан тӑххӑрмӑшне йышӑннӑ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркере тӑраканни — Тамбов облаҫӗ. Алтай Республикипе Алтай крайӗ малти иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Курск, Белгород, Мурманск облаҫӗсем, Питӗр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики тата Крым Республики пыраҫҫӗ.
Свердлов облаҫӗнче экологи тӑрӑмӗ пуринчен начарри. Челепирсене те ӑмсанмалла мар — вӗсем 84-мӗш вырӑнта. Мускав облаҫӗ — 83-мӗш йӗркере. Ҫӗршывӑн тӗп хули — Мускав — 23-мӗш йӗрке йышӑннӑ.
Сочире тӑватӑ куна пынӑ Еврази шайӗнчи литература фестивале Чӑваш Енри икӗ ҫыравҫӑ: Елена Светлая тата Марина Карягина — хутшӑннӑ.
Марина Карягина ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркелӳҫӗсемпе чаплӑ хӑнасене, пӗлтӗрхи лауреатсене ятран асӑнса «хӗрлӗ ҫулпа» кӗтсе илчӗҫ. Унтан сӑвӑ, калав, пьеса, ача-пӑча хайлавӗ ҫыракансенчен чылайӑшне кӗмӗл медаль парса чысланӑ. Ҫак йышра Елена Светлая та пулнӑ.
Кӑҫалхи форума 27 ҫӗршыв ҫыравҫи хутшӑннӑ, малашне Евразин 80 ҫӗршывне тата Раҫҫейӗн 86 регионне явӑҫтарма тӗллев тытнӑ.
«ЛиФФт» — фестивальсен фестивалӗ, ҫулсерен хӑватлӑн сарӑлса пыракан питӗ анлӑ проект. Вӑл Еврази халӑхӗсен, Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи пулӑшнипе иртет, — пӗлтерчӗ Марина Карягина. — Кашни регион хӑй вӑйӗпе фестиваль журналне кӑларса тӑрать, унӑн авторӗсене пуҫтарса вырӑнти фестиваль ирттерет».
«Нумай чӗлхеллӗ ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне куҫарма пултарччӑр тесе хайлавсен базине йӗркелес тетпӗр», — пӗлтерчӗ Марина Карягина. Ӑна, сӑмах май, ку фестивале йӗркелӳҫӗсем эксперт пек ӗҫлеме, ӑсталӑх сехечӗ ирттерме йыхравланӑ. Пӗлтӗрхи кӗмӗл лауреат пулнӑ май, унӑн сӑввисене «Кӗмӗл кӗнекене» кӗртнӗ.
Раҫҫейри студентсен отрячӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн 100 пайташӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Краснодар тӑрӑхне тата Крым Республикине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем ача-пӑчан сывлӑх уйлӑхӗсенче ӗҫлӗҫ.
«Лето-Non-Snop» студентсен педагогика отрячӗсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Чердак» (чӑв. Чартак), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Солнечный ветер» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫил), Шупашкарти технологипе апатлану техникумӗн студентсен «Тутти-фрутти» тата «Чечек» сервис отрячӗсем Краснодар тӑрӑхне тухса кайнӑ.
ЧППУн «Maximum», ЧПУн «ЧуГУнОк», «Пегас», Шупашкарти кооператив техникумӗн «Апельсин» отрячӗсем Крыма ҫул тытнӑ.
Уйлӑха каякансем Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, экзамен тытнӑ. Вӗсене професси ӑсталӑхне ӗнентерекен свидетельствӑсем панӑ.
Чӑваш Енри патшалӑх тата общество ӗҫченӗ Энвер Аблякимов паян 70 ҫул тултарнӑ.
«Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, кирек кам пулсан та вӑл ҫӳллӗ шайри профессионализмпа, ӗҫе парӑннипе, принциплӑхпа, ырми-канми вӑй-халпа палӑрса тӑнӑ», — ырлать Энвер Аблякимова Александр Белов журналист.
Энвер Аблякимов пирӗн республикӑра тимленӗ вӑхӑтра Шупашкарти Промтрактор савутне тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне тунӑ. Тӗрлӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ виҫӗ орден кавалерӗ, «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ» Чӑваш Ене Урал тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ. Унӑн тымарӗсем Крым тутарӗсенчен иккен.
Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Энвер Аблякимов тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Пӗрре пысӑк вырӑна йышӑнса тепре унсӑр юлма та тивнӗ унӑн. Ҫапах та вӑл паян та Чӑваш Енӗн экс-президенчӗпе лайӑх хутшӑнура теҫҫӗ.
Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ятне пама пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева ку тӗлӗшпе хуравланӑччӗ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑччӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтас шутлине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Кӑнтӑр ҫар округ ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗнчен Владимир Жаровран ҫыру илнӗ. Унта ҫар чаҫӗсенчен пӗрне В.И. Чапаев ятне пама ыйтнине ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр ятне Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне парӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара ӗнер Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе пама пултараҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫапла ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
В.И. Чапаев ятне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева хуравланӑ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Ырӑ хыпара Чӑваш Ен парламенчӗн сессийӗнче Валерий Филимонов спикер та пӗлтернӗ.
Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтасшӑн иккен.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |