Канашра пурӑнакан каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл Мускавран пуйӑспа таврӑннӑ чухне ҫухалнӑ. Александр Степановӑн юлташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тупӑннӑ, анчах килте курӑнма васкамасть.
Саша ҫухалнӑранпа 13 кун иртнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата юлташӗсем ӑна шырани пирки хыпарсем ҫыпӑҫтарса тухма ӗлкӗрнӗ, полицие пӗлтернӗ.
Юлташӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Саша чӗрӗ-сывах. Халӗ вӑл тӑванӗсемпе те, юлташӗсемпе те калаҫасшӑн мар. Сашӑна, паллах, килте питӗ кӗтеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӑшӑрханать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсем ют хулари ӗҫ пирки тавлашнӑ-мӗн. Саша телефонпа ҫыхӑнӑва тухмасть, халӑх тетелӗнчи страницине кӗмест.
Александр Степанов ӑҫтине пӗлекенсене 8-919-676-78-68 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ.
Канаш хулинче ӗнер «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри конкурсӑн зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ.
Юрлакан ушкӑнсем хушшинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ 80 ҫул тултарнине тата кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ.
Канашри Культура ҫуртӗнчи конкурса Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчи тата Канаш хулинчи организацисемпе предприятисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑннӑ. Канаш тӑрӑхӗнчисене илсен, унтисен чысне районти культура ӗҫченӗсен халӑх хорӗ тата ветерансен халӑх хорӗ (ушкӑнсен ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Стеклов) хутшӑннӑ.
Чи лайӑх юрӑҫсене хӑйсен юррисемпе республикӑри конкурса хутшӑнма йыхравлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗнче ирттермелле.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче виҫӗмкунтанпа тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев юпан 3-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ, канашӑн тӗллевӗпе паллаштаракан хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен канаш тӗллевне ятӗнченех ӑнланма пулать. Канашӑн тӑван республикӑмӑра аталантармалли сӗнӳсем хатӗрлемелле, тӗп задачӑсене палӑртмалла, вӗсене хӑш тапхӑрта тата епле пурнӑҫламалине кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе влаҫ органӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тыттарасси те ҫӗнӗ канаш яваплӑхӗ пулса тӑрать.
Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленине кура Наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен канаша пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнче те стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе тимлекен канаш пур.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ.
Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур.
Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Эх, юрату, юрату! Вӗри чуна тем те тутарать вӑл. Канаш районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ унччен пӗрле пурӑннӑ хӗре ҫухатас килменнипе ун патне чӳречерен кӗнӗ. Хӑть юрататӑп те, хӑть кураймастӑп те — ирӗк памасӑр ют ҫӗре кӗрсе тӑни саккуна пӑсни пулать. Хӗрӗ Ҫурҫӗре тухса каятӑп тенӗрен унпа калаҫма тесе чӳречерен кӗнӗ, кайран ҫавӑншӑн хытах ӳкӗннӗ каччӑна пуҫиле майпах айӑпланӑ — 120 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Канашри 31 ҫулхи хӗрарӑм вара упӑшка пулнӑ арҫынна тарӑхнипе пусмӑрларӗ тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавланӑ. Ӑна вӑл хӑйсен ачине ашшӗпе пурӑнмалла тунишӗн хытах кӳреннӗ иккен. Суйса евитлекен хӗрарӑма (маларах вӑл упӑшкине ҫӗҫӗпе чикнӗ, анчах суд хӗрарӑмӑн ачи 14 ҫула ҫитиччен айӑплава пурнӑҫа кӗртмелле мар йышӑннӑ) хальхинче малтанхи преступление шута илсе иккӗшне пӗрлештернӗ те виҫ ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Канашра пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Вӑл унчченхи мӑшӑрне айӑплама тӑнӑ: лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ имӗш
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие килнӗ те экс-упӑшки тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ тесе палӑртнӑ вӑл. Полицейскисем суйнӑшӑн явап тыттарассине пӗлтерсен те малаллах каланӑ вӑл.
Анчах следовательсем хӗрарӑм суйнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын экс-арӑмӗпе телефонпа калаҫнине ҫыртарса илнине пакунлисене итлеттернӗ.
Хӗрарӑм мӗншӗн суйнӑ-ха? Вӑл ачине хӑйӗн патне илесшӗн пулнӑ. Суд вара унччен ачана ашшӗпе пурӑнмалла тесе палӑртнӑ.
Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кам кайӗ? Сулава пӗтӗмлетнӗ. Кремльте пирӗн республикӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи Леонид Черкесов хӳтӗлӗҫ.
Тӗп суйлав комиссийӗн пӗр пӳлӗмӗнче 12 ҫын пухӑнса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пулса Патшалӑх Думине каякан депутатсене ҫирӗплетнӗ.
Канашри пӗр мандатлӑ округра Анатолий Аксаковшӑн 84920 ҫын сасӑланӑ. Ку 29,9 процентпа танлашать. Шупашкарта суйлавра Леонид Черкесов мала тухнӑ. Уншӑн 125456 ҫын сасӑ панӑ. Ку — 46,77 процент.
Каласа хӑварас пулать, вӗсемсӗр пуҫне парти списокӗпе Патшалӑх Думинче пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов, Олег Николаев тата Алена Аршинова кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |