Елчӗкре пурӑнакан Валерий Изратов килӗ умӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, унта хутшӑннӑ ашшӗ-амӑшне халалласа музей йӗркеленӗ. Пӗтӗм экспозицие тенӗ пек вӑл районта пуҫтарнӑ, укҫа ытларах стройматериалсем туянса тӑкакланнӑ.
Нумайӑшӗ ӑна тӳлевсӗрех пулӑшнӑ. Ҫапла унӑн 50 пин тенкӗ кӑна тӑкакланнӑ.
Музея Чӑваш Енри кӑна маӑ, Хусанти, Екатеринбургри, Мускаври ҫынсем те килсе кураҫҫӗ. Шкулсенчен, ача пахчисенчен шӑпӑрлансене илсе килеҫҫӗ. Музей – тӳлевсӗр. Вӑл Елчӗкре Октябрь тата Андреев урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: Валерий Изратов культура ҫурчӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ вӑл – 65 ҫулта, тивӗҫлӗ канура.