Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӳрт-йӗр

Ял пурнӑҫӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ.

Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ.

Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (11-мӗш корпусра) пурӑнакан хӗрарӑм тек нушана чӑтайман — Элтепер патне ҫитнӗ. Ку ҫуртра лифт ҫулталӑк ӗҫлемест ӗнтӗ.

Хӗрарӑм вара, икӗ ача амӑшӗ, 9-мӗш хутра пурӑнать. Татьяна Фомина темиҫе инстанцие те ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах. Юлашки шанчӑк Михаил Игнатьевпа курнӑҫнинче пулнӑ. Михаил Васильевич ку ыйтӑва кӑҫалхи хӗллеччен татса пама шантарнӑ.

Светлана вара 1-мӗш шкул умӗнчи ҫул пирки Элтепер патне ҫитнӗ. Унта сусӑр ачасем валли тахҫанах тротуар ҫук. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Шӑпӑрлансен ҫул хӗррипе пыма тивет. Элтепер ку участока тӗплӗ юсав программине кӗртнине палӑртнӑ. Кун валли 1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/42030
 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта 2017 ҫулччен япӑх ҫуртсенчен хӑтӑласшӑн. Халӗ ҫав ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ хӗрӳ пырать.

Ку таранччен Шупашкарта авариллӗ нумай хваттерлӗ 24 ҫурта ишсе антарнӑ. Тепӗр 18-шне те ҫак шӑпах кӗтет.

Паянхи кун тӗлне 547 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ ӗнтӗ. Киввинчен ҫӗннине куҫсан савӑнмалла пек. Анчах хула администрацийӗпе пурте килӗшесшӗн мар-мӗн. Хӑш-пӗр ҫемье ҫӗнӗ хваттере куҫма хирӗҫ. Чиновниксем вӗсене ҫакна ӑнлантарасшӑн: киввинчен ҫӗннине, ҫавӑн калӑпӑшлинех, куҫараҫҫӗ. Ку ҫурт-йӗре лайӑхлатни мар. Анчах ӑнлантарни усӑсӑр.

Ҫынсене хваттерсем, районсем, балкон ҫукки килӗшмест-мӗн. Тӗслӗхрен, пӗр хваттерте икӗ ҫемье пурӑннӑ, вӗсем уйрӑм хваттер ыйтаҫҫӗ. Анчах администрацин кун пек майсем ҫук. Хӑйсен ирӗкӗпе куҫманнисене вӑйпа куҫарӗҫ.

 

Ҫурт-йӗр

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 2,5 процент хакланнӑ. Унӑн пӗр тӑваткал метрӗшӗн вӑтамран 42 656 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Унчченхи кварталта вӑл 2,5 процент йӳнӗрех тӑнӑ. 2013 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан хак 4,9 процент хӑпарнӑ.

Вӑтам пахалӑхлӑ шутланкан хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 35 570 тенкӗ тӑнӑ, лайӑхлатнӑ пахалӑхлин — 45 680 тенкӗ, элитӑллин — 47 513 тенкӗ.

Иккӗмӗшле пасарти (кунта ҫӗнӗ мар ҫурт-йӗр кӗрет) хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 41 874 тенкӗ тӑнӑ.

 

Шупашкар хули коммуналлӑ тытӑма юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 650 ытла миллион тенкӗ илӗ. Вӑл тупрана ҫӗнӗ канализаци коллекторӗ тума, «Заовражная» текен тасатмалли сооружение юсса ҫӗнетме тата ӑшӑ тӑкакне шута илекен счетчиксене вырнаҫтарма уйӑрӗҫ. Кӗмӗлӗн пӗр пайӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче килнӗ иккен.

Асӑннӑ проектсем Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ конкурсра 2008 ҫултах ҫӗнтернӗ иккен. Ун чух вӑл программӑна конкурса хутшӑннӑ 62 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчен вуннӑшӗ лекейнӗ. Анчах экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула укҫа уйӑрассине пӗр вӑхӑтра федералсем чарса лартнӑ. Халӗ вара лав вырӑнтан хускалнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 28

1887
134
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1903
118
Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1935
86
Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1969
52
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org