Кӳршӗре
![]() Нумай пулмасть Google хӑйӗн GBoard программине ҫӗнетнӗ — туҫи ҫармӑс сарӑмне кӗртнӗ. Кун пирки Мари Элте тухса тӑракан «Ваш новый день» (чӑв. Сирӗн ҫӗнӗ кун) хаҫат пӗлтерет. — Раҫҫейре вырӑс чӗлхисӗр пуҫне темиҫе теҫетке чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ GBoard программӑн техника менеджерӗ Даан ван Эш. — Вӗсене пӗлекенсен чылай чухне мобиллӗ устройствӑсенче тӑван чӗлхесемпе усӑ курма пит йывӑр. Уйрӑмах, хатӗр-хӗтӗрӗ вырӑс чӗлхипе кӑна пичетлеме май парать пулсан. Тӗслӗхрен, чылай чӗлхере хушма кириллица саспаллийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсем вара ахаль сарӑмра ҫук. Туҫи ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн GBoard Раҫҫейри кӑк халӑхсен 22 чӗлхипе усӑ курма май парӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Паллах, GBoard вырӑс чӗлхипе те пичетлеме май парать. GBoard — Андроидлӑ смартфонсем валли Google хатӗрленӗ сарӑм. Унпа усӑ курса пурӗ 400 ытла чӗлхепе пичетлеме пулать. Ытти сарӑмсемпе танлаштарсан, пичетленӗ май вӑл йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшать, тата сӑмахсене вӗҫлеме пулӑшать. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир ку программӑна смартфонра мӗнле вырнаҫтармаллине ятарлӑ статья хатӗрлесе ӑнлантарса парӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |