Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫуркунне

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫуркунне таҫта ҫӗтнӗ тейӗн — ҫанталӑк савӑнтармасть-ха. Анчах синоптиксем пӑшӑрханмалла маррине систереҫҫӗ. Кӗҫех Чӑваш Ене ӑшӑ килмелле.

Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче термометр 15–20 градус ӑшӑ таранах хӑпармалла. Ыран республикӑра ҫанталӑк лайӑхах пулмӗ — юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ.

Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, антициклон хуҫаланма пуҫлӗ. Ун чухне хӗвел пӑхӗ, 10 градус ӑшӑ пулӗ.

Акан 8-мӗшӗнче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Апла пулсан та сывлӑш температури 7–12 градуса ҫитӗ.

Шӑматкун вара Ази антициклонӗ килӗ. Ун чухне типӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури те 20 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк тепӗр эрне варричченех хуҫаланӗ.

 

Культура

Паян 15 сехетре Хальхи ӳнер центрӗнче ЧР ӳнерҫӗсен союзӗн «Ҫуркунне — 2014» куравӗ уҫӑлнӑ.

Экспозицире — графика, живопиҫ. Авторсем хӑйсен тавракурӑмне кӑтартаҫҫӗ. 60 яхӑн живописҫӑпа график ҫуркуннехи экспозицие тӗрлӗ композици урлӑ кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче чылайӑшӗ пӗлекен ятсем нумай: Р.Ф.Федоров, А.М.Федосеев, Н.П.Карачарсков, В.Г.Бритвин, А.П.Анохин, К.А.Долгашев, Г.В.Козлов, М.Г.Григорян, А.В.Данилов, А.Р.Федоров, И.Г.Наумова, С.И.Гайнутдинова, И.Елин тата ыттисем те.

Экспозицире Р.Ф.Федоров живопиҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ӳнерҫӗ куракансемпе киҫтӗк, сӑрӑ, палитра урлӑ «калаҫать».

Курава ҫамрӑк ӳнерҫӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: Александр Федоров, Оксана Кокорина, Мария Фомирякова, Ольга Леонтьева, Валентина Кузина, Лиза Лунц, Константин Кокель. Курава пӗтӗмпе ӳнерҫӗсен 200 ытла ӗҫӗ хутшӑннӑ.

 

Типӗ курӑка ҫунтарни // архивран
Типӗ курӑка ҫунтарни // архивран

Пирӗн тавралӑхра типӗ ҫусем тӑнӑранпа темиҫе ҫул та иртнӗ пулас — халӑх асӗнче вӗсем манӑҫа тухма пуҫланӑ. Типӗ курӑка чӗртекенсен йышӗ унтанпа темиҫе ҫул хушши нумай марччӗ — шӑрӑх ҫанталӑкра шар курни халӑха самаях ӑс кӗртнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах вӑхӑт иртет, хӑш-пӗр самантсем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Типӗ курӑка та, ак каллех, ҫунтара пуҫларӗҫ.

Республикӑри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушарпа кӗрешекенсем ӗнер 14 хут типӗ курӑка сӳнтерме тухнӑ. Ҫав шутра ҫулӑм Ҫӗмӗрле районӗнчи Коминтерн ялӗнчи пӗр мунчана тӗп тунине те кӗртмелле. 84 ҫулхи мучи мунчи типӗ курӑка ҫунтарнӑран хыпса илнӗ.

Хисеплӗ туссем! Тархасшӑн, типӗ курӑка ан ҫунтарӑр! Хӑвӑр пӗлӗшсемпе юлташӑрсене те асӑрхаттарӑр! Ҫулӑмпа хуралнӑ сӑртсемпе ҫырмасем ҫурхи илеме пӗрре те хитрелетмеҫҫӗ.

 

Атӑл шывӗ хальхи вӑхӑтра («На связи» канашлури сӑн)
Атӑл шывӗ хальхи вӑхӑтра («На связи» канашлури сӑн)

Ах, ҫав ҫуркунне... Сиссе те юлаймарӑмӑр, ҫу кунӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче тавранна ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Тӳпере хӗвел шӗвли вылять, тавралӑха хӑйӗн ӑшшине сарать, кӗҫӗх юр та ирӗлсе пӗтӗ. Сӑртсем тӑрӑх шыв юххисем васкаса юхаҫҫӗ. Шӑнкӑрчсен чӗвӗл-чӗвӗл юрри чуна савӑнтарать.

Ҫуркунне хӑйӗн «пӗркенчӗкне» тӑван Республикӑна та илсе ҫитернӗ. Вӑраха юлнӑ хӗл кунӗсем чакма тытӑнни кунран-кун сисӗнсе тӑраҫҫӗ. Шупашкар хулинче юр лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ҫеҫ юлнӑ. Унсӑр пуҫне тата Шупашкар хулинче пурнӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх паян, акан 17-мӗшӗнче юханшыв порчӗпе урамурлӑ Атӑл шывӗнче пӑр тапрӑннӑ пулнӑ-мӗн. Анчах та юханшыва ятарлӑ тӗпчекенсен шухӑшӗпе Атӑлти пӑр, кӑҫалхи хӗлпе-ҫу, тен, чӗретле «ӑмӑртнине пула», пӑр тапранӑвне кӗтсе ҫитермесӗрех самаях ирелсе ҫӳхелнӗ. Апла пулин те юханшыв пӑртан пушшех «тасалса» ҫитмен-ха.

Юханшыври малалли улшӑнусене Шупашкар эксперчӗсем те, хула ҫыннисем те чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.

 

Ҫуркунне календарьпе уйӑх каяллах ҫитнӗ пулин те чӑн-чӑн ӑшӑтма эрне ҫурӑ каялла ҫеҫ пуҫларӗ-ха. Ӑшша туйса кӑнтӑра вӗҫсе кайнӑ кайӑксем те таврӑна пуҫларӗҫ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине ҫӳрекен ачасем те шӑнкӑрчсене кӗтсе илсе вӗллесем хатӗрлерӗҫ. Хӑйсемех мар ӗнтӗ — ашшӗсем пулӑшрӗҫ. Маттурисем шутӗнче Иванова Марина, Зайцев Никита, Краснова Саша, Семёнова Виктория, Пашков Артем ашшӗ-амӑшӗ пулчӗҫ — вӗсем хатӗрленӗ вӗллесем чӑн та ӑста платник аллинчен тухнӑ тейӗн.

Хатӗр вӗллесене ача пахчи картишне ҫакрӗҫ — халӗ шӑнкӑрчсем кашни кун ачасене хӑйсен юррипе савӑнтараҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 27

1891
130
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1900
121
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1906
115
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
96
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1939
82
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org