Вӑрнарти иккӗмеш шкулта ачасен телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ теҫҫӗ. Пӗрремӗш курава хак пама ачасем ятарласа ашшӗ-амӑшне чӗннӗ.
«Шкул пурнӑҫӗ» телепрограмма тӑватӑ пайран тӑрать имӗш. Вӗренӳре пулса иртнӗ лайаххине е япӑххине «Сӗтел хушшинче» ятлӑ пайра курма пулать, вӗрентекенсен ӗҫ-хӗлне «Учительскаяра» тупма пулать, спортри ҫитӗнӳсем «Шкул хыпарӗсенче», «Кӑткӑсра» вара шкулти мӗнпур «ҫуп-ҫап» пустарӑннӑ.
Вӑрнартелеушкӑн шкулти 223-мӗш пулӗмӗнче вырнаҫнӑ тет. Интереслекенсене тата пулашас текенсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнарта Чӑваш Енри 1-мӗш «Кӗрешӳ» ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Маттур та ҫамрӑк каччӑсемпе патвар арҫынсем кунта мӗнпур чӑвашран килсе ҫитнӗччӗ. Тапӑҫакансене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑччӗ: ачасем, ҫамрӑсем тата аслисем.
Кӗрешӗве уҫма Вӑрнар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» юхӑмӗн ертӳҫи Виталий Васильев, ҫар тухтӑрӗ, полковник Юрий Михайлов тата Вӑрнар тӑрӑхӗн депутачӗсем — Рифкат Киметовпа Владимир Тимофеев ҫитнӗччӗ. Кӗрешӳсем ӑшӑ та хӑтлӑ «Вурнар» спорт керменӗнче иртрӗҫ. Халӑх та лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ вӑл кун.
Куҫ енне ҫӗнтерӳҫӗсем те палӑра пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Кӗтнӗ пекех, пӗрремӗш вырӑна вӑрнар паттӑрӗсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — канашсем, виҫҫӗмӗшне вара ж.ри тӑвайсене пама йышӑннӑ.
Мала тухнисене «Кӗрешӳ» юхӑмӗн йӗркелекенӗ тата ертӳҫи Виталий Васильев хӑй аллинчен ятарласа хаклӑ парнесем валеҫнӗ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ.
Сӑнарсене хак пама Шупашкартан ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Хураҫури ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ.
2012 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче каток тума палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Тӑррине витнӗ спорт керменӗнче тренажер залӗ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем тата ытти пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫулта ҫавӑн пекех Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай ялӗсенчи физкультурӑпа спорт комплексӗсене туса пӗтерме, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетика манежне, Шупашкарти 9-мӗш шкулти бассейна юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ.
<p>Вӑрнар районӗнчи 230 ҫын ытла пӗлтӗр хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — кун пирки Вӑрнар районӗн сайчӗ пӗлтерет.</p>
<p>Ҫӗнӗ Кипекре пурӑнакан Фадеева Галина Аркадьевнӑ та фермер пулса тӑрас тенӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх Галина Аркадьевна ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ — мӑшӑрӗ 26 ҫултах ҫӗре кӗнӗ. Пулас фермер малтан Кӗҫӗн Кипекри совхозра ӗҫленӗ, вӑл салансан вара — ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, икӗ ачапа. Вӑрнара ҫул инҫе — ӗҫ тупсан та пӗтӗм укҫи унта кайса ҫӳреме тухса кайнӑ пулӗччӗ тесе шутлать Галина. Ҫапла вара хӑйӗн ӗҫне уҫас шухӑш ҫуралнӑ.</p>
<p>Паянхи кун ун хуҫалӑхӗнче 3 ӗне (шултра мӑйракаллӑ пуҫ пӗтӗмӗшле 6), кашни кун 40 литр сӗт сутать. Ҫуркунне выльӑх шучӗ ӳсессе шанать Галина Аркадьевна.</p>
Ҫанталӑк уяртса ячӗ те уй-хир культурисене пухса кӗртес ӗҫ хӑвӑртланчӗ. Вӑрнар районне илсен «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 91,5 процент кӑларнӑ. «Мураты», «Агрохмель», «Кольцовка», «Гвардеец» ял хуҫалӑх организацийӗсен ҫӗрулми пуссинче те паян-ыран ӗҫ вӗҫленмелле. Аграрисен ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ 192 центнер. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче кӑтарту пысӑкрах. «Санары» агрофирмӑра ҫӗрулмине кашни гектартан вӑтамран 300 центнер, «Знамя» кооперативра – 250 центнер пухса илнӗ.
Кӗрхи ҫӗртме сухи те пӗтмен-ха. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ял хуҫалӑх организацийӗсем 85 процент (9500 гектар) пурнӑҫланӑ. Чи пысӑк кӑтарту Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗнче: кӗрхи ҫӗртмене 2250 гектар тунӑ. «Кӑҫал ҫӗр хатӗрлеме кӑткӑс. Мӗн тӑвӑн, ҫанталӑкран иртеймӗн. Ҫапах та хресчен пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Ҫӗр кӑкри ҫӑкӑр парать-ҫке», — терӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче тимлекен Валерий Филиппов механизатор.
Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерессипе ҫулленех «Санары» агрофирма, Михаил Тарасов фермер хуҫалӑхӗ тӗллевлӗ тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑрнарта хальхи вӑхӑтра «Чувашкабельмет» АХО предприятие хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Ӗнер оборудование тӗрӗслес тӗлӗшпе пӗрремӗш пӑхӑр хуллисене кӑларса пӑхрӗҫ. Тӗп директор Александр Хавронин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулталӑкне кунта пурӗ 3 пин тонна продукци кӑларма пултарӗҫ.
«Чувашкабельмет» Вӑрнарта пӑхӑр пралук кӑлармалли ҫурма продукт — 8 мм диаметрлӑ заготовкӑсем тӑвӗ. Предприяти кунта 2007 ҫулта тӗпленме пуҫланӑ — пулас производство валли вӗсем 4-мӗш стройтрестӑн Вӑрнарти МГП-48 базӑна (вӑл унччен юхӑнса выртнӑ) суйланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 35 ҫын вӑй хурать.
Ӗнер, Чӑваш Республикин кашни районӗнче Акатуй иртрӗ. Михаил Игнатьев элтепер (президент) Чӗмпӗрти Акатуя кайрӗ пулсан районти уявсене ытти чиновниксем хутшӑнчӗҫ. Сӑмахран, Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров вӑрнарсен Акатуйӗнче пулчӗ.
Олег Витальевич Вӑрнар поҫҫолкӑри «Вӑрнар» вӑй-халпа сывлӑх ҫирӗпленӗвӗн комплексӗпе, «Химик» стадионпа, Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗн цехӗсемпе паллашрӗ. Кӗҫӗн Ҫавал ҫинчи пӗве хӗрринче шыв тасатӑвӗн станципе шыв пӑрӑхӗсене тӑвасси епле пынине те пӑхса тухрӗ. Станцине пӗтӗмешле 2013 ҫулта уҫма палӑртаҫҫӗ — вӑл хула ҫыннисемпе предприятисене таса шывпа тивӗҫтерӗ, шыв ыйтӑвне татса парӗ.
Чи малтанах ӗнтӗ Министрсен Кабинечӗн Председателӗ район пуҫлӑхӗпе пӗрле Акатуйра халӑх ӑстаҫисен куравӗпе паллашрӗ. Анатолий Кузьмина та, Олег Макарова та район ҫыннисен хатӗрленӗ япаласем питӗ килӗшрӗҫ — туянмарӗҫ пулин те нумайӑшне алӑпа тытса пӑхрӗҫ.
2011 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче ҫӗнӗ садик тума палӑртнӑ. Район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ҫулне ҫитменнисен 140 вырӑнлӑ учрежденийӗн никӗсне хывма вырӑн тупнӑ. Вӑл «Вӑрнар ял хуҫалӑх техники» предприятин пулнӑ территорире вырнаҫӗ. Садик ҫеҫ мар, кунта тата пурӑнмалли виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурт лартма йышӑннӑ. Ясли-сад йышӑнакан лаптӑк 624 тӑваткал метрпа танлашать. Кунсӑр пуҫне ун таврашӗнчи 1 200 тӑваткал метра яхӑн лаптӑкра ачасене вылямалли хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра поселокра — 298, районта пӗтӗмпе 395 пепке садик черетӗнче тӑрать.
Вӑрнарӑн тӗп урамӗнче стелла тума тытӑннӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнче, посёлока Шупашкар енчен транспорт кӗнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Стеллӑна калӑплаканӗ — Геннадий Дубровин художник-дизайнер (вӑл Хапӑсран). Монумент кӳлепине хатӗрлеме Питӗр хулинчи А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академийенче вӗренекен ывӑлӗ те пулӑшнӑ.
Геннадий Дубровин пӗлтернӗ тӑрӑх монумента «сграффито» техникипе тӑвӗҫ. Панно ҫинче Вӑрнар посёлокӗн кун-ҫулне кӑтартма палӑртнӑ. Монумент йӗри-тавра чечексем, тӗмӗсем лартса тухӗҫ — вӗсем хӑй илемӗпе таврана хитрелетӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра «Вӑрнарски МСО» АХО стеллӑн никӗсне хатӗрлет — строительсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |