Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫут ҫанталӑк министерстви

Политика
Николай Косулин
Николай Косулин

Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.

Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ.

Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене.

Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ.

Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумне кама лартасси паллӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнине хыпарланӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр ҫумӗ пулма икӗ ҫын ӗмӗтленни палӑрать: Николай Косулин тата Николай Судаков. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ҫумӗ Юрий Васильев ертсе пыракан комисси Николай Косулиншӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Судакова та сирсе яман — ӑна министерствӑн кадр резервне кӗртме сӗннӗ. Конкурса хутшӑннӑ икӗ кандидат та асӑннӑ ведомствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшать.

Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче министр ҫумне Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» тетел ун чух пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак должноҫе 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен йышӑннӑ Владимир Кузюков министерствӑри ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗртен-пӗр специалист пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри вӑрмансене кӗрсен вӗсем кӑмӑрпа тулнине пирӗнтен кашниех асӑрханӑ-курнӑ. Ура айӗнче кансӗрлесе выртакан хӑрӑк йывӑҫсемпе туратсене вӑрманҫӑсем те пуҫтарса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫынсен те илсе тухма юрамасть. Ҫакӑн пек кутӑнла йӗрке пирӗн ҫӗршывра темиҫе ҫулах тӑсӑлчӗ.

Халӗ вара Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи ҫынсене вӑрмана хӑрӑк туратран иртме тинех ирӗк пачӗ. Саккуна депутатсем ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ҫапла вара вӑрманти хӑрӑка йӑтнишӗн штрафламӗҫ. Анчах ку саккун килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ вӑя кӗрет.

Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунӗпе килӗшсе тӑракан ӗҫлӗ хута регионсен те ҫывӑх вӑхӑтра йышӑнмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Патӑрьел районӗнчи сӑвӑрсем ҫуркунне сиснине туйса хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Ҫак хыпар Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем юр ҫине час-часах тухкаласа кӗреҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа апатланаҫҫӗ тата юр ҫиеҫҫӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫак чӗрчунсем хӑйсен йӑвине йӗркене кӗртме тытӑнӗҫ. Юрӑхлӑ пек туйӑнмасан ҫӗннине те тӑвӗҫ.

Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен пирӗн тӑрӑхра нарӑс уйӑхӗн 27—ака уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ-мӗн.

Пуш—ака уйӑхӗсенче сӑвӑр амисем пӗтӗленме тытӑнаҫҫӗ. 30-35 кунран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минмистерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурасем 9—11 сантиметр тӑршшӗ пулаҫҫӗ, вӗсен йывӑрӑшӗ — 30-40 грамм. Сӑмах май, аҫа-сӑвӑр пӗтӗ е ӗмӗртекен амапа пӗрле пурӑнмасть иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2019 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçтешсемпе хутшăнусем кăткăсланĕç, ку сирĕн айăпа пула. Каçару ыйтма ан хăрăр, кайран йăнăшсемшĕн хăвăра айăпламалла ан пултăр. Ачăрсене сахалрах вăрçăр. Канмалли кунсенче кĕрхи кунсемпе киленме çутçанталăк лапамне кайăр.

Юпа, 22

1873
146
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
97
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
64
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
44
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org