Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Мари Элти вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Мари аварипе ҫӑлав службин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентеше тупнӑ, киле таврӑнма пулӑшнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мари Элти ҫӑлав службине 59 ҫулти хӗрарӑм шӑнкӑравласа хӑй вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Хайхискер Звенигово районне, Кӗҫӗн Мартын юханшывӗ ҫывӑхне, кӑмпа пуҫтарма кайнӑ.
Хӗрарӑм вӑрманта ҫӳреме пӗлмен. Кун пирки вӑл сӑлавҫӑсене те пӗлтернӗ. Оперативлӑ дежурнӑй ӑна хӗвеле пӑхса Кокшайск тракчӗ еннелле утма хушнӑ. Вырӑна часах Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫитнӗ. Хӗрарӑма тупнӑ, вӑрмантан тухма пулӑшнӑ.