Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Терентьев Юрий Петрович

Терентьев Юрий Петрович — чӑваш ҫыравҫи. 1961 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Сарпӑлат ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ.

1991 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.

Кун-ҫулӗ

Вӑтам шкула пӗтерсен 1978 ҫулта Элӗк районӗнчи «Ленин ҫулӗпе» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫат редакцийӗнче корректорта, ун хыҫҫӑн хӑй ҫуралнӑ ялтах клуб ертӳҫинче ӗҫленӗ. 1979–1981 ҫулсенче хесметре пулнӑ. Малтан Харьковра, кайран Мускаври ПВО тӗп штабра ирттерет. Хӗсметре тӑнӑ хушӑрах район хаҫатне хӑйӗн сӑввисене ярса тӑнӑ.

1982-1987 ҫулсенче М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Пӗр хушӑ Ставропольти «Молодой коммунист» ятлӑ ҫамрӑк хаҫатӗнче вӑй хунӑ.

1988 ҫулта вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Элӗк районӗнчи «Ленин ҫулӗпе» хаҫатра ӗҫленӗ. Ҫав ҫулах ӑна Шупашкара чӗнсе илнӗ, ҫапла май вӑл «Капкӑн» журналта ӗҫлеме тытӑннӑ: пай редакторӗ, аслӑ редактор, литература пайӗн ертӳҫи, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Юрий Петровичӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман пулин те вӑл чӑваш литературинче кулӑшла повеҫ жанрне пуҫараканӗ шутланать.

Юрий Терентьев «Кремль сакки сарлака» (1989 ҫулта кӗнекепе тухнӑ), «Чечек ҫыххи» (1991 ҫулта кӗнекепе тухнӑ), «Коррида, самурайсем тата анӑҫран тухнӑ хӗвел», «Ҫурхи тӗлӗк» повеҫсен, «Амӑш чӗри», «Кӳрентерчӗҫ», «Чӑн турӑ», «Телей куҫҫулӗ», «Вырӑнлӑ парне» калавсен авторӗ.

Ҫавӑн пекех 1990 ҫулта унӑн «Касман Туртакассинчи чап-чап уйӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-05 19:17:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8355 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем