Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ДГТУ

Ӑслӑлӑх
© Getty Images / Sergei Dubrovskii
© Getty Images / Sergei Dubrovskii

Донри патшалӑх техника университечӗн (ДГТУ) тӗпчевҫисем керамзитпа бетонран ҫӗнӗ материал ӑсталанӑ. Ку композитлӑ материал аналогсенчен 30 процент ҫирӗпрех тата шыва 26 процент сахалтарах ҫӑтать. Ҫавӑнпа ӑна нефть кӑларакан тата тӗпчев ирттерекен шыв ҫийӗнчи платформӑсем ӑсталанӑ чухне усӑ курма пулать.

Ахаль бетон питӗ йывӑр, вӑл шыв ҫийӗнче тытӑнса тӑраймасть. Ҫавӑнпа унччен платформӑсене металран е пластикран тунӑ. Ҫӗнӗ материал вара шывра путасран хӑрамалла мар. Ӑна керамзита цементпа тата базальтпа ҫыхӑнтарса ҫирӗплетнӗ.

ДГТУ тӗпчевҫи Сергей Стельмах каланӑ тӑрӑх, ҫак технологи Инҫет Ҫурҫӗрте тата Арктикӑра усӑ курмашкӑн питӗ вырӑнлӑ. Малашне ӑсчахсем ҫӗнӗ бетон хӑйне сивӗре тата тӑварлӑ шывра мӗнле тытнине тӗпчесшӗн.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй