Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ.
Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене.
Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ.
Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ.