Шупашкарта 2017 ҫулччен япӑх ҫуртсенчен хӑтӑласшӑн. Халӗ ҫав ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ку таранччен Шупашкарта авариллӗ нумай хваттерлӗ 24 ҫурта ишсе антарнӑ. Тепӗр 18-шне те ҫак шӑпах кӗтет.
Паянхи кун тӗлне 547 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ ӗнтӗ. Киввинчен ҫӗннине куҫсан савӑнмалла пек. Анчах хула администрацийӗпе пурте килӗшесшӗн мар-мӗн. Хӑш-пӗр ҫемье ҫӗнӗ хваттере куҫма хирӗҫ. Чиновниксем вӗсене ҫакна ӑнлантарасшӑн: киввинчен ҫӗннине, ҫавӑн калӑпӑшлинех, куҫараҫҫӗ. Ку ҫурт-йӗре лайӑхлатни мар. Анчах ӑнлантарни усӑсӑр.
Ҫынсене хваттерсем, районсем, балкон ҫукки килӗшмест-мӗн. Тӗслӗхрен, пӗр хваттерте икӗ ҫемье пурӑннӑ, вӗсем уйрӑм хваттер ыйтаҫҫӗ. Анчах администрацин кун пек майсем ҫук. Хӑйсен ирӗкӗпе куҫманнисене вӑйпа куҫарӗҫ.