ҪУР | 23 |
Нумаях пулмасть Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая Алтышево ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Ялта шкула хупнӑ-мӗн. Сӑлтавне тӳре-шара ӑнлантарнӑ: ял вилсе пырать, унӑн пуласлӑхӗ ҫук-мӗн. Халӑх хирӗҫлесе пӑхнӑ, анчах ку хӗрарӑма килӗшмен, хыттӑнрах калаҫнӑ.
- Пӗлтӗр 482 ҫын вилнӗ, 170 ача ҫуралнӑ. Ачасем ҫуккишӗн эпӗ айӑплӑ-им? Куншӑн эпӗ айӑплӑ-и? Пуласлӑх ҫук! Ӗҫ вырӑнӗсем ҫук! – тенӗ Нина Шпилевая. Унӑн сӑмахӗнчен ҫакна ӑнланмалла: ҫынсем нумайрах вилнине, ача сахалрах ҫуралнине пула шкул ыйтӑвӗ ҫивӗч.
Халӑх хирӗҫлени, шкула хуптарасшӑн марри уншӑн кӑсӑклӑ мар иккен. Шпилевая пӗр хӗрарӑмпа пачах калаҫма хирӗҫленӗ, ӑна пухуран та кӑларса яма хӑтланнӑ. Тӳре-шара Алтышево ҫыннисемпе пуху мӗнле ирттернине ҫак каҫӑпа кайсан курма пултаратӑр: http://www.online812.ru/2018/08/23/001/.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Улатӑр – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс машинисчӗ полицие шӑнкӑравланӑ. Вӑл чукун ҫул тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи Алтышево тата Атрать ялӗсен хушшинче, шортик тата майка ҫеҫ тӑхӑннӑ арҫын утнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах унта никама та тупайман. Пакунлисемпе ҫӑлавҫӑсем вӑрманта та, юханшыв хӗрринче те шыранӑ. Юнашар ялсенче пурӑнакансем те айккинче юлман – аялти тум вӗҫҫӗн утакан ҫынна шыранӑ.
Темиҫе сехетрен ҫав арҫын камево пулнине палӑртнӑ. Вӑл Атрать поселокӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хайхискер тусӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Вӑл вӑрман хӗррипе темиҫе ҫухрӑм утнӑ, унтан ҫула май машинӑна ларса киле ҫитнӗ. Ирхине вара Мускав облаҫне ларса кайнӑ. Вӑл вахта мелӗпе ӗҫлет-мӗн. Халӗ унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи Культура ҫуртӗнче «Ярмарка семейных талантов» (чӑв. Ҫемье пултарулӑхӗн ярмӑркки) районти IX смотр-конкурс иртнӗ. Ӑна район администрацийӗн культура, наци хушшинчи хутшӑнусен тата архив ӗҫӗн пайӗ йӗркеленӗ.
Конкурса Атрать, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Кивӗ Эйпеҫ, Иваньково-Ленино, Суйкӑн, Алтышево ялӗсенчи, Киря тата Алтышево поселокӗсенчи ҫемье дуэчӗсем хутшӑннӑ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑ ӑмӑртӑва хутшӑннисем малтан вӗсем хамӑр ҫӗршыври фильмсенчи юрӑсене юрланӑ, кайран тӑван чӗлхепе шӑрантарнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Суйкӑнти Юдинсем тухнӑ, иккӗмӗшне – Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсем тата Ҫӗнӗ Эйпеҫри Сатривановсем, виҫҫӗмӗшне — Иваньково-Ленинӑри Кирьяновсем. Вӗсене асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.
Улатӑрти ЗАГСра ӗҫлекенсем кӑҫалхи вунпӗр уйӑхри демографи лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ача ҫурални ҫинчен ҫак тапхӑрта 452 хутчен ҫырса хунӑ. Асӑннӑ тӗслӗхрен 128-шӗн ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр районӗнче пурӑнать. Икӗ, виҫӗ е унтан та ытларах пепке ӳстерекенсем йышланса пыраҫҫӗ.
Ача йышлӑ ҫуратакан ялсенчен Чуварлей палӑрнӑ. Унта 14 тӗпренчӗк ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫӗнӗ Энтриел ялӗпе Киря поселокӗнче 15-шер пепке хушӑннӑ. Алтышево ял тӑрӑхӗнче те самай ҫуратаҫҫӗ. Унта кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче 11 «ҫӗнӗ кайӑк» килнӗ. Миренки, Суйкӑн ял тӑрӑхӗсенче 10-шар ача ҫуралнӑ, Стемасра — 8, Атратьре – 7, Октябрьскинче – 6. Ытти тӑрӑхра пепке ҫуратакансем сахалтарах пулнӑ. Первомайскинче, тӗслӗрен, пӗтӗмпе те 2 ача кӑна.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗччен Улатӑр тӑрӑхӗнчи «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсемпе нимеҫӗсем (волонтерсем) шыв-шурлӑ вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хӑнтӑр, шашкӑ, ӑтӑр тата ондатра шутне палӑртнӑ. Шутлав ӗҫӗ ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем валли кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ӑна пуҫаракансем. Чӗрчунсен йышне палӑртас тӗллевпе ҫулсеренех ирттереҫҫӗ ӑна.
Кӑҫал «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсене Мускавран, Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан ҫитнӗ нимеҫӗсем пулӑшнӑ. 3–5 ҫынран тӑракан ушкӑнсем патшалӑх инспекторӗсемпе пӗрле вӑрманти пӗчӗк юханшывсен хӗррисене куллен тӗпченӗ. Волонтерсем рейд мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, Алтышево шкулӗнче вӗренекенсем валли ятарлӑ заняти те ирттернӗ. Ҫапла вара «Сӑрҫум» заповедникӑн Улатӑр участокӗнче хӑнтӑрсем пурӑнакан 60 вырӑна шута илнӗ. Вӗсен шучӗ пӗрешкелех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.
Ку инкек Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче виҫӗмкун пулса иртнӗ. Унта 56 ҫулти арҫын ӗнене ҫӑлас тесе хӑй вилнӗ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра кил хуҫи урамра уплнӑ. Пурӑнмалли ҫуртпа пӗр ҫивитти айӗнче вырнаҫтарнӑ сарайӗнче ҫулӑм алхасма тытӑннине курсан вӑл пӳрте чупса кӗрсе мӑшӑрне инкек пирки асӑрхаттарма васканӑ. Хӑй вара сарайӗнче тӑракан ӗнене ҫӑлма хыпӑннӑ. Пушарпа кӗрешекенсене кил хуҫисем вут-ҫулӑм сиксе тухни пирки ҫийӗнчех пӗлтермен имӗш. «Хӗрлӗ автан» хӑй ӗҫнех тунӑ — вӑл алхаснӑҫем алхаснӑ. Ӗнене ҫӑлма хӑтланнӑ арҫын вилнӗ. Ҫапла вара пӗр киле икӗ хуйхӑ пырса шакканӑ. Вут шар кӑтартнинчен ытла ҫын та вилнӗ.
Инкек сӑлтавне пушарпа кӗрешекенсем электрооборудовани юсавсӑррипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.
Ачасем каникулта. Анчах ӑна нумайӑшӗ усӑллӑ ирттересшӗн, урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупасшӑн мар. Ав Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗн вӗренекенӗсем Хусана экскурсие ҫитсе килнӗ. Вӗсем икӗ культурӑна пӗрлештерекен Кремле кӗрсе курнӑ.
Экскурсие ертсе пыраканни Хусан пирки халап, вӑл 16-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унтан ачасем мӑсӑльмансен йӑли-йӗркипе паллашнӑ.
Шӑпӑрлансем Хусанти илемлӗ вырӑнсене ҫитсе курнӑ. Бауман урамӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем метропа ярӑннӑ. Кайран Океанариума ҫитнӗ, тӗрлӗ пулӑпа паллашнӑ, акӑшсене тӑрантарнӑ. Крокодила 5 сантиметртан курма пултарнӑ.
Алтышево ачисем экскурсирен лайӑх кӑмӑлпа таврӑннӑ. Вӑл вӗсен тавракурӑмне пуянлатма пулӑшнӑ.
ЧР Вӗренӳ институчӗ физика предметне вӗрентес технологие аталантарас тӗллевпе республика шайӗнче конкурс ирттернӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 26-мӗшӗччен иртнӗ.
Унта пӗтӗмпе 53 вӗрентекен хутшӑннӑ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Физика предметне вӗрентекенсем уроксенче, урок тулашӗнче усӑ курмалли методикӑсемпе паллаштарнӑ, опычӗсем пирки, аталантаракан программӑсем, электронлӑ материалсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗнче физика предметне ертсе пыракан Дарья Ивановна Сетямина конкурсра палӑрнӑ. Унӑн методика ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.
Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.
Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.
Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |