Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (11-мӗш корпусра) пурӑнакан хӗрарӑм тек нушана чӑтайман — Элтепер патне ҫитнӗ. Ку ҫуртра лифт ҫулталӑк ӗҫлемест ӗнтӗ.
Хӗрарӑм вара, икӗ ача амӑшӗ, 9-мӗш хутра пурӑнать. Татьяна Фомина темиҫе инстанцие те ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах. Юлашки шанчӑк Михаил Игнатьевпа курнӑҫнинче пулнӑ. Михаил Васильевич ку ыйтӑва кӑҫалхи хӗллеччен татса пама шантарнӑ.
Светлана вара 1-мӗш шкул умӗнчи ҫул пирки Элтепер патне ҫитнӗ. Унта сусӑр ачасем валли тахҫанах тротуар ҫук. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Шӑпӑрлансен ҫул хӗррипе пыма тивет. Элтепер ку участока тӗплӗ юсав программине кӗртнине палӑртнӑ. Кун валли 1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.