Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru
Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru

Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ.

Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗкри тата Шӑмӑршӑри район пульницисене республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Патӑрьел районӗнчипе пӗрлештересшӗннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫак ыйтӑва сӳтсе явма Елчӗкре пуҫтарӑнсан ҫынсем Патӑрьеле епле кайса килмелле тесе те ыйтнӑ.

Республикӑн транспорт министрӗ Максим Петров Елчӗкрен Патӑрьеле автобус ҫӳреме пуҫлӗ тесе шантарнӑ. Хыснаран ун валли 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче икӗ автобус ҫӳрӗ. Пӗрремӗш рейс ирхи 7-ре ҫула тухӗ, каҫхи — 17 сехетре. Автобус сехетре пӗрре пулмалла иккен.

 

Сывлӑх

Патӑрьел, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп пульницӑсене пӗрлештересшӗн.

Ҫавна май Елчӗкри тӗп клубра нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче халӑхпа пуҫтарӑнса калаҫасшӑн. Мероприяти 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.

Халӑх итлевне йӗркелекенни — Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви.

 

Культура

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Елчӗкре кинотеатр уҫнӑ. Унта пӗр харӑс 196 ҫын кино курма пултарать.

Кинотеатр район центрӗнчи клубра вырнаҫнӑ. Кинотеатра чӑвашла ят панӑ — ӑна «Илем» теме йышӑннӑ.

Кинотеатра уҫма Кино фончӗ те пулӑшнӑ.

Паянхи кун тӗлне илсен пирӗн республикӑра ҫавӑн пек кинозалсен шучӗ 25-е ҫитнӗ.

 

Персона
mvprint.ru сайтри сӑн
mvprint.ru сайтри сӑн

Чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Московские «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Алексей Московский 1981 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл тытӑнчӑклӑн калаҫнӑ, урокра ытлах сӑмах хушман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ishutov_news
 

Ҫул-йӗр
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.

Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.

Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

 

Республикӑра
yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗкре ҫемье кафи уҫнӑ. Кун пирки вырӑнти муниципалитет сайтӗнче хавхаланса та хавасланса пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесен ҫав вырӑн ҫынсем валли канма тата тӗл пулма кӑмӑллӑ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ.

Обществӑлла апатланӑвӑн ҫӗнӗ заведенийӗ уҫӑлни ачасемпе ҫемьесемшӗн питех те лайӑх тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кафере харӑсах 80 ҫын апатланма пултарать. Интерьер хӑтлӑ та килти евӗр-мӗн.

Муниципалитет тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Алексей Александров усламҫа кафе уҫнӑ ятпа саламланӑ май хӑй пырса ҫитнӗ.

 

Республикӑра

Елчӗкре 1887 ҫулта тунӑ йывӑҫ ҫурта реставраци тӑвасшӑн. Ку – ахаль ҫурт мар. Унта хӑй вӑхӑтӗнче Алексей Алексеевич Буйновский пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. Вӑл — тухтӑр тата революци ӗҫченӗ.

Ҫак ҫурт паянхи кун та ларать, анчах ӑна юсаса ҫӗнетмелле. Унта халӗ те фойе, йышӑну пӳлӗмӗ, тухтӑрсен пӳлӗмӗсем пур. Хальлӗхе реставраци проекчӗ экспертизӑра. Чӑваш Енри патшалӑх экспертизи ӑна ырласан историпе архитектурӑн хӑйне евӗр палӑкӗ ҫӗнелӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗкри «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманнӑ.

Инкек ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ачасем вылянӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.

Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки асӑннӑ органӑн пресс-служби пӗлтернӗ.

 

Вӗренӳ

РФ Ҫутӑҫ министерстви ҫулсерен 1250 преми парать. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать. Ҫак йыша Чӑваш Енри 11 педагог кӗнӗ.

Премие Шупашкарти 2-мӗш гимназири Ирина Некрасова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Зоя Тихонова, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Фаина Тихонова, Шупашкарти 53-мӗш шкулти Ирина Семенова, Куславкка округӗнчи Елчӗк шкулӗнчи Светлана Охотникова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Марина Меркурьева, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулти Юлия Дельян, Муркаш шкулӗнчи Елена Ефанова, Тӑвай округӗнчи Элпуҫ шкулӗнчи Надежда Ильина, Канашри 3-мӗш шкулти Фатима Куршева, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Наталия Выйгетова кӗнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 18

1940
86
Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ