Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьесем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнче ҫак кунсенче ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнакан Анатолипе Валентина Батмановсене чысланӑ.

Вӗсен юратӑвӗ Мордва Республикинчи Урусово ялӗнче пуҫланнӑ. Анатолий Андреевич салтакран таврӑнсан ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Валентинӑна ҫураҫма кайнӑ.

Батмановсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17430
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин строительствинче чи малтан ӗҫленӗ Иван Баданов 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл хулари ҫуртсен никӗсне кӑна мар, ӑрусен пуласлӑхне те никӗс хывнӑ.

Иван Иванович мӑшӑрӗпе Екатерина Егоровнӑпа ҫур ӗмӗр ытла пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйи – ҫирӗп юрату тӗслӗхӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_267686
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Питӗркассинчи Фондеркинсем изумруд туя паллӑ тунӑ.

Николай Ивановичпа Галина Акимовна пӗр-пӗрне ачаранах паллаҫҫӗ – вӗсем пӗр шкулта вӗреннӗ. Хӗрпе каччӑлла ҫулталӑк ытла ҫӳресен ҫамрӑксем 1971 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗрлешнӗ.

Галина Акимовна Хӗрлӗ Чутай райповӗн кӗнеке лавккинче 30 ҫул тӑрашнӑ, ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Николай Иванович салтака кайичченех ҫар комиссариачӗн направленийӗпе фельдшера вӗреннӗ. Ҫарта фельдшер пулнӑ, унтан таврӑнсан Хӗрлӗ Чутай районӗн пульницинче ӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн медицинӑри стажӗ – 45 ҫул. Ӑна «СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Фондеркинсем виҫӗ ача ӳстернӗ: Альбина, Юрий тата Светлана.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17160
 

Статистика
skomorohi.su сайтри сӑн
skomorohi.su сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Енре 300 ытла мӑшӑр пӗрлешме палӑртнӑ. Хӑш кун ытларах пӗрлешни паллӑ ӗнтӗ: Юратакансен кунӗнче. Ҫак кун 58 мӑшӑр ҫырӑнӗ.

44 мӑшӑр нарӑсӑн 26-мӗшӗнче пӗрлешме палӑртнӑ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче – 29 мӑшӑр.

Палӑртмалла: 256 мӑшӑр заявление ансат та ҫӑмӑл мелпе – «Госуслуги» портал урлӑ – панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26592
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Николай Ираидӑна пӗрре курсах юратса пӑрахнӑ. Ҫулталӑкран хӑйӗн арӑмӗ пулма ыйтнӑ. Нумай ҫул килӗштерсе пурӑннӑ.

Патӑрьел округӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Осиповсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. 50 ҫул каяллахи юратӑвӗ паянхи кун та сӳнмен.

Осиповсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 10 мӑнукӗпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Николай Васильевич – «Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе чи лайӑх ӗҫчен», Ираида Георгиевна «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_108755
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Рожновсем туй тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. Алексей Калистратовичпа Ефросиния Николаевна 1956 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстренӗ, кашнине пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Ҫемье пуҫӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ: колхозра рабочирен пуҫланӑ та механизатора ҫитнӗ. Кил ӑшшин управҫи шкул хыҫҫӑн Мускавра ӗҫленӗ, анчах чунӗ тӑван тӑрӑхах туртнӑ. Унтан таврӑнсан рабочи пулнӑ, кайран — хмелевод.

Паянхи кун Рожновсен – 6 мӑнук, 7 кӗҫӗн мӑнук.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Фанческо ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ. Ӑна Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрацленӗ.

Ача Марийӑпа Роккӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Мария – Чӑваш Ен хӗрӗ, Рокко – Итали каччи. Мария Италие итальян чӗлхине вӗренме кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне паллашнӑ вӗсем.

Халӗ ҫемье Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ хӗрӗ вӗсен Александра ятлӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш – ывӑлпа хӗр – ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене киле кӑларнӑ.

Ку телей Бургановсен ҫемйине ҫитнӗ. Ачасем 37-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Малтан Самира ҫуралнӑ – 2700 грамм тайнӑ, 49 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Унтан, тепӗр 6 минутран, Самир ҫут тӗнчене килнӗ. Арҫын ача 2810 грамм тайнӑ, 48 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ачасене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парне панӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Арбузовсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Захаровичпа Маргарита Васильевна – тӗслӗхлӗ мӑшӑр. Пӗрлешсен вӗсем ҫурт лартнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Арбузовсем тӑхӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16940
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Куславкка округӗнчи Карач ялӗнче пурӑнакан Моторкинсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Валерий Александрович ялти шкулта кочегар пулнӑ, Елена Никандровна ача пахчинче тата совхоз столовӑйӗнче поварта ӗҫленӗ. Вӗсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ те педагогика ҫулне суйланӑ.

Халӗ мӑшӑр – тивӗҫлӗ канура. Ҫапах ахаль лармаҫҫӗ: пахча ҫимӗҫ лартса ӳстереҫҫӗ.

Моторкинсене саламлама вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тата «Энӗш» фольклор ансамблӗ килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26240
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 26

1901
125
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
96
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
76
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
53
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем