Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫармӑс чӗлхи

Кӳршӗре

Раштавӑн 25-мӗшӗнче ӗнер Йошкар-Олара ҫӗнӗ словарь хӑтланӑ — Любовь Абукаева, Андрей Чемышев тата Анжелика Митрускова хатӗрленӗ Ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине. Вӑл В.М. Васильев ячӗллӗ Чӗлхен, литературӑн тата историн мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче иртнӗ.

Хӑтлавра Любовь Абукаева ҫӗнӗ словаре епле хатӗрлени пирки каласа панӑ. Ӑна калӑплас ӗҫре Андрей Чемышев ертсе пынипе хатӗрленекен ҫармӑс чӗлхин корпусӗ пулӑшни пирки вӑл уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.

Любовь Абукаева, сӑмах май, шӑп вӑл кун хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Ҫармӑссен паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи тата фольклорисчӗ 1969 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юбилейпа ӑна институт директорӗ Евгений Кузьмин тата ыттисем саламланӑ.

 

Кӳршӗре

Нумай пулмасть Google хӑйӗн GBoard программине ҫӗнетнӗ — туҫи ҫармӑс сарӑмне кӗртнӗ. Кун пирки Мари Элте тухса тӑракан «Ваш новый день» (чӑв. Сирӗн ҫӗнӗ кун) хаҫат пӗлтерет.

Раҫҫейре вырӑс чӗлхисӗр пуҫне темиҫе теҫетке чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ GBoard программӑн техника менеджерӗ Даан ван Эш. — Вӗсене пӗлекенсен чылай чухне мобиллӗ устройствӑсенче тӑван чӗлхесемпе усӑ курма пит йывӑр. Уйрӑмах, хатӗр-хӗтӗрӗ вырӑс чӗлхипе кӑна пичетлеме май парать пулсан. Тӗслӗхрен, чылай чӗлхере хушма кириллица саспаллийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсем вара ахаль сарӑмра ҫук.

Туҫи ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн GBoard Раҫҫейри кӑк халӑхсен 22 чӗлхипе усӑ курма май парӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Паллах, GBoard вырӑс чӗлхипе те пичетлеме май парать.

GBoard — Андроидлӑ смартфонсем валли Google хатӗрленӗ сарӑм. Унпа усӑ курса пурӗ 400 ытла чӗлхепе пичетлеме пулать. Ытти сарӑмсемпе танлаштарсан, пичетленӗ май вӑл йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшать, тата сӑмахсене вӗҫлеме пулӑшать.

Малалла...

 

Кӳршӗре
Андрей Чемышев тӑлмача хӑтлать
Андрей Чемышев тӑлмача хӑтлать

Кӳршӗри Мари Эл республикинче паян «Яндекс.Переводчик» валли хатӗрленӗ ҫармӑс чӗлхин версине хӑтларӗҫ. Ӑна В.М. Васильев ячӗллӗ Мари Элти чӗлхе, литература тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ тата республикӑри «Ҫармӑс чӗлхи тата компьютер технологийӗ» ҫармӑс культурин центрӗ йӗркеленӗ. Ӗҫе Андрей Чемышев хатӗрленӗ. Хӑтлавӑн тӗп пайне вӑлах ертсе пычӗ те.

Хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хатӗрлекен ӑна мӗнле ӑсталани пирки каласа пачӗ. Ӗҫӗ вӗсем кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата виҫӗ ҫын хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара, виҫӗ уйӑхран, «Яндекс.Переводчикра» бета-верси хатӗр пулнӑ та. Хальхи вӑхӑтра вӗсем асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Тӑлмачӑн бази валли ытларах пайӗпе театрсенче усӑ куракан синхронлӑ куҫарусемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех словарьсен электронлӑ варианчӗсемпе талмачӑн ӗҫне лайӑхлатнӑ.

Малалла кӳршӗсем ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлеме пуҫласшӑн. Унта вӗсем тӗрлӗ текстсене кӗртесшӗн, ӑна чӗлхеҫӗсене пулӑшма пурнӑҫласшӑн.

 

Чӑваш чӗлхи

Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ.

Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ.

«МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ.

Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ.

Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет.

Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1974.html
 

Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет.

Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://finugor.ru/?q=node/13044
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.02.2020 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере таврарисем сирĕнпе кăсăкланĕç, калаçасшăн тăрăшĕç. Ĕçре çĕнĕ шухăшсемпе усă курни пысăк кăтартусем тума май парĕ. Суя-элекран асăрханăр.

Нарӑс, 20

1909
111
Нестор Янкас, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1922
98
Нестер Янкас, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org