Шупашкарти ЗАГСра электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку мел клиентсене кирлӗ специалистсем патне лекме пулашать.
«Кам юлашки? Эпӗ сирӗн хыҫҫӑн», - ҫакнашкалли урӑх пулмасса Шупашкар хула администрацийӗ шантарать. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ ЗАГСра малашне электронлӑ черет ӗҫлӗ.
Клиент тытӑмра хӑйне кирлӗ патшалӑх пулӑшӑвне суйлӗ, вара ӑна кирлӗ ҫын патне ярӗҫ. ЗАГСра ҫавӑн пекех мӑшӑрланмашкӑн та электронлӑ майпа черете тӑма май пур. Ят улӑштарас килсен, свидетельство е справка кирлӗ пулсан та электронлӑ черет пулӑшать.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Евгения Николаевнӑпа Александр Олеговичӑн ҫемйинче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗр пӗрчи ҫуралнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне Сафият ят панӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Арап чӗлхинчен куҫарсан «Сафият» «таса», «ҫылӑхсӑр», «суйласа илни» тенине пӗлтерет иккен. Хӑйне евӗр ҫак ята кил хуҫи килӗштернӗ, мӑшӑрӗ вара унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. Йыш хушнӑ ҫемьене Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу суннӑ, хӗрне вара Раҫҫей гражданинӗн пӗрремӗш документне — ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ку ятпа Дагестанӑн пӗрремӗш киноактриси, чӗлхесӗр кино ҫӑлтӑрӗ Сафият Аскарова палӑрнӑ.
Паян – Ҫемье кунӗ. Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем паян акци ирттереҫҫӗ. Вӑл «Пӗр кун – уйрӑлмасӑр» ятлӑ.
Акципе килӗшӳллӗн мӑшӑрсене уйрӑлассинчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. ЧР Юстици министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫемьесене упрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне малашне ЗАГС органне уйрӑлма килнӗ мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерӗҫ.
Хӗрарӑмсен тата Ашшӗсен канашӗсем те ҫемьесене упраса хӑврассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем уйрӑлас патне ҫитнӗ ҫемьесемпе курса калаҫаҫҫӗ. Усси пурах. Кун пек калаҫу хыҫҫӑн 30 мӑшӑр уйрӑлас шухӑшне улӑштарнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 954 ҫемье арканнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,5% процент сахалрах. Ун чухне 1043 мӑшӑр уйрӑлнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрарӑм килте ача ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче тепӗр пепке ҫапла майпа ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Тин кӑна ҫуралнӑ ачана Ленин районӗнчи ЗАГСра регистрациленӗ. Пепке ӑнсӑртран килте ҫут тӗнчене килмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем ҫапла йышӑну тунӑ.
Ҫамрӑк ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен хута илмешкӗн ЗАГСА килнӗ. Пепке чӑнах та килте ҫут тӗнчене килнине ҫирӗплетме кӳнтелен те ҫитнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пиллӗкмӗш хӗрарӑм ачине килте ҫуратнӑ.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче Вселенная ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫавнашкал ятпа регистрациленӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем унашкал тӗслӗхпе пӗрремӗш хутчен тӗл пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана ахальтен ҫапла ят хума шухӑшламан. Асламӑшӗн амӑшне ҫапла чӗннӗ-мӗн. Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче Сильва, Цветана, Моника, Теона, Найля, Доминика, Яким, Ян, Фидан, Лука тӗл пулаҫҫӗ.
Анлӑ сарӑлнисен хушшинче вара Анна, Анастасия, Дарья, Мария, Ксения, Михаил, Александра, Кирилл, Иван, Никита пур.
Чӑвашри паллӑ ӳнерҫӗн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ Атилла Балтаев авланнӑ. Вӑл урӑх регионта пурӑнакан чӑваш хӗрне качча илнӗ. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Марийӑн кукамӑшӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ӗмпӳрт Туҫа ялӗнче пурӑнать. Атилла пулас арӑмӗ чӑваш пулнине пӗлсен питӗ хӗпӗртенӗ. Туя мӗнле ирттересси пирки вӗсем иккӗленмен: ӑна чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хурса йӗркелеме шухӑшланӑ.
Туй виҫӗ куна тӑсӑлнӑ. Сӑмах май, вӑл эрех-сӑрасӑр иртнӗ. Ҫавӑнпа хӑнасем «йӳҫӗ!» тесе мар, «тутлӑ!» тесе кӑшкӑрнӑ. Атилла чӑваш тӗррипе илемлетнӗ кӗпепе шупӑр, ҫӗлӗк тӑхӑннӑ. Хӗр кӗпи те чӑваш тӗрриллӗ пулнӑ. Мария тухья тӑхӑннӑ.
Пӗрремӗш кунхине вӗсем ЗАГСра ҫырӑннӑ, кӗрекене лариччен ашшӗ-амӑшӗ ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Иккӗмӗш кунхине ҫӑнӑхта иртнӗ, сурӑх пусса шӳрпе пӗҫернӗ. Виҫҫӗмӗш кунхине асламӑшӗ патне, Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялне, кайнӑ.
Уяв вӗҫленсен хунямӑшӗ Марийӑна тухья вырӑнне хушпу тӑхӑнтартнӑ. Ӑна халӗ ӑшшӑн «хӗвелӗм» тесе чӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта хӑйне евӗр ятлӑ арҫын ача ҫут тӗнчен килнӗ. Ҫак ята ашшӗ-амӑшӗ пама шухӑшланӑ. Благое ятлӑ арҫын ача Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ.
Благое ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ковач хушаматлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ашшӗ – ют ҫӗршыв ҫынни, амӑшӗ – Раҫҫей гражданинӗ. Хӑйне евӗр ята шӑпах ашшӗ суйланӑ.
Ачана Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти ӗҫченсен ҫемьене ӑнӑҫу, телей тата сывлӑх суннӑ.
Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГСӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа хӑйне евер акци ирттерме палӑртнӑ. Ыран вӗсем мӑшӑрсене уйӑрмӗҫ.
«Пӗр кун – уйрӑлусӑр» ятлӑ мероприятие ҫемье хакне ӳстерес, статусне хӑпарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ыран арӑмӗпе упӑшки уйрӑлма шут тытсан ҫакна пурнӑҫа кӗртеймӗ. Мускав районӗн ЗАГСӗ вӗсене пур-пӗрех уйӑрмӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем мӑшӑра мирлешме сӗнӗҫ.
Лайӑх хыпар та пур: ыран асӑннӑ районта 7 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсем шӑпах Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пӗрлешме палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ветеран пӗрле 60 ҫул пурӑннине палла тунӑ. Шабаровсем ЗАГСӑн хисеплӗ юбилярсен кӗнекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура алӑ пуснӑ.
Алексей Никонович — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Украинӑра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен службӑра юлнӑ. Вӗсем бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Алексей Никонович тӑван тӑрӑха 1951 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Пулас мӑшӑрне Роза Петровнӑна вӑл театрта тӗл пулнӑ.
Ҫамрӑксем тепӗр тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пӗрлешнӗ. Вӗсем хӗрпе ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: мусӑкҫӑ пулнӑ.
Мӑшӑр юратупа хисепе мӗнле упраса хӑварнӑ-ха? Роза Петровна вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кунне пӗр-пӗрне 4 хутран кая мар ыталамалла. Шабаровсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, 60 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.